Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑна юратакансемпе вӑхӑта ирттер

Иеговӑна юратакансемпе вӑхӑта ирттер

Пирӗн Иеговӑна юратакансемпе вӑхӑта ирттермелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫынсемпе хутшӑнни пирӗн ҫине е лайӑх, е япӑх витӗм кӳрет (Ыт 13:21). Тӗслӗхрен, «Иодай священник пурӑннӑ чухне Иоас хӑйӗн ӗҫӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса тӑнӑ» (2Ҫлс 24:2). Анчах та Иодай вилсен Иоас Иеговӑран ютшӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе хутшӑнма пуҫланӑ (2Ҫлс 24:17—19).

Павел апостол малтанхи христиансен пухӑвне «пысӑк ҫуртпа» танлаштарнӑ, христиансене вара — «савӑтсемпе», е килти хатӗр-хӗтӗрпе. Иегова сивлекен ӗҫе тӑвакан ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнмасан эпир «чаплӑ савӑт» тӑрса юлӑпӑр. Иеговӑн нормисене пирӗн хурӑнташ е пухури тӑван пӑсать пулсан, эпир унпа та хутшӑнмӑпӑр (2Тм 2:20, 21). Ҫавӑнпа та Иеговӑна юратакансемпе тата уншӑн ӗҫлеме хавхалантаракансемпе туслаш.

«ЯПӐХ ВИТӖМРЕН СЫХЛАНМА ВӖРЕНӖР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Эпир мӗнле майпа япӑх витӗме лекме пултаратпӑр?

  • Виҫӗ христианина хӑйсем ҫине япӑх витӗм кӳрекен ҫынсемпе хутшӑнма пӑрахма мӗн пулӑшнӑ?

  • Библири хӑш принципсем сана лайӑх туссене суйлама пулӑшӗҫ?

Ман пирки «чаплӑ савӑт» тесе калама пулать-и? (2Тм 2:21)