Апрелӗн 1—7
1 КОРИНФ 7—9
136-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Малтанхи сӑмахсем (3 мин е сахалрах)
ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ
«Мӑшӑрланмасӑр пурӑнни вӑл — парне» (10 мин)
1Кр 7:32. Мӑшӑрланман христианин Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлеме пултарать, мӗншӗн тесен унӑн ҫемьеллӗ пурнӑҫпа ҫыхӑннӑ тивӗҫсем ҫук (w11 1/15 15 с, 3 абз)
1Кр 7:33, 34. Мӑшӑрланнӑ христианин «пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшать» (w08-U 7/15 27 с, 1 абз)
1Кр 7:37, 38. Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе христианин мӑшӑрланмасӑр пурӑнать пулсан, ҫемье ҫавӑрас тенӗ христиансенчен «лайӑхрах тӑвать» (w96-U 10/15 12 с, 14 абз)
Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр (8 мин)
1Кр 7:11. Мӗнле лару-тӑрӑва пула христианин мӑшӑрӗнчен уйрӑм пурӑнма шут тытма пултарать? (lv 219—222 с)
1Кр 7:36. Христианин яш чухне мӑшӑрланмасан мӗншӗн лайӑхрах пулӗччӗ? (fy 15 с, 6 абз)
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенчен эсир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗр?
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир тата мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
Библи вулани (4 мин е сахалрах): 1Кр 8:1—13 (th 5-мӗш урок)
ЫРӐ ХЫПАР САРМА ВӖРЕНЕТПӖР
Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер (10 мин). Сӳтсе явни. «Библири сӑвӑ йӗркисене вулас умӗн каламалли сӑмахсем» видеоролика кӑтарт тата «Ӑсталӑха ӳстер» брошюрӑри 4-мӗш урока сӳтсе яв.
Доклад (5 мин е сахалрах): w12-U 11/15 20 с. Тема: «Мӑшӑрланмасӑр пурӑнни пирки Турӑ тӗлӗнмелле майпа панӑ парне теме пулать-и?» (th 12-мӗш урок)
ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
«Мӑшӑрланмасӑр пурӑнса савӑнӑҫа ан ҫухат» (15 мин). Ҫак видеоролика кӑтарт. Унтан ҫак ыйтусене пар: мӑшӑрланман христиансене мӗн пӑшӑрхантарма пултарать? (1Кр 7:39.) Иеффай хӗрӗ мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ? Иегова «айӑпсӑр пурӑнакансене» мӗн тума сӑмах парать? (Пс. 83:12.) Пухури тӑвансем мӑшӑрланман христиансене мӗнле хавхалантарма пултараҫҫӗ? Мӑшӑрланман христиансен Иеговӑшӑн ӗҫлеме мӗнле майсем пур?
Пухура Библи вӗренни (30 мин): jy 61-мӗш сыпӑк
Ку тата тепӗр эрнери тӗлпулусенчи шухӑшсене кӗскен пӑхса тухни (3 мин)
42-мӗш юрӑ тата кӗлӗ