Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иеговӑран вӗрен

Иеговӑран вӗрен

МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Иегова, пирӗн Аслӑ Вӗрентекен, пире чи лайӑх пӗлӳ парать. Унӑн канашӗсем пире усӑ кӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пире тӗлӗнмелле пурнӑҫпа пурӑнма — ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма — хатӗрлет. Ҫак пӗлӗве эпир тӳлевсӗрех илетпӗр (Ис 11:6—9; 30:20, 21; Ӳлӗм 22:17). Унсӑр пуҫне, Иегова вӗрентнине пула эпир ҫынсене ҫӑлма пултаракан ырӑ хыпара ӑнӑҫлӑн саратпӑр (2Кр 3:5).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Хӑвна кӗҫӗне хур тата йӑваш пул (Пс 24:8, 9).

  • Вӗренмелли мӗнпур майпа та усӑ кур, сӑмахран, эрне варринче иртекен тӗлпулура вӗренмелли заданисем ту.

  • Сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем ларт тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламалли ҫинчен шутла (Фп 3:13).

  • Пӗр-пӗр теократи шкулӗнче вӗренес тесе мӗнле улшӑнусем тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑх (Фп 3:8).

«ВӖРЕНЕКЕНСЕМ ИЕГОВӐРАН НУМАЙ ПИЛЛӖХ ИЛНӖ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес текенсен мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?

  • Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче мӗне вӗрентеҫҫӗ?

  • Тӑвансем Шкул хыҫҫӑн хӑйсен пухӑвне янӑ хыпарҫӑсене мӗнле пулӑшнӑ?

  • Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес текенсем валли мӗнле требованисем пур? (kr 189 с)

  • Иеговӑн организацийӗ ирттерекен тата мӗнле шкулта эсӗ вӗренме пултаратӑн?

Иеговӑран вӗренсе эсӗ мӗнле пиллӗхсем илме пултарӑн?