Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | 1 КОРИНФ 10—13

Иегова шанчӑклӑ

Иегова шанчӑклӑ

10:13

Иегова пирӗн йывӑрлӑхсене татса пама пултарать. Анчах та ытларах чухне вӑл пире йывӑрлӑха «чӑтса ирттермелӗх... ҫӑмӑллӑх» парать.

  • Вӑл пире Библи урлӑ, хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ тата публикацисем урлӑ канӑҫсӑрлатакан шухӑшсене сирсе яма тата лӑпланма пулӑшать (Мф 24:45; Ин 14:16; Рм 15:4).

  • Вӑл пире святой сывлӑшпа ертсе пырать. Святой сывлӑш пире Библири сӑвӑ йӗркисемпе принципсене аса илме пулӑшать, вӗсем вара пире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшаҫҫӗ (Ин 14:26).

  • Пире пулӑшма вӑл ангелсене яма пултарать (Евр 1:14).

  • Вӑл пире пухури тӑвансем урлӑ пулӑшма пултарать (Кл 4:11).