Иеговӑн вӑрҫи пур вӑрҫа та чарса лартӗ
Мӗншӗн Иегова, «юратупа канӑҫлӑх Турри», хӑйӗн Ывӑлне, «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхне», вӑрҫӑ вӑрҫма хушнӑ? (2Кр 13:11; Ис 9:6.)
-
Иеговӑпа Иисус тӳрӗлӗхе юратаҫҫӗ, усаллӑха вара кураймаҫҫӗ.
-
Усал ҫынсене пӗтерсен кӑна ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр тӗрӗслӗхпе мир пулӗ.
-
Иеговӑн ҫӳлти ҫарӗ «тӗрӗс вӑрҫӑ вӑрҫать». Ҫакӑ ҫав ҫар шур лашасем ҫине утланнинчен тата «шап-шурӑ виссон» тӑхӑннинчен курӑнать.
Иеговӑн вӑрҫинче чӗрӗ юлас тесен пирӗн мӗн тумалла? (Сф 2:3.)