Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр. Ҫынна мӗн кирлине шута ил

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр. Ҫынна мӗн кирлине шута ил

МӖНШӖН ҪАКНА ТУМАЛЛА? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем тата «урӑх сурӑхсем» ҫынсене ҫапла чӗнсе калаҫҫӗ: «Илес теекен чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр» (Ӳлӗм 22:17). «Чӗрӗлӗх шывӗ» вӑл — Иегова хӑйне итлесе пурӑнакан ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе мӗн панӑ, ҫавӑ. Эпир тӗрлӗ культурӑри тата тӗрлӗ тӗнри ҫынсене пулӑшасшӑн. Ҫавӑнпа «ӗмӗрлӗх Евангели» пӗлтернӗ чухне пирӗн кашни ҫынпа майне пӗлсе калаҫмалла (Ӳлӗм 14:6).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Хӑв пурӑнакан вырӑнти ҫынсене мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен калаҫ тата ҫав темӑпа ҫыхӑннӑ Библири сӑвӑ йӗркисене вуласа пар. Калаҫмалли майсемпе е хӑв унччен мӗнпе ӑнӑҫлӑн усӑ курнӑ, ҫавӑнпа усӑ курма пулать. Мӗнле темӑсем ҫынсене интереслентереҫҫӗ тата хӑш сӑвӑ йӗркисем чӗрине пырса тивеҫҫӗ? Мӗнле хыпарсене ҫынсем сӳтсе яваҫҫӗ? Арҫынсемпе мӗн ҫинчен калаҫма пулать? Хӗрарӑмсемпе вара?

  • Хӑв пурӑнакан вырӑнта ҫынсем пӗр-пӗрне мӗнле саламланине тата пӗр-пӗринпе мӗнле калаҫнине шута ил (2Кр 6:3, 4).

  • Ырӑ хыпар сармалли хатӗрсем шутне кӗрекен публикацисемпе видеороликсене пӑхса тух, вара эсӗ май килсенех вӗсемпе усӑ курма пултарӑн.

  • Хӑв пурӑнакан вырӑнти ҫынсем хӑш-хӑш чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, ҫав чӗлхесем ҫине куҫарнӑ публикацисемпе видеороликсем уҫласа ил.

  • Ҫынна мӗн интереслентернине шута ил. Кирлӗ пулсан, темӑна улӑштарма хатӗр пул (1Кр 9:19—23). Сӑмахран, ҫын сана анчахрах ҫывӑх ҫынна пытартӑмӑр терӗ пулсан, эсӗ калаҫӑва мӗнле тӑсӑн?

ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Хыпарҫӑ арҫынпа мӗн ҫинчен калаҫма пуҫларӗ?

  • Ҫав ҫыннӑн пурнӑҫӗнче мӗн пулса тухнӑ?

  • Ҫак лару-тӑрура Библири хӑш сӑвӑ йӗрки вырӑнлӑрах пулнӑ тата мӗншӗн?

  • Ҫынсене интереслентерсе ярас тесе эсӗ хӑв калас сӑмахсене мӗнле улӑштаратӑн?