Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

«Ҫӗр... шыва ҫӑтса ячӗ»

«Ҫӗр... шыва ҫӑтса ячӗ»

Истори тӑршшӗпех пуҫлӑхсем Турӑ халӑхӗн хутне нумай хут кӗнӗ (Езд 6:1—12; Эсф 8:10—13). Хальхи вӑхӑтра та ҫавӑн пекех: Сатана Шуйттан хӗтӗртнипе Турӑ халӑхне хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан та, «ҫӗр» — хӑш-пӗр ҫӗршывсенчи ӑслӑ-тӑнлӑ пуҫлӑхсем — ҫав хӗсӗрлев шывне ҫӑтса ярать (Ӳлӗм 12:16). Иегова, «ҫӑлакан Турӑ», пуҫлӑхсене пире хӳтӗлеме хавхалантарма пултарать (Пс 67:21; Ыт 21:1).

Сана хӑв мӗне ӗненнишӗн тӗрмене лартрӗҫ пулсан вара? Иегова сана хӳтӗлесси пирки ан иккӗлен (Плт 39:21—23; Пс 104:17—20). Ҫакна ҫирӗп шан: эсӗ шанчӑклӑ пулни тӑвансене хавхалантарать тата ҫирӗп ӗненнӗшӗн Иегова сана награда парӗ (Фп 1:12—14; Ӳлӗм 2:10).

«КОРЕЯРИ ТӐВАНСЕМ ИРӖКЕ ТУХРӖҪ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Мӗншӗн нумай ҫул хушши Кӑнтӑр Кореяри пин-пин тӑвана тӗрмене хупнӑ?

  • Мӗнле суд йышӑнӑвӗсене пула вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене маларах ирӗке кӑларнӑ?

  • Хӑйсен ӗненӗвӗшӗн тӗрмене лартнӑ тӗрлӗ ҫӗршыври тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

  • Пирӗн хамӑр ирӗклӗхпе мӗнле усӑ курмалла?

  • Эпир судсенче выляса илнӗшӗн пуринчен малтан кама тав тумалла?

Эпӗ хам ирӗклӗхпе мӗнле усӑ куратӑп?