Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Вӑйӑ-кулла мӗнле суйласа илмелле?

Вӑйӑ-кулла мӗнле суйласа илмелле?

Мӗншӗн вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне питӗ тимлӗ пулмалла? Фильм, юрӑ-кӗвӗ, веб-сайт, кӗнеке тата видеовӑйӑ суйланӑ чухне эпир хамӑр ӑстӑна мӗнпе тултармаллине суйлатпӑр. Эпир суйланӑ вӑйӑ-кулӑ пирӗн ӗҫсем ҫине витӗм кӳрет. Шел пулин те, хальхи вӑйӑ-кулӑ ытларах чухне Иегова курайман ӗҫсемпе ҫыхӑннӑ (Пс 10:5; Гл 5:19—21). Акӑ мӗншӗн Библи пире Иеговӑна мухтава кӑларасси ҫинчен пӗрмаях шухӑшлама хавхалантарать (Фп 4:8).

«МӖНЛЕ ВӐЙӐ-КУЛӐ СУЙЛАСА ИЛМЕЛЛЕ?» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Хальхи вӑхӑтри вӑйӑ-кулӑпа Авалхи Римри гладиаторсен ҫапӑҫӑвӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗх пур?

  • Пухури тӑвансем ҫамрӑксене вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне асӑрхануллӑ пулма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

  • Вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне Рим 12:9-мӗшӗнчи принцип мӗнле пулӑшать?

  • Эсир мӗнле усӑллӑ вӑйӑ-кулӑ пӗлетӗр?