ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Ҫырусене мӗнле ҫырмалла?
МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Коринф ҫыннисене янӑ пӗрремӗш ҫыру — Павел апостол христиансене ҫирӗплетме ҫырнӑ 14 ҫыруран пӗри. Пирӗн вӑхӑтра та ҫыру ҫырасси — ҫынсемпе хутшӑнмалли лайӑх мел. Ҫыру ҫыракан ытларах чухне сӑмахсене тӗплӗн суйлать, мӗншӗн тесен унӑн шутлама вӑхӑт пур, ҫырӑва вара кайран пӗрре анчах мар вуласа тухма пулать. Ҫырусем урлӑ хурӑнташсемпе паллакан ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерме меллӗ. Ҫавӑн пекех эпир ҫырусене кампа курса калаҫаймастпӑр, ҫавсем патне яма пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, кам чӑнлӑхпа интересленет, анчах та ӑна килте тытма ҫук. Е кам нумай хваттерлӗ, хуралҫӑ сыхлакан ҫуртра, е кӗме май ҫук ҫуртсен комплексӗсенче, е аякри районсенче пурӑнать, ҫавсене те ҫыру ҫырса яма пулать. Ҫыру ҫырнӑ чухне, уйрӑмах хамӑр палламан ҫынсем патне ҫырнӑ чухне, мӗн асра тытмалла?
ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?
-
Ҫынпа куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чухне мӗн каланӑ пулӑттӑн, ҫавна ҫыр. Пуҫламӑшӗнче хӑвӑн ята тата ҫырӑва мӗншӗн ҫырнине пӗлтер. Кайран эсӗ мӗнле те пулин ыйту пама пултаратӑн. Тӳлевсӗр Библи вӗренме май пурри ҫинчен тата пирӗн пӗр-пӗр вӗренмелли пособири темиҫе темӑна асӑн.
-
Ҫыру вӑрӑм пулмалла мар. Ҫын вуласа ан ывӑнтӑр тесен нумай ан ҫыр.
-
Ҫырӑва тӗрӗслесе пӑх: йӑнӑшсем ҫук-и, ӑна вулама ҫӑмӑл-и, хисеплӗн ҫырнӑ-и, ытла официаллӑ мар-и, ҫырура лайӑххи ҫинчен каланӑ-и? Ҫырӑва почтӑпа яратӑн пулсан, ҫителӗклӗ марка ҫыпӑҫтар.
-
Старейшинӑсемпе канашла.