ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ
Видеороликсемпе усӑ курса вӗрент
Видеороликсемпе, ӳкерчӗксемпе, таблицӑсемпе тата карттӑсемпе усӑ курсан ҫынна Библи вӗренме интереслӗрех пулать тата ҫакӑ ӑна материала ӑнланса астуса юлма пулӑшать. Иегова, Аслӑ Вӗрентекен, ҫынсене вӗрентес тесе кӑтартмалли пособисемпе усӑ курнӑ (Плт 15:5; Иер 18:1—6). Иисус Христос та ҫаплах тунӑ (Мф 18:2—6; 22:19—21). Юлашки ҫулсенче кӑтартса вӗрентмелли пособисенчен чи ӑнӑҫлисем видеороликсем пулчӗҫ. Ҫынсене вӗрентнӗ чухне эсӗ вӗсемпе час-часах усӑ куратӑн-и?
Пирӗн паянхи куна Библири тӗп вӗрентӳсене ӑнлантарса паракан 10 видеоролик пур. Видеороликӑн ятне пӑхсан ӑна ҫынпа Библи вӗреннӗ чухне хӑҫан кӑтартмаллине ӑнланма йывӑр мар. Унсӑр пуҫне, вӗрентмелли пособисем валли хатӗрленӗ ытти видеороликсем те пур.
Тен, эсӗ кампа Библи вӗренетӗн, ҫав ҫынна пӗр-пӗр темӑна ӑнланма йывӑр. Е вӑл мӗнле те пулин йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫапла пулсан, JW Library® приложенире е пирӗн онлайн-телевиденире вырӑнлӑ видеоролик шыраса пӑх. Ӑна Библи вӗренекенпе пӗрле пӑхса сӳтсе яв.
Кашни уйӑхра ҫӗнӗ видеороликсем тухаҫҫӗ. Вӗсене пӑхнӑ май ҫынсене вӗрентнӗ чухне вӗсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшла.