Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | РИМ 12—14

Христианла юратни мӗне пӗлтерет?

Христианла юратни мӗне пӗлтерет?

12:10, 17—21

Кам та пулин пире кӳрентерчӗ пулсан, христианла юратни пире ҫав ҫынна усалпа тавӑрасран асӑрханма кӑна мар, ӑна ырӑ тума та хавхалантарӗ. Рим 12:20-мӗшӗнче каланӑ: «Тӑшману выҫӑ пулсассӑн — тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсассӑн — ӗҫтер; ҫапла туса, эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн». Хамӑра кӳрентернӗ ҫынпа ырӑ кӑмӑллӑ пулатпӑр пулсан, тен, ҫав ҫын пире усал тунӑшӑн чун-чӗререн ӳкӗнӗ.

Кама эсӗ сисмесӗр кӳрентернӗ, ҫав ҫын санпа малалла та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ чухне эсӗ мӗн туйнӑ?