Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр

Иегова пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр

2 Коринф 9:7-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать». Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын ыттисемшӗн хӑйӗн вӑхӑтне те, вӑйне те, пурлӑхне те хӗрхенмест тата вӑл ҫакна хаваспах тӑвать. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулни парне мӗн тери пысӑк пулнинчен мар, ӑна чун-чӗререн панинчен курӑнать. Иегова Турӑ пек уҫӑ кӑмӑлли урӑх никам та ҫук. Вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ пулни мӗнрен курӑнать?

  • Вӑл кашни ҫыншӑн тӑрӑшать (Лк 6:35).

  • Иеговӑна уйрӑмах хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшма килӗшет (Пс 36:25).

  • Иегова панӑ чи хаклӑ парне — унӑн Ывӑлӗн каҫарттаракан парни (Ин 3:16).

w13 6/15 12 с, 9 абз; 13 c, 11 абз МАЛАРАХ ВУЛАСА ТУХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Эпир мӗнле майпа Иегова пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр?

  • Эпир мӗнле майпа пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулма пултаратпӑр? (od-U 119—120 с, 12—15 абз)

  • Эпир Иеговӑна мӗн пама пултаратпӑр?

  • Уҫӑ кӑмӑлпа панӑ чухне эпир мӗн туятпӑр?