Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Иегова пире мӗн кирлине пӗлет

Иегова пире мӗн кирлине пӗлет

Иегова ертсе пынипе шанчӑклӑ та ӑслӑ чура «вӑхӑтра апат парса тӑ[рать]» (Мф 24:45). Ҫакӑ Турӑ пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме мӗн кирлине пӗлнине кӑтартать. Ҫакна, сӑмахран, эрне варринче иртекен тӗлпулусем тата регион конгресӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

«ВӖРЕНӲ КОМИТЕЧӖН ОТЧЕЧӖ (2017 ҪУЛ)» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Вӑхӑтра иртекен конгрессемшӗн чи малтан кама тав тумалла тата мӗншӗн?

  • Конгреса хӑҫан хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ?

  • Конгресра сӳтсе явмалли темӑсене мӗнле суйласа илеҫҫӗ?

  • Конгреса хатӗрленӗ чухне тӑвансем мӗн-мӗн тӑваҫҫӗ?

  • Эрне варринче иртекен тӗлпулусен программине хатӗрленӗ чухне тӑвансем Галаад шкулӗнчи Библи тӗпчемелли меслетпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

  • Комитетсемпе отделсем ӗҫ тетрадьне хатӗрленӗ чухне пӗр-пӗринпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлени ӑҫтан курӑнать?

Иегова пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетме мӗн-мӗн панине эсӗ хаклатӑн-и?