Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ӲЛӖМХИНЕ 1—3

«Санӑн ӗҫӳсене Эпӗ пӗлетӗп»

«Санӑн ӗҫӳсене Эпӗ пӗлетӗп»

1:20; 2:1, 2

  • «Ҫичӗ ҫӑлтӑр» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ старейшинӑсем; пӗтӗмӗшле илсен — пухусенчи пур старейшина.

  • «[Иисусӑн] сылтӑм аллинче». «Ҫӑлтӑрсем» Иисуса пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, вӑл вӗсене ертсе пырать. Старейшинӑсен советӗнчи пӗр-пӗр тӑвана тӳрлетмелле пулсан, Иисус ҫавна курӗ те ӑна кирлӗ вӑхӑтра тата хӑй пӗлнӗ пек тӳрлетӗ.

  • «Ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ» — христиансен пухӑвӗсем. Сӑваплӑ чатӑрта ҫутаткӑҫсем ҫутатса тӑнӑ пек христиансен пухӑвӗсем те Туррӑн чӑнлӑхӗн ҫуттине сараҫҫӗ (Мф 5:14). Иисус пирки «ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ варринче Ҫӳрекенӗ» тени вӑл пур пухӑвӑн ӗҫӗсене сӑнаса тӑнине пӗлтерет.