Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Сан туй ҫине ҫак тӗнче сывлӑшӗ витӗм ан кӳтӗр

Сан туй ҫине ҫак тӗнче сывлӑшӗ витӗм ан кӳтӗр

Туй тума хатӗрленнӗ чухне питӗ нумай йышӑну тумалла. Каччӑпа хӗр пирӗн патра пурте чаплӑ туйсем тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа пирӗн те ҫавӑн пек туй тумалла тесе шутлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех туссемпе хурӑнташсем ырӑ шухӑшпах туя мӗнле тӑвасси пирки тӗрлӗ канаш пама пултараҫҫӗ. Туй йӗркеллӗ ирттӗр тесен тата нимӗншӗн те ӳкӗнмелле ан пултӑр тесен каччӑпа хӗрӗн мӗнле Библири принципсене шута илмелле?

«ИЕГОВӐНА МУХТАВА КӐЛАРАКАН ТУЙСЕМ» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХ ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛА:

  • Никпа Джулианӑна ҫак Библири принципсем мӗнле пулӑшнӑ?

  • Мӗншӗн каччӑпа хӗрӗн Библири принципсене лайӑх ӑнланакан тӑвана туйра йӗрке пӑхса тӑма ыйтмалла? (Ин 2:9, 10)

  • Никпа Джулиана туй тума хатӗрленнӗ чухне тата мӗн шута илнӗ?

  • Туя мӗнле ирттерессишӗн пуринчен ытла кам яваплӑ? (w06-U 10/15 25 с, 10 абз)