«Турӑ пире юратни... паллӑ»
Тӳлесе илме панӑ парне пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусемпе ҫыхӑннӑ, тӗслӗхрен, Иеговӑн ятне тата унӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларассипе. Ҫавӑн пекех тӳлесе илме панӑ парнене пула эпир халех Турӑ умӗнче айӑпсӑр пулма пултаратпӑр, пуласлӑхра вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӑпӑр.
Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?
-
Хамӑра Турра халалласа шыва кӗнипе эпир тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине тата Иеговӑн пуласшӑн пулнине кӑтартатпӑр.
-
Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренипе эпир ҫынсене Иегова пекех юратнине кӑтартатпӑр (Мф 22:39; Ин 3:16).
Тӳлесе илме панӑ парнешӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине эпӗ тата мӗнле кӑтартма пултаратӑп?