Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрар

Тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрар

Турӑ Патшалӑхӗ килессе эсӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши кӗтсе тӑратӑн? Тен, санӑн нумай йывӑрлӑх тӳсме тивет (Рм 8:25). Хӑш-пӗр христиансене кураймаҫҫӗ, теприсем тӗрӗсмарлӑха тӳсеҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсене вара тӗрмене лартаҫҫӗ е вӗлерессипе те хӑратаҫҫӗ. Нумайӑшӗ вӑраха кайнӑ чире е ватӑлнине пула асапланать.

Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах кӗтсе тӑма пире мӗн пулӑшӗ? Кашни кун Библи вуласа тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшласа хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетмелле. Хамӑрӑн шанчӑка куҫран вӗҫертмелле мар (2Кр 4:16—18; Евр 12:1, 2). Иеговӑна кӗлтумалла тата унран святой сывлӑш ыйтмалла (Лк 11:10, 13; Евр 5:7). Пире юратакан Аттемӗр «пурне те савӑнса чӑтса ирттерме» пулӑшӗ (Кл 1:11).

«ПИРӖН „ЧӐТӐМЛӐ ПУЛСА“ ЧУПМАЛЛА. НАГРАДА ИЛЕССИ ПИРКИ АН ИККӖЛЕНӖР» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • «Вӑхӑтран, ӑнсӑртран» мӗн пулса тухма пултарать? (Ек 9:11)

  • Йывӑр килнӗ вӑхӑтра кӗлтуни мӗнле пулӑшать?

  • Иеговӑшӑн ӗҫлесе унчченхи пекех нумай тӑваймастпӑр пулсан мӗншӗн хамӑр мӗн тума пултарасси ҫинчен шухӑшламалла?

  • Шанчӑка куҫран ан вӗҫерт

    Награда илессе ҫирӗп шанма сана мӗн пулӑшать?