Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туман ҫынсемпе Библи вӗренме пӑрахатпӑр

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха лайӑхлататпӑр. Чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем туман ҫынсемпе Библи вӗренме пӑрахатпӑр

МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Ҫӑлӑнас тесен ҫынсен Иеговӑн ятне асӑнмалла, урӑхла каласан, Иеговӑна пӗлмелле тата унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн пурӑнмалла (Рм 10:13, 14). Анчах та Библи вӗренекенсенчен хӑш-пӗрисен Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма кӑмӑл ҫук. Эпир ырӑ хыпар сарма уйӑрнӑ вӑхӑта хаклатпӑр тата кам Иеговӑна юратнӑран улшӑнас тет, ҫавсене пулӑшасшӑн. Самай вӑхӑт хушши Библи вӗренсен те ҫын ҫитӗнӳсем тумасть пулсан, унпа вӗренме пӑрахсан тӗрӗсрех пулнӑ пулӗччӗ. Вара эпир Иегова хӑйӗн патне кама ертсе пырасшӑн, ҫавсене пулӑшас тесе вӑй хума пултарӑпӑр (Ин 6:44). Унччен Библи вӗреннӗ ҫын каярахпа пурнӑҫӗнче улшӑнусем туса «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа» пырасшӑн пулнине кӑтартсан, паллах, эпир хаваспах каллех унпа Библи вӗренме пуҫлӑпӑр (Ап ӗҫ 13:48, ҪТ).

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Ҫынна чӑнлӑха пӗлесшӗн пулнишӗн мухтаса ил (1Тм 2:4).

  • Библири пӗлӳпе пурнӑҫра усӑ курни питӗ кирлӗ пулнине палӑрт (Лк 6:46—49).

  • Акаҫӑ ҫинчен калакан ытарӑша ыррӑн сӳтсе яв. Ун хыҫҫӑн ҫынран: «Сан шутпа, ҫитӗнӳсем тума сана мӗн чӑрмантарать?» — тесе ыйт (Мф 13:18—23).

  • Ҫын туйӑмӗсене шута илсе мӗншӗн унпа Библи вӗренме пӑрахнине ӑнлантарса пар.

  • Вӑхӑтран вӑхӑта шӑнкӑравлӑп тесе, кирлӗ улшӑнусем тӑватӑн пулсан каллех Библи вӗренме пуҫлама пултаратпӑр тесе кала.

«ЧӐНЛӐХРА ҪИТӖНӲСЕМ ТУМАН ҪЫНСЕМПЕ БИБЛИ ВӖРЕНМЕ ПӐРАХАТПӐР» ВИДЕОРОЛИКА ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Пирӗн тӑван ҫитӗнӳсем туман ҫынпа мӗнле калаҫнинчен эсӗ мӗне вӗрентӗн?

  • Пурнӑҫра улшӑнусем тумаллине вӑл ӑна мӗнле ӑнлантарса пачӗ?

  • Тӑван ҫав ҫыннӑн каллех Библи вӗренме пуҫлама май пуррине мӗнле кӑтартрӗ?