Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | РИМ 9—11

Ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан ытарӑш

Ҫу йывӑҫӗ ҫинчен калакан ытарӑш

11:16—26

Ҫу йывӑҫӗ тата унӑн пайӗсем мӗне сӑнарласа параҫҫӗ?

  • Ҫу йывӑҫӗ: Турӑ Авраам вӑрлӑхӗ пирки мӗн шутласа хунине пурнӑҫлани.

  • Вулли: Иисус — Авраам вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ.

  • Турачӗсем: 144 000 — Авраам вӑрлӑхӗн иккӗмӗш пайӗ.

  • Хуҫӑлса ӳкнӗ турачӗсем: Иисуса йышӑнман еврейсем.

  • Сыпӑнтарнӑ турачӗсем: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ урӑх халӑх ҫыннисем.

Пророкла каланипе килӗшӳллӗн Авраам вӑрлӑхӗ урлӑ — Иисус тата 144 000-шӗ урлӑ — «пур халӑх та пиллӗх илӗ» (Плт 22:18; Рм 11:12).

Турӑ Авраам вӑрлӑхӗ пирки мӗн шутласа хунине мӗнле пурнӑҫлани ҫинчен вуланӑ май эпӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗм?