Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Туррӑн курӑнми паха енӗсене эсӗ куратӑн-и?

Туррӑн курӑнми паха енӗсене эсӗ куратӑн-и?

Илемлӗ чечек, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе е кӗрлекен шывсикки ҫине пӑхнӑ чухне эсӗ ҫаксене пурне те тунӑ Турӑ ҫинчен шухӑшлатӑн-и? Иегова тунӑ япаласенчен унӑн курӑнми паха енӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ (Рм 1:20). Ҫутҫанталӑка сӑнаса мӗн курни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрсан эпир Туррӑн вӑйне, юратӑвне, ӑслӑлӑхне, тӗрӗслӗхне тата вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине курма пултарӑпӑр (Пс 103:24).

Иегова тунӑ япаласенчен хӑшӗсене эсӗ кашни кун куратӑн? Хулара та кайӑксене сӑнама тата йывӑҫсемпе киленме пулать. Иегова тунӑ япаласене сӑнасан эпир хамӑр йывӑрлӑхсем пирки сахалрах шутлӑпӑр тата вӗсем ҫине урӑхларах пӑхӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫакӑ пире Иегова пирӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗр тӑрӑшасса ҫирӗп ӗненме пулӑшӗ (Мф 6:25—32). Санӑн ача пур пулсан, ӑна Туррӑн чаплӑ енӗсене курма пулӑш. Иегова тунӑ япаласемшӗн пархатарлӑ пулни унпа ҫывӑхланса пыма пулӑшать (Пс 8:4, 5).

«ТУРӐ ТУНӐ ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ЯПАЛАСЕМ ӐНА МУХТАВА КӐЛАРАҪҪӖ. ҪУТӐ ТАТА ТӖССЕМ» ВИДЕОРОЛИК ПӐХӐР ТА ҪАК ЫЙТУСЕМ ҪИНЕ ХУРАВЛӐР:

  • Мӗне пула эпир тӗссене уйӑрса илме пултаратпӑр?

  • Мӗне пула тӗс йӑлкӑшма пултарать?

  • Мӗншӗн тӳпе тӗрлӗ тӗссемпе сӑрланать?

  • Хӑв пурӑнакан тавралӑхра мӗнле тӗссен килӗшӗвӗ сан кӑмӑла каять?

  • Тавралӑх илемӗпе киленме мӗншӗн вӑхӑт уйӑрмалла?

Иегова ҫутӑпа тӗссене тунинче унӑн мӗнле паха енӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ?