Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ытларикун, 2020 ҫулхи апрелӗн 7-мӗшӗ. Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗ

Ытларикун, 2020 ҫулхи апрелӗн 7-мӗшӗ. Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗ

Кашни ҫул Каҫхи апат уявӗ чухнехи тапхӑрта нумайӑшӗ Иегова Турӑ тата унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫынсене юратнине мӗнле кӑтартни ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ (Ин 3:16; 15:13). Аяларах илсе панӑ таблицӑра Иисуспа Иерусалимра тата ун таврашӗнче хӑй вилес умӗнхи кунӗсенче мӗн-мӗн пулса иртнине кӑтартнӑ. Ҫак таблица сана ҫав событисем ҫинчен тӗрлӗ Евангелире мӗн ҫырнине танлаштарма пулӑшӗ. «Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ» кӗнекен 6-мӗш пайне вуласа вӗсем ҫинчен ытларах пӗлме пулать. Туррӑн тата Христосӑн юратӑвӗ сана мӗн тума хавхалантарать? (1Ин 4:16, 19; 2Кр 5:14, 15.)

ИИСУСӐН ИЕРУСАЛИМРИ ТАТА УН ТАВРАШӖНЧИ СӐВАПЛӐ ӖҪӖН ВӖҪӖ

Вӑхӑт

Вырӑн

Событи

Матфей

Марк

Лука

Иоанн

33 ҫул, нисанӑн 8 (2020, апр. 1—2)

Вифани

Иисус Пасха уявӗ ҫитиччен ултӑ кун маларах килет

 

 

 

11:55—12:1

Нисанӑн 9 (2020, апр. 2—3)

Вифани

Мария Иисуса нард ҫӑвӗпе сӗрет

26:6—13

14:3—9

 

12:2—11

Вифани — Виффаги — Иерусалим

Иерусалима ашак ҫине ларса мухтавлӑн кӗрет

21:1—11, 14—17

11:1—11

19:29—44

12:12—19

Нисанӑн 10 (2020, апр. 3—4)

Вифани — Иерусалим

Смоква йывӑҫне ылханать; храма тепӗр хут тасатать

21:18, 19; 21:12, 13

11:12—17

19:45, 46

 

Иерусалим

Кӗнекеҫӗсемпе аслӑ священниксем Иисуса вӗлерме май шыраҫҫӗ

 

11:18, 19

19:47, 48

 

Иегова калаҫать; Иисус хӑйне вӗлерессине пӗлтерет; Исаия пророкла каланӑ пекех, иудейсем ӗненмеҫҫӗ

 

 

 

12:20—50

Нисанӑн 11 (2020, апр. 4—5)

Вифани — Иерусалим

Хӑрса ларнӑ смоква йывӑҫӗн тӗслӗхӗпе усӑ курса вӗрентет

21:19—22

11:20—25

 

 

Иерусалим, храм

Иисусран сана кам власть панӑ тесе ыйтаҫҫӗ; икӗ ывӑл тӗслӗхне илсе парать

21:23—32

11:27—33

20:1—8

 

Усал пахчаҫӑсемпе туй ӗҫки-ҫики ҫинчен калакан тӗслӗхсем

21:33—22:14

12:1—12

20:9—19

 

Турӑпа кесарь, вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси, чи аслӑ ӳкӗт пирки панӑ ыйтусем ҫине хуравлать

22:15—40

12:13—34

20:20—40

 

Христос — Давид ывӑлӗ-и?

22:41—46

12:35—37

20:41—44

 

Кӗнекеҫӗсемпе фарисейсене хуйхӑ ҫитӗ

23:1—39

12:38—40

20:45—47

 

Иисус тӑлӑх арӑм хӑй ирӗкӗпе укҫа панине асӑрхать

 

12:41—44

21:1—4

 

Елеон тӑвӗ

Хӑй патшара ларнине кӑтартакан паллӑ ҫинчен калать

24:1—51

13:1—37

1:5—38

 

Вунӑ хӗр, талантсем, сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан тӗслӗхсем

25:1—46

 

 

 

Нисанӑн 12 (2020, апр. 5—6)

Иерусалим

Иудейсем ӑна вӗлересшӗн

26:1—5

14:1, 2

22:1, 2

 

Иуда Иисуса тытса пама калаҫса татӑлать

26:14—16

14:10, 11

22:3—6

 

Нисанӑн 13 (2020, апр. 6—7)

Иерусалимпа ун таврашӗ

Юлашки Пасхӑна уявлама хатӗрленеҫҫӗ

26:17—19

14:12—16

22:7—13

 

Нисанӑн 14 (2020, апр. 7—8)

Иерусалим

Апостолӗсемпе пӗрле Пасха апатне ҫиет

26:20, 21

14:17, 18

22:14—18

 

Апостолӗсен урисене ҫуса ярать

 

 

 

13:1—20

Иисус хӑйне Иуда тытса парасси пирки систерет, вара Иуда тухса каять

26:21—25

14:18—21

22:21—23

13:21—30

Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне йӗркелесе ярать (1Кр 11:23—25)

26:26—29

14:22—25

22:19, 20, 24—30

 

Петр тунӗ тесе тата апостолсем сапаланса пӗтӗҫ тесе маларах каласа хурать

26:31—35

14:27—31

22:31—38

13:31—38

Пулӑшакан пама сӑмах парать; чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ пирки калакан тӗслӗх; пӗр-пӗрне юратма хушакан ӳкӗт; апостолӗсемпе пӗрле юлашки хут кӗлтӑвать

 

 

 

14:1—17:26

Гефсимани

Садра хытӑ асапланать; Иисуса сутаҫҫӗ, вара ӑна тытса каяҫҫӗ

26:30, 36—56

14:26, 32—52

22:39—53

18:1—12

Иерусалим

Анна патӗнче допрос тӑваҫҫӗ; Каиафа патӗнче тата Синедрионра суд тӑваҫҫӗ; Петр тунать

26:57—27:1

14:53—15:1

22:54—71

18:13—27

Иуда ҫакӑнса вилме хӑтланать (Ап ӗҫ 1:18, 19)

27:3—10

 

 

 

Пилат патне илсе каяҫҫӗ, унтан — Ирод патне, кайран каллех Пилат патне

27:2, 11—14

15:1—5

23:1—12

18:28—38

Пилат ӑна ирӗке кӑларма тӑрӑшать, анчах иудейсем Вараввӑшӑн ыйтаҫҫӗ; асап юпи ҫине пӑталаса вӗлерме йышӑнаҫҫӗ

27:15—30

15:6—19

23:13—25

18:39—19:16

(Кӑнтӑрла иртсен 3 сехет тӗлнелле)

Голгофа

Асап юпи ҫинче вилет

27:31—56

15:20—41

23:26—49

19:16—30

Иерусалим

Кӗлеткине юпа ҫинчен антарса тупӑклӑха хураҫҫӗ

27:57—61

15:42—47

23:50—56

19:31—42

Нисанӑн 15 (2020, апр. 8—9)

Иерусалим

Священниксемпе фарисейсем тупӑклӑх умне хурал тӑратса чулӗ ҫине пичет пусса хӑвараҫҫӗ

27:62—66

 

 

 

Нисанӑн 16 (2020, апр. 9—10)

Иерусалимпа ун таврашӗ; Эммаус

Иисус чӗрӗлсе тӑрать; вӗренекенӗсене пилӗк хутчен курӑнать

28:1—15

16:1—8

24:1—49

20:1—25

Нисанӑн 16 хыҫҫӑн

Иерусалим; Галилея

Каллех вӗренекенӗсене курӑнать (1Кр 15:5—7; Ап ӗҫ 1:3—8); хушусем парать; вӗренекенсем хатӗрлеме хушать

28:16—20

 

 

20:26—21:25