Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 29, 30

Иаков авланать

Иаков авланать

29:18—28

Иаков ҫемье ҫавӑрсан мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухасса пӗлмен те. Унӑн арӑмӗсем, Рахильпе Лия, пӗр-пӗрне кӗвӗҫсе-ӑмсанса пурӑннӑ (Плт 29:32; 30:1, 8). Ҫав-ҫавах йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иаков хӑйне Иегова пулӑшса тӑнине курнӑ (Плт 30:29, 30, 43). Юлашкинчен вара унӑн йӑхӗнчен Израиль халӑхӗ пулса кайнӑ (Рф 4:11).

Ҫемье ҫавӑракансен йывӑрлӑхсем пулаҫҫех (1Кр 7:28). Анчах та мӑшӑрсем Иеговӑна яланах шансан тата Библири принципсемпе пурнӑҫра усӑ курсан вӗсен ҫемйи ҫирӗп те телейлӗ пулӗ (Ыт 3:5, 6; Эф 5:33).