Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр. Суккӑр ҫынсене ырӑ хыпара мӗнле пӗлтермелле?

Ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстеретпӗр. Суккӑр ҫынсене ырӑ хыпара мӗнле пӗлтермелле?

МӖНШӖН ҪАКӐ ПИТӖ КИРЛӖ? Суккӑр ҫынсем нумайӑшӗ палламан ҫынсенчен хӑракалаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та суккӑр ҫынсене Библи ҫинчен мӗнле пӗлтермеллине пӗлмелле. Иегова суккӑр ҫынсене юратать тата вӗсемшӗн тӑрӑшать (Лв 19:14). Ҫак ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнипе эпир те вӗсене юратнине кӑтартма пултаратпӑр.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Суккӑррисене шырӑр (Мф 10:11). Хӑв паллакан ҫынсенчен сирӗн тӑвансем хушшинче суккӑр ҫынсем пур-и тесе ыйт? Эсӗ пурӑнакан вырӑнта суккӑррисен шкулӗ, ваттисен ҫурчӗ е суккӑррисем валли мӗнле те пулин урӑх учреждени ҫук-и?

  • Ҫынсемпе чӗререн интереслен. Эсӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнине тата чунтан интересленнине кура суккӑр ҫын санпа, тен, калаҫас та тейӗ. Хӑв пурӑнакан вырӑнти ҫынсене интереслентерекен темӑпа калаҫу пуҫлама тӑрӑш.

  • Вӗсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑш. Пирӗн организаци япӑх куракан е суккӑр ҫынсем валли тӗрлӗ форматлӑ публикацисем кӑларать. Сӑваплӑ ӗҫ надзирателӗн япӑх куракан е суккӑр ҫын валли заказ тунӑ бланкра палӑртнӑ публикаци ҫав ҫын валли меллӗ форматпа пулнипе пулманнине тӗрӗслемелле.