Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

ХРИСТИАНСЕН ПУРНӐҪӖ

Эпӗ кама-кама чӗнме пултаратӑп?

Эпӗ кама-кама чӗнме пултаратӑп?

Кашни ҫул эпир хамӑр пурӑнакан вырӑнти ҫынсене Каҫхи апат уявне чӗнес тесе питӗ нумай вӑй хуратпӑр. Хальхи лару-тӑрӑва пула эпир палламан ҫынсене чӗнместпӗр. Анчах хамӑр пӗлекен ҫынсене пирӗн чӗнмелле. Ытларах чухне ҫынсем Каҫхи апат уявне хӑйсем паллакан ҫын чӗнсен килеҫҫӗ (yb08-U 11 c, 3 абз; 14 с, 1 абз). Эсӗ кама-кама чӗнме пултаратӑн?

  • Хурӑнташсене

  • Пӗрле ӗҫлекенсене е пӗрле вӗренекенсене

  • Кӳршӗсене

  • Кам патне эсӗ Библи ҫинчен калаҫма тӑтӑшах кайса килетӗн тата кампа эсӗ Библи вӗренетӗн е малтан вӗреннӗ, ҫавсене

Пухури старейшинӑсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене Каҫхи апат уявне чӗнӗҫ. Хӑв кама-кама чӗнме пултарасси ҫинчен шухӑшласа пӑх та ҫавна мӗнле тумаллине старейшинӑсемпе сӳтсе яв.