Ашшӗ-амӑшӗсем валли
Эсир хӑвӑр ачӑрсене мӗнле чи лайӑх парне пама пултаратӑр? Вӗсене тем те кирлӗ, ҫав шутрах сирӗн юрату та, эсир вӗсене вӗрентни те, хӳтлӗх пани те. Анчах та ашшӗ-амӑшӗ пама пултаракан чи чаплӑ парне вӑл — Иегова ҫинчен калакан пӗлӳ тата унӑн Сӑмахӗнчи, Библири, чӑнлӑх (Иоанн 17:3). Ҫакӑн пек пӗлӳ сирӗн ачӑрсене, мӗн пӗчӗкренех, Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлеме пулӑшӗ (Матфей 21:16).
Ашшӗ-амӑшӗсем нумайӑшӗ асӑрханӑ тӑрӑх, пӗчӗк ачасене пысӑках мар ӗҫсем тума хушни, кӗске хӑнӑхтарусем пани ытларах килӗшет. Ҫавӑнпа та эпир «Библи — чи пӗчӗккисем валли» публикацие сӗнме питӗ хавас. Кашни урока ӑнланмалла уҫса панӑ. Ӳкерчӗксене тата вӗсене ӑнлантарса паракан текстсене виҫӗ ҫулчченхи ачасем валли ятарласа хатӗрленӗ. Кашни урокра интереслӗ хӑнӑхтарусем пур. «Библи — чи пӗчӗккисем валли» — вылямалли тетте мар. Ҫак публикацие сире хӑвӑр ачӑрсемпе пӗрле вулама, ҫапла вара вӗсемпе калаҫма пулӑшас тесе хатӗрленӗ.
Ҫак публикаци сире хӑвӑр ачӑрсене Библири чӑнлӑха «мӗн ачаранах» вӗрентме пулӑшасса шанатпӑр (2 Тимофей 3:14, 15).
Сирӗн тӑвансем,
Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ