Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-мӗш урок

3-мӗш урок

Тусӗ чирлесен Саша Пулӑшас тенӗ ӑна.

Вӑл вара ҫапла шутланӑ:

«Туса кичем пуласран, Ҫыру ҫырӑп ун патне. Вара эпӗ ҫырӑва леҫсе парӑп тусӑма».

Ырӑ пул, вара сана та, ыттисене те лайӑх пулӗ!

ХӐНӐХТАРУСЕМ

Ачана вуласа парӑр:

1 Петр 3:8

Ача ҫаксене кӑтарттӑр:

Пӳрте Сӗтеле Сашӑна

Хӗвеле Кайӑка Йывӑҫа

Ачаран ыйтӑр:

Эпир паллакан ҫынсенчен хӑшӗ халӗ чирлӗ выртнине пӗлетӗн-и?

Эпир санпа ӑна мӗн туса савӑнтарма пултаратпӑр?