Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-мӗш урок

4-мӗш урок

Ҫумӑр ҫӑвать чашласа,

Катя калать макӑрса:

«Мӗншӗн ҫумӑр чарӑнмасть,

Урама тухма памасть?»

Акӑ пӗлӗт хыҫӗнчен

Хӗвел тухрӗ йӑл кулса.

Ҫумӑр ҫума чарӑнчӗ,

Катя питӗ савӑнчӗ!

Катя тухрӗ пахчана. Мӗн тери хитре унта! Ҫак илем ҫине пӑхать, Катя питӗ тӗлӗнет.

Катя ҫапла каларӗ: «Турӑ ҫумӑр ҫутарать. Чечексене ҫумӑрӗ ӳсме питӗ пулӑшать!»

ХӐНӐХТАРУСЕМ

Ачана вуласа парӑр:

Апостолсен ӗҫӗсем 14:17

Ача ҫаксене кӑтарттӑр:

Чӳречене Кайӑка Катьӑна

Йывӑҫа Чечексене

Ача ҫаксене шыраса туптӑр:

Уяра Пӗчӗк самолёта

Ачаран ыйтӑр:

Мӗншӗн Иегова ҫумӑр тунӑ?