Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Наука тата пултарни ҫинчен Библире калани

Наука тата пултарни ҫинчен Библире калани

Нумай ҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, пултарни ҫинчен Библире ҫырса панине наука хирӗҫлет. Чӑннипе вара Библи мар, христиан-фундаменталистсен вӗрентӗвӗсем наукӑна хирӗҫлеҫҫӗ. Христиан-фундаменталистсенчен хӑшӗ-пӗри ҫут ҫанталӑкра мӗн пуррине пурне те, Библире каланӑ тӑрӑх, 10 000 ҫула яхӑн каярах ултӑ кун хушшинче (кашни кун тӑршшӗ 24 сехет) пултарнӑ тесе йӑнӑш ҫирӗплетсе калать.

Анчах та Библире калани ҫак теорипе килӗшсе тӑмасть. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ пулнӑ пулсан вара, иртнӗ ӗмӗрте наука енӗпе тунӑ нумай открыти Библи тӗрӗс мар пулнине кӑтартса панӑ пулӗччӗ. Библие тӗплӗн тӗпчени ҫак кӗнеке пӗтӗмпех наука факчӗсемпе килӗшӳллӗ пулнине кӑтартать. Ҫавӑнпа та Иегова Свидетелӗсем христиан-фундаменталистсемпе креационистсенчен нумайӑшӗ шухӑшланӑ пек шухӑшламаҫҫӗ. Чӑннипе вара пултарни ҫинчен Библире мӗн каланӑ-ха?

Библире Ҫут тӗнчене тата Ҫӗре пурӗ те темиҫе пин ҫул каялла ултӑ кун хушшинче (кашни кун тӑршшӗ 24 сехет) пултарнӑ тесе каламан

«Пуҫламӑшӗ» хӑҫан пулнӑ?

Пултарни кӗнеке ансат, ҫав хушӑрах вӑйлӑ сӑмахсемпе пуҫланать: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (Пултарни 1:1). Библие тӗпчекенсем ҫак сӑвӑ йӗркинче сӑмах пултару «кунӗсенчи» ӗҫсем пирки пыманнипе килӗшеҫҫӗ, ҫав ӗҫсем пирки ҫырса пани 3-мӗш сӑвӑ йӗркинчен пуҫланать. Ҫакӑ питӗ кирлӗ пӗтӗмлетӳ тума парать. Библири ҫак пӗрремӗш сӑмахсем тӑрӑх, пултару «кунӗсем» пуҫланичченех пӗтӗм Ҫут тӗнче, ҫав шутра пирӗн планета та, темӗн чухлӗ вӑхӑт хушши пулнӑ.

Геологсем ҫӗр 4 миллиард ҫул хушши тӑрать тесе ҫирӗплетсе калаҫҫӗ, Ҫут тӗнче вара, астрономсем шутланӑ тӑрӑх,— 15 миллиард ҫул. Ҫак наука кӑтартӑвӗсем — пуласлӑхра вӗсем, тен, тата та тӗрӗсрех пулӗҫ — Пултарни 1:1-мӗшӗнче каланине хирӗҫлеҫҫӗ-и вара? Паллах, ҫук. Библире «тӳпепе ҫӗре» пултарнӑранпа миҫе ҫул иртнине палӑртман. Ҫавӑнпа та наука ҫак сӑвӑ йӗркинче каланине хирӗҫлемест.

Пултару «кунӗсем» мӗн вӑхӑта тӑсӑлнӑ?

Пултару «кунӗсем» мӗн вӑхӑта пынӑ-ши? Вӗсенчен кашни 24 сехете тӑсӑлнӑ-ши? Пултарни кӗнекене ҫырнӑ Моисей, каярахпа ҫак ултӑ пултару кунӗ хыҫҫӑнхи куна никӗс вырӑнне хурса, кашни эрнери ҫиччӗмӗш куна канӑҫлӑх шӑматкунӗ тӑвать. Ҫавӑнпа та хӑшӗ-пӗрисем кашни пултару кунӗ 24 сехете тӑсӑлмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ (Тухни 20:11). Анчах та ҫакӑ пултарни ҫинчен Пултарни кӗнекере мӗнле ҫырса кӑтартнипе килӗшӳллӗ-и?

Ҫук, паллах. «Кун» тесе куҫарнӑ авалхи еврей сӑмахӗ 24 сехет хушши пыракан вӑхӑта кӑна мар, тӗрлӗ вӑхӑта пӗлтерме пултарать. Сӑмахран, Турӑ пултарнӑ ӗҫсене пӗтӗмлетсе Моисей пур пултару кунӗ пирки пӗр кун тесе каланӑ (Пултарни 2:4, ҪТ). Унсӑр пуҫне, пӗрремӗш пултару кунӗнче «Турӑ ҫутта — кун, тӗттӗме каҫ тенӗ» (Пултарни 1:5). Ҫак сӑвӑ йӗркинче «кун» тесе 24 сехете пыракан вӑхӑтӑн пайӗ пирки кӑна каланӑ. Ҫавӑнпа та пултару «кунӗсем» чӑннипех те 24 сехете пынӑ тесе ҫирӗплетсе калама Библи сӑлтав памасть.

Чӑннипе вара ҫак «кунсем» мӗн вӑхӑта пынӑ-ши? Библире ҫакӑн пирки каламан. Анчах та Пултарни кӗнекери 1-мӗш тата 2-мӗш сыпӑксенчен сӑмах питӗ вӑраха тӑсӑлакан тапхӑрсем пирки пыни курӑнать.

Ултӑ пултару тапхӑрӗ

Пултарни кӗнекене Моисей авалхи еврей чӗлхипе ҫырнӑ тата ҫӗр ҫинчен сӑнаса тӑракан пек. Ҫакӑ тата Ҫут тӗнче ултӑ пултару тапхӑрӗ е «кунӗ» пуҫланичченех пулни Библире пултарни ҫинчен каланипе ҫыхӑннӑ пӗр-пӗрне хирӗҫлекен шухӑшсене сахаллатать. Мӗншӗн ҫакӑн пек ҫирӗплетсе калама пулать?

Пӗр «кунра» пуҫланнӑ ӗҫсем ытти «кунсенче» те, пӗр е темиҫе «кун» хушши, тӑсӑлнӑ

Пултарни кӗнекери малтанхи икӗ сыпӑка тӗплӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пӗр «кунра» пуҫланнӑ ӗҫсем ытти «кунсенче» те пыни курӑнать. Сӑмахран, пӗрремӗш пултару «кунӗ» пуҫланичченех хӗвел пулнӑ, анчах та пӗлӗтсем ҫӑра пулнӑран пулӗ, унӑн ҫути Ҫӗр ҫине ҫитеймен (Иов 38:9). Пӗрремӗш «кун» хушшинче ҫак чӑрмав хӑй витӗр ҫутӑ яма пуҫланӑ, сапаланчӑк ҫутта атмосфера витӗр ҫӗр ҫине ҫитме панӑ a.

Иккӗмӗш «кунӗнче» атмосфера, паллах, малалла та тасалса пынӑ, ҫапла майпа пӗлӗтсен ҫӑра сийӗпе океансем хушшинче пушӑ вырӑн пулса тӑнӑ. Тӑваттӑмӗш «кунӗнче» атмосфера витӗр курӑнакан пулнӑ, вара пӗлӗтре хӗвел тата уйӑх курӑнма пуҫланӑ (Пултарни 1:14—16). Урӑхла каласан, хӗвеле тата уйӑха ҫӗр ҫинчен курма пулнӑ. Ҫакӑ пурте майӗпен пулса пынӑ.

Пултарни кӗнекере пиллӗкмӗш «кунӗнче», атмосфера тасалса пынӑҫемӗн, вӗҫекен чӗр чунсем, ҫав шутра хурт-кӑпшанкӑ, ҫурхах ҫунатлӑ чӗр чунсем, курӑнма пуҫлани ҫинчен те каланӑ.

Ҫак тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫсем кашни уйрӑм пултару «кунӗнче» е тапхӑрта пулса пыни ҫинчен Библире ҫырса пани ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума парать — ҫак ӗҫсем сасартӑк мар, майӗпен пулса пынӑ тата, тен, кайранхи «кунсенче» те тӑсӑлнӑ b.

«Хӑй йышши» тата «ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе»

Ӳсен-тӑрансемпе чӗр чунсем майӗпен пулса кайни Турӑ тӗрлӗ чӗрӗ организмсене пултарма эволюципе усӑ курнине кӑтартать-ши? Паллах, ҫук. Библире уҫҫӑн каланӑ — Турӑ ҫӗр ҫинче ӳсен-тӑрансемпе чӗр чунсен пӗтӗм тӗп «йышӗсемпе» «ӑрӑвӗсене» пултарнӑ (Пултарни 1:11, 12, 20—25). Кашни ҫакӑн пек «ӑрӑва» тата «йыша» улшӑнса тӑракан условисенче пурӑнма пултармалла малтанах тунӑ-и? Кашни «ӑрӑвӑн» тата «йышӑн» чиккине мӗнле пӗлмелле? Ҫак ыйтусем ҫине Библи хурав памасть, анчах та ҫак кӗнекере чӗрӗ пултарнисене «ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе» тунӑ тесе ҫырнӑ (Пултарни 1:21). Ҫакӑ, чӗр чунсем тата ӳсен-тӑрансем пӗчӗк улшӑнусене пула тӗрлӗрен пулаҫҫӗ пулин те, хӑйсен «ӑрӑвӗн» тата «йышӗн» чиккинчен тухманнине пӗлтерет. Палеонтологи летопиҫӗ те, хальхи вӑхӑтра наука тӗпчесе пӗлнисем те ӳсен-тӑрансен тата чӗр чунсен тӗп ушкӑнӗсем вӑхӑт нумай иртнӗ хыҫҫӑн та сахал улшӑннине кӑтартса параҫҫӗ.

Хальхи вӑхӑтра тунӑ тӗпчевсем пур чӗрӗ пултарнине те «хӑй йышши» е «ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе» пултарнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ

Пултарни кӗнекере пӗлтернисем фундаментализм майлисен шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Библире Ҫут тӗнчене, ҫав шутра пирӗн планетӑна та, мӗн пур чӗрӗ организмсемпе пӗрле, кӗске вӑхӑт хушшинче, хальхи вӑхӑтри геологи тапхӑрӗнче пултарнӑ тесе каламан. Ҫут тӗнчене пултарни тата Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнле пулса кайни ҫинчен Пултарни кӗнекере ҫырса пани хальхи вӑхӑтра наука тӗпчесе пӗлнисемпе пӗтӗмпех килӗшсе тӑрать.

Хӑйсен е ытти ученӑйсен шухӑшӗсене тӗрӗс тесе шутланӑран ученӑйсенчен нумайӑшӗ Библире пурне те Турӑ пултарнӑ тенипе килӗшмест. Анчах та ҫакна палӑртмалла: Моисей ҫырнӑ Пултарни кӗнекере Ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗ пулнӑ тесе тата пур чӗрӗ организмсене те майӗпен, тапхӑрӑн-тапхӑрӑн, нумай вӑхӑт хушшинче пултарнӑ тесе каланӑ. 3 500 ҫул каярах пурӑннӑ Моисей наукӑри ҫак тӗрӗс информацие ӑҫтан илнӗ? Фактсене ҫыхӑнтарсан пӗр пӗтӗмлетӳ кӑна тума пулать: ҫак информаци ҫӗрпе пӗлӗте хӑйӗн вӑйӗпе тата ӑслӑлӑхӗпе Пултараканран тухнӑ. Ҫакӑ Библие «Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнине» тата та ытларах ҫирӗплетсе парать (2 Тимофей 3:16).

Библире пултарни ҫинчен пӗлтернине эсир, тен, шанма кирлех-ши тесе шухӑшлатӑр? Темиҫе ыйту пӑхса тухӑпӑр, вӗсен хуравӗсем ҫакӑ мӗншӗн кирлине кӑтартаҫҫӗ.

a Пӗрремӗш пултару «кунӗ» ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ чухне ’ор сӑмахпа, авалхи еврей сӑмахӗпе, усӑ курнӑ. Вӑл «ҫутӑ» тенине пӗлтерет тата унӑн пӗлтерӗшӗ ҫутӑ сӑмахӑн яланхи пӗлтерӗшӗ пекех. Анчах та тӑваттӑмӗш «кун» пирки ҫырса панӑ чухне ма·’о́р сӑмахпа, авалхи еврей сӑмахӗпе, усӑ курнӑ, вӑл «ҫутӑ ҫӑлкуҫӗ» тенине пӗлтерет.

b Сӑмахран, улттӑмӗш пултару кунӗнче Турӑ ҫынсене хушнӑ: «...йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр» (Пултарни 1:28, 31). Анчах та ҫакӑ тепӗр «кунхине» кӑна пулса иртнӗ (Пултарни 2:2).