Эволюци мифсем тата фактсем
«Хӗвел ӑшӑ парса тӑни факт пулнӑ пекех, эволюци те — ҫирӗп факт»,— ҫирӗплетсе калать Ричард Докинс биологи профессорӗ, паллӑ эволюционист16. Хӗвел ҫав тери вӗри пулнине экспериментсем тата сӑнавсем туса ҫирӗплетсе панӑ. Анчах та ҫакӑн пек майсемпе эволюци теорине ҫирӗплетсе пама пулать-ши?
Ҫак ыйту ҫине хурав илес умӗн малтан хӑш-пӗр япаласене пӗлни кирлӗ. Нумай ученӑй асӑрханӑ тӑрӑх, вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗрӗ организмсен ӑрӑвӗнче пӗчӗк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ. Сӑмахран, ҫынсем йытӑсене суйласа илеҫҫӗ те вӗсене пӗтӗҫтереҫҫӗ, юлашкинчен вара малтанхи ӑрӑвӗсенчен кӗскерех ураллӑ е вӑрӑмрах ҫӑмлӑ йытӑ ҫурисем пулаҫҫӗ a. Ҫакӑн пек пысӑках мар улшӑнусене хӑш-пӗр ученӑйсем «микроэволюци» теҫҫӗ.
Анчах та эволюционистсем ҫирӗплетсе каланӑ тӑрӑх, ҫак пӗчӗк улшӑнусем миллиард-миллиард ҫул хушшинче майӗпен пухӑнса пынӑ та вара пулӑсенчен ҫӗрте-шывра пурӑнакан чӗр чунсем, упӑтесенчен ҫынсем пулса кайма кирлӗ пысӑк улшӑнусем пула пуҫланӑ. Ҫак пулма пултарнӑ улшӑнусене «макроэволюци» теҫҫӗ.
Сӑмахран, Чарлз Дарвин эпир сӑнама пултаракан пысӑках мар улшӑнусем ҫавӑн пекех никам та сӑнаман пысӑк улшӑнусем пулма пултарнине пӗлтереҫҫӗ тесе шутланӑ17. Унӑн шухӑшӗпе, питӗ нумай вӑхӑт хушшинче чи пирвайхи ансат чӗрӗ организмсенчен, питӗ пӗчӗк улшӑнусем пулса иртнине пула, ҫӗр ҫинче майӗпен миллионӗ-миллионӗпе тӗрлӗ чӗрӗ организм пулса кайнӑ18.
Нумайӑшне ҫакӑн пек ӑнлантарса пани ӗнентерӳллӗ курӑнать. Вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, уйрӑм тӗс ӑшӗнче пысӑках мар улшӑнусем пулаҫҫӗ пулсан, нумай вӑхӑт иртнӗҫемӗн эволюцие пула пысӑк улшӑнусем пулма пултараймаҫҫӗ-и-мӗн вара? b Чӑннипе вара, эволюци теорийӗ виҫӗ миф ҫинче тытӑнса тӑрать. Вӗсенчен кашнине пӑхса тухар.
1-мӗш миф. Мутацисем ҫӗнӗ тӗссене тума тӗп материал параҫҫӗ. Мутацисем, е ӑнсӑртран пулнӑ улшӑнусем, ҫӗнӗ тӗссене кӑна мар, ӳсен-тӑрансемпе чӗр чунсен ҫӗнӗ йышӗсене те пулса кайма параҫҫӗ тесе ҫирӗплетни макроэволюци теорийӗн никӗсӗ шутланать19.
Фактсем. Ӳсен-тӑрансен тата чӗр чунсен нумай уйрӑмлӑхӗ ген кодӗнчи информацирен килет, ҫак код — клеткӑн ядри ӑшӗнчи хӑйне евӗрлӗ план c. Ученӑйсем асӑрханӑ тӑрӑх, мутацисем ӳсен-тӑрансен тата чӗр чунсен пулас ӑрӑвӗсенче те улшӑнусем тума пултараҫҫӗ. Анчах та мутацисем ҫӗп-ҫӗнӗ тӗссене пулма параҫҫӗ-ши? Генетика енӗпе 100 ҫула яхӑн пынӑ тӗпчевсем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?
1930-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче ученӑйсем ҫак шухӑша — хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлану вӑхӑтӗнче, улшӑнса тӑракан условисене хӑнӑхма пултарнӑ организмсем чӗрӗ юлса ӗрченӗ вӑхӑтра, ӑнсӑртран пулакан мутацисене пула ӳсен-тӑрансен ҫӗнӗ тӗсӗсем пулса каяҫҫӗ тенине — хавхалансах йышӑннӑ. Апла пулсан, вӗсем шутланӑ тӑрӑх, мутацисене ҫын суйласа тунӑ чухне ҫӗнӗ тӗссем кӑларасси тата та ӑнӑҫлӑрах пулса иртмелле. «Биологсенчен, генетиксенчен, уйрӑмах вара селекционерсенчен нумайӑшӗ калама ҫук савӑннӑ» тесе каланӑ Вольф-Эккехард Лённиг ученӑй, Германири Макс Планк ячӗллӗ Ӳсен-тӑрансен селекци институтӗнче ӗҫлекен d. Мӗншӗн? Лённиг, ӳсен-тӑрансен мутаци генетикине 30 ҫула яхӑн тӗпченӗскер, ӑнлантарать: «Ҫак ученӑйсем ӳсен-тӑрансене тата чӗр чунсене селекци тума ялан усӑ курнӑ меслетсене тӗпрен улӑштарма вӑхӑт ҫитрӗ тесе йышӑну тунӑ. Малтан мутацисене ятарласа тусассӑн, ун хыҫҫӑн вара ӑнӑҫлисене суйласа илсессӗн, ӳсен-тӑрансен тата чӗр чунсен ҫӗнӗ, лайӑхлатнӑ тӗсӗсене туса кӑларма пулать тесе шухӑшланӑ вӗсем»20. Чӑннипе каласан, вӗсем ҫӗп-ҫӗнӗ тӗссем туса кӑларма ӗмӗтленнӗ.
Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Азири, Европӑри ученӑйсем хакла ларакан тӗпчев ӗҫӗсене пуҫланӑ, вӗсем усӑ куракан меслетсене пула эволюци хӑвӑртрах пулса иртмелле пек курӑннӑ. Ҫак тӗпчевсене 40 ҫул ытла ирттернӗ. Вӗсем мӗн кӑтартса панӑ-ха? Акӑ мӗн калать Петер фон-Зенгбуш ученӑй: «Укҫа-тенкӗ нумай тӑкакланнӑ пулин те, пысӑк тухӑҫлӑ чӗр чунсен ӑрачӗсемпе ӳсен-тӑрансен сорчӗсене кӑларас тесе радиаци меслечӗпе селекци туса пӑхни усӑсӑр пулнӑ»21. Лённиг вара каланӑ: «1980 ҫулсем патнелле савӑнса хӗпӗртеме пӑрахнӑ тата ученӑйсен ӗмӗчӗсем татӑлнӑ. Хӗвел анӑҫӗнче ӳсен-тӑрансен сорчӗсене, чӗр чунсен ӑрачӗсене мутаци туса лайӑхлатас е ҫӗннине кӑларас (селекци) енпе пачах ӗҫлеме пӑрахнӑ. Пур чухне те тенӗ пекех... мутант[сем]... вилнӗ, е хӑйӗн пирвайхи тӗп тӗсӗнчен вӑйсӑртарах пулнӑ» e.
Мутацисене 100 ҫула яхӑн тишкернин тата мутацисене селекци туса 70 ҫула яхӑн тӗпченин кӑтартӑвӗсем ученӑйсене мутацисем ҫӗнӗ тӗссене пулма парасси пирки пӗтӗмлетӳ тума май панӑ. Фактсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Лённиг ҫакӑн пек пӗтӗмлетет: «Мутацисем [ӳсен-тӑранӑн е чӗр чунӑн] малтанхи тӗсӗнчен ҫӗп-ҫӗнӗ тӗс тумаҫҫӗ. Ҫакна XX ӗмӗрте тунӑ пур эксперимент та, мутацисене тӗпчесе пӗлнисем те, ҫавӑн пекех пулма пултараслӑх (вероятность) законӗ ҫирӗплетсе параҫҫӗ».
Эппин, мутацисем туса пӗр тӗсрен пачах урӑх тӗс кӑларма пулать-ши? Паллах, ҫук! Фактсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Лённиг пӗтӗмлетсе калать: «Пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан тӗссен хӑйсен чиккисем пур, ӑнсӑртран пулакан мутаци ҫав чикӗсене пула тӗссене улӑштарма пултараймасть»22.
Халӗ шухӑшласа пӑхӑр: специалистсем искусственнӑй майпа мутацисем туса тата ӑнӑҫлӑраххисене суйласа илнипе ҫӗнӗ тӗссем кӑларма пултарайман пулсассӑн, ҫакна никам ертсе пыман вӑй тума пултарнӑ-ши? Тата мутацисем, тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, малтанхи тӗсрен ҫӗп-ҫӗнӗ тӗс тумаҫҫӗ пулсан, мӗнле майпа макроэволюци пулса иртнӗ?
2-мӗш миф. Хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлану ҫӗнӗ тӗссене пулма парать. Дарвин шутланӑ тӑрӑх, хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлану тапхӑрӗнче (ятне Дарвин панӑ) вӑйлӑраххисем пурӑнма юлаҫҫӗ, вӑйсӑррисем вара вилсе пӗтеҫҫӗ. Паян эволюционистсем уйрӑм тӗссем ӗрчеме тата ыттисенчен уйрӑммӑн пурӑнма пуҫланӑ май ген мутацийӗсене пула ҫӗнӗ условисенче пурӑнма юрӑхлӑ уйрӑмлӑхсем хӑш организмсен аталаннӑ, ҫавсем ҫак суйлану вӑхӑтӗнче чӗрӗ юлнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Эволюционистсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак уйрӑммӑн пурӑнакан ушкӑнсенчен майӗпен ҫӗп-ҫӗнӗ тӗссем пулса кайнӑ.
Фактсем. Анчах та, маларах каланӑччӗ ӗнтӗ, мутацисем ӳсен-тӑрансемпе чӗр чунсен ҫӗп-ҫӗнӗ тӗсӗсене пулма паманнине тӗпчевсем уҫҫӑн кӑтартса панӑ. Хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлану вӑхӑтӗнче ӑнӑҫлӑ мутацисенчен ҫӗнӗ тӗссем пулса кайнине ӗнентерес тесе эволюционистсем мӗнле ҫирӗплетӳсемпе усӑ кураҫҫӗ-ха? «Галапагос утравӗ ҫинче Дарвин сӑнанӑ йӳрӗксен (вьюрок) 13 тӗсӗпе. Вӗсене хальхи вӑхӑтра Дарвинӑн йӳрӗкӗсем теҫҫӗ» тесе ӑнлантарнӑ АПШри Наци наукисен академийӗ 1999-мӗш ҫулта кӑларнӑ брошюрӑра23.
1970-мӗш ҫулсенче Принстон университетӗнчи Питерпа Розмари Грант ертсе пынӑ ученӑйсен ушкӑнӗ, ҫак йӳрӗксене тӗпченӗ май, ҫанталӑк пӗр ҫулталӑк хушши типӗ тӑнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк сӑмсаллӑ кайӑксен шучӗ сахалланнине, пысӑкрах сӑмсаллисем вара ҫӗнӗ условисенче пурӑнма пултарнине асӑрханӑ. Сӑмса форми тата пысӑкӑшӗ — йӳрӗкӗн 13 тӗсне пӗр-пӗринчен уйӑрса илме пулӑшакан тӗп паллӑ пулнӑран, ҫакна питӗ кирлӗ открыти тесе шутланӑ. Ҫав брошюрӑрах малалла ҫырнӑ: «Питерпа Розмари шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, утрав ҫинче типӗ ҫанталӑк вунӑ ҫул хушшинче пӗр хут пулсассӑн, йӳрӗксен ҫӗнӗ тӗсӗ тепӗр 200 ҫултан кӑна пулнӑ пулӗччӗ»24.
Ҫапах та типӗ ҫанталӑк иртсе кайнӑ хыҫҫӑн ытти ҫулсенче пӗчӗк сӑмсаллӑ кайӑксен тӗсӗ ытларах пулнине брошюрӑра палӑртман. Ученӑйсем асӑрханӑ тӑрӑх, утрав ҫинче хӑш йӳрӗксем, пысӑк е пӗчӗк сӑмсаллисем, ытларах пулни ҫанталӑк нумай вӑхӑт хушши мӗнле пулнинчен килнӗ. Ҫавӑн пекех йӳрӗксен уйрӑм тӗсӗ шутланакан хӑш-пӗр тӗссем хӑйсем хушшинче пӗтӗҫленнине, вара хӑйсенчен те ҫирӗпрех ӑрӑва пуҫласа янине асӑрханӑ. Ученӑйсем ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: тӗссем хӑйсем хушшинче пӗтӗҫленсе пынӑ пулсассӑн, икӗ «тӗсрен» пӗр тӗс пулнӑ пулӗччӗ25.
Апла пулсан, хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлану вӑхӑтӗнче ҫӗп-ҫӗнӗ тӗссем пулаҫҫӗ-и? Вуншар ҫул каярах Джордж Кристофер Уильямс эволюционист-биолог суйлану вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ тӗссем пулса каясси пирки иккӗлентерме пуҫланӑ26. 1999 ҫулта Джеффри Шварц эволюционист ҫырнӑ тӑрӑх, хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлану тӗссене, тен, тавралӑхри условисем улшӑнса тӑнине хӑнӑхма пулӑшать, анчах та нимӗнле ҫӗнӗ тӗс те пултармасть27.
Чӑнах та, Дарвинӑн йӳрӗкӗсенчен «нимӗн ҫӗнни те» пулса кайман. Вӗсем ҫав-ҫавах йӳрӗксем пулса юлнӑ. Ҫав факт вара — тӗрлӗ тӗссем пӗтӗҫленсе пыни — хӑш-пӗр эволюционистсем тӗссене уйӑрса илме усӑ куракан принципсем тӗрӗс пулни пирки иккӗлентерет. Унсӑр пуҫне, йӳрӗксен тӗслӗхӗ ятлӑ-сумлӑ наука академийӗсен те малтанах тӗрӗс мар шутласа хурасси пуррине кӑтартать.
3-мӗш миф. Палеонтологи летопиҫӗ макроэволюци улшӑнӑвӗсем ҫинчен
пӗлтерет. Ученӑйсем ҫӗр айӗнче тупнӑ авалхи чӗр чун е ӳсен-тӑран юлашкийӗсем макроэволюци чӑннипе пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшать вулакансене ҫӳлерех асӑннӑ, АПШри Наци наукисен академийӗ пичетлесе кӑларнӑ брошюра. Унта ҫапла ҫырнӑ: «Пулӑсемпе ҫӗрти-шыври чӗр чунсем хушшинче, ҫӗрти-шыври чӗр чунсемпе ҫӗлен-калтасем хушшинче, ҫӗлен-калтасемпе сӗтпе ӳстерекенсем хушшинче, ҫавӑн пекех упӑтесемпе этем хушшинче нумай чӗрӗ организм тупнӑран, хӑш тапхӑрта пӗр тӗсрен тепӗр тӗс пулса кайнине тӗрӗс палӑртма час-часах ҫӑмӑл мар»28.Фактсем. АПШри Наци наукисен академийӗ пичетлесе кӑларнӑ брошюрӑра ҫакӑн пек ҫирӗплетсе калани чылай ыйту кӑларса тӑратать. Мӗншӗн? Эволюцие ҫирӗп ӗненекен Найлс Элдридж каланӑ тӑрӑх, палеонтологи летопиҫӗ улшӑнусем майӗпен пухӑнса пынине мар, питӗ нумай вӑхӑт иртсен те «чылай тӗссенче эволюци улшӑнӑвӗсем пачах та пулманнине» ҫирӗплетсе парать f29.
Палеонтологи летопиҫӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, чӗр чунсен пур тӗп ушкӑнӗ те сасартӑк пулса кайнӑ тата вӗсенче нимӗнле улшӑну та пулса иртменпе пӗрех
Паянхи кун тӗлне ученӑйсем 200 миллиона яхӑн шултра тата миллиарчӗ-миллиарчӗпе вӗтӗ авалхи чӗр чун е ӳсен-тӑран юлашкийӗсене тупнӑ та каталога кӗртнӗ. Нумай тӗпчевҫӗ каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек тӗплӗ летопись чӗр чунсен тӗп ушкӑнӗсем сасартӑк пулса кайнине тата вӗсем нимӗн чухлӗ те улшӑнманнине, нумай тӗс вара мӗнле сасартӑк пулса кайнӑ, ҫавӑн пекех сасартӑк ҫухалнине кӑтартса парать.
Эволюци теорийӗ фактсем ҫинче никӗсленнӗ-и?
Чылай паллӑ эволюционист мӗншӗн-ха халӗ те макроэволюци пирки ҫирӗплетсе панӑ факт тесе калать? «Яланах материализм теорийӗ майлӑ пулнӑран» g кӑна ученӑйсенчен нумайӑшӗ наука тӗрӗс мар ҫирӗплетсе каласассӑн та вӗсене йышӑнма хатӗр тесе ҫырать Ричард Левонтин, паллӑ эволюционист. Чылайӑшӗ пурнӑҫа ӑс-тӑнпа Пултарни пирки шухӑшласшӑн та мар, мӗншӗн тесен вӗсем «Турӑ пуррине йышӑнма пултараймаҫҫӗ» тесе калать Левонтин30.
Ҫак тӗлӗшрен «Сайентифик америкэн» журналта Родни Старк социолог сӑмахӗсене илсе панӑ. Вӑл каланӑ: «Ученӑй пулас тесен тӗн вӗрентӗвӗсемпе тӑн-пуҫа варалама кирлӗ мар тесе пире 200 ҫул хушши ӗнентерме тӑрӑшнӑ». Вӑл ҫавӑн пекех тӗпчев институчӗсенче «Турра ӗненекен ученӑйсем ытлашши калаҫма тӑрӑшмаҫҫӗ» тесе палӑртнӑ31.
Макроэволюци теорине эсир факт тесе йышӑнатӑр пулсан, сирӗн вара ученӑй-агностиксемпе атеистсем хӑйсен шухӑшӗсене наука ҫирӗплетӗвӗсемпе хутӑштармаҫҫӗ тенине ӗненмелле. Ҫавӑн пекех сирӗн, мутацисене ҫӗр ҫул хушши тӗпченӗ хыҫҫӑн пӗр уйрӑм тӗсрен те вӗр-ҫӗнӗ тӗс пулса кайманнине ҫирӗплетсе панӑ пулин те, хӑй тӗллӗн пулса пыракан суйлану тата мутацисем пулнӑран кӑткӑс чӗрӗ организмсем пулса кайнине ӗненмелле. Палеонтологи летопиҫӗ ӳсен-тӑрансемпе чӗр чунсен тӗп тӗсӗсем сасартӑк пулса кайнине тата миллиард-миллиард ҫул хушшинче вӗсенчен ҫӗнӗ тӗссем пулса кайманнине ҫирӗплетсе парать пулин те, сирӗн пур чӗрӗ организмсем те майӗпен пӗр организмран пулса кайнине ӗненмелле. Сирӗн шутпа, ҫакӑн пек ӗненни фактсем ҫинче никӗсленнӗ-ши? Е вӗсене пурне те шухӑшласа кӑларнӑ? Тӗрӗссипе вара, эволюци теорийӗ фактсем ҫинче никӗсленмен.
a Йытӑ ӗрчетекенсем тума пултарнӑ улшӑнусем час-часах генсем тӗрӗс мар ӗҫленипе ҫыхӑннӑ. Сӑмахран, такса ҫӳллӗшпе пӗчӗк, е карлик,— мӗншӗн тесен унӑн кӑмӑрчакӗ (хрящӗ) тӗрӗс мар аталаннӑ.
b Ҫак сыпӑкра час-часах «тӗс» сӑмахпа усӑ курнӑран, Библире ҫак термин пачах та тӗл пулманнине палӑртмалла. Унта анлӑрах пӗлтерӗшлӗ терминсемпе — «ӑру» тата «хӑй йышши» сӑмахсемпе — усӑ курнӑ. Пӗр «ӑру» ӑшӗнче пулса иртекен улшӑнусем пирки ученӑйсем час-часах ҫӗнӗ тӗс эволюцийӗ тесе калаҫҫӗ: «ӑру» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ Библире усӑ курнӑ сӑмахсенни пекех.
c Тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ организмсем пулса каясси цитоплазмӑран, мембранӑсенчен тата клеткӑн ытти пайӗсенчен те килет.
d Лённиг пурнӑҫа пултарнӑ тесе шутлать. Ку унӑн хӑйӗн шухӑшӗ, ӑна вӑл Ӳсен-тӑрансен селекци институчӗ (Макс Планк институчӗ) ячӗпе каламасть.
e Мутацисене экспериментсем туни ҫӗнӗ улшӑнусен шучӗ пӗр вӗҫӗмсӗр чакса пынине, ҫав хушӑрах пӗрпекрех паллӑсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пулнине пӗрре ҫеҫ мар кӑтартса панӑ. Унсӑр пуҫне, тӗпчевсене малалла ирттерме пӗр процентран та сахалтарах мутант-ӳсен-тӑрансене суйласа илнӗ, ҫак ушкӑнра вара суту-илӳ валли юрӑхлӑ ӳсен-тӑрансем те пӗр процентран сахалрах пулнӑ. Ӳсен-тӑрансен пӗр ҫӗнӗ тӗсне те туса кӑларайманни уҫҫӑн курӑнать. Мутацисем туса чӗр чунсен ӑратне лайӑхлатма е ҫӗннине кӑларма тӑрӑшни тата та япӑхрах вӗҫленнӗ, юлашкинчен вара ҫак меслетпе усӑ курма пӑрахнӑ.
f Ученӑйсем эволюци пулнине ҫирӗплетсе пама усӑ куракан палеонтологи кӑтартӑвӗсем нумай мар пулин те тавлашуллӑ ыйтусем кӑларса тӑратаҫҫӗ. Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» ятлӑ брошюрӑри 22—29-мӗш страницӑсене пӑх.
g Ҫак абзацра усӑ курнӑ «материализм» сӑмах Ҫут тӗнче, ҫав шутра пур чӗрӗ организм та, тӗлӗнмелле вӑй хутшӑнмасӑрах пулса кайнӑ текен теорипе ҫыхӑнса тӑрать.