5-МӖШ СЫПӐК
Тӳлесе илме панӑ парне — Турӑ панӑ чи хаклӑ парне
1, 2. а) Мӗнле парне пирки эсир чи хаклӑ парне тенӗ пулӑттӑр? ӑ) Мӗншӗн тӳлесе илме панӑ парне пирки Турӑ панӑ чи хаклӑ парне теме пулать?
МӖНЛЕ парне пирки эсир чи хаклӑ парне тенӗ пулӑттӑр? Тен, хӑвӑра савӑнӑҫ панӑ тата хӑвӑра чӑннипех кирлӗ пулнӑ парне тенӗ пулӑттӑр. Ҫав парне хакӗпе йӳнӗ те пулма пултарнӑ.
2 Турӑ пире нумай парне панӑ. Вӗсенчен пӗри вара пире ыттисенчен пуринчен те ытларах кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑ вӑл — Турӑ этемлӗхе парнеленӗ чи хаклӑ парне. Ҫак сыпӑкран эпир Иегова ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма май парас тесе хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, ҫӗр ҫине янине пӗлӗпӗр. (Матфей 20:28 вуласа парӑр.) Ҫакна Иегова пире питӗ хытӑ юратнӑран тунӑ.
МӖН ВӐЛ ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ?
3. Мӗншӗн ҫынсем вилеҫҫӗ?
3 Тӳлесе илни вӑл — Иегова ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен ҫӑлас тесе тӳленӗ хак (Эфес 1:7). Пире мӗншӗн тӳлесе илме кирлине ӑнланас тесен пирӗн пин-пин ҫул каялла Эдем пахчинче мӗн пулса иртнине пӗлмелле. Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ, Адампа Ева, ҫылӑха кӗнӗ. Ҫавӑншӑн вӗсем вилнӗ. Эпир те вилетпӗр, мӗншӗн тесен Адампа Евӑран пирӗн ҫине ҫылӑх куҫнӑ. (9-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
4. Библирен эпир Адам ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?
4 Иегова пӗрремӗш ҫынна, Адама, пӗр ҫитменлӗхсӗр Лука 3:38). Иегова унпа час-часах калаҫнӑ. Адам хӑйӗнчен Турӑ мӗн кӗтнине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Иегова Адама кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫ тума хушнӑ (Пултарни 1:28—30; 2:16, 17).
тунӑ. Унӑн ӑсӗ-тӑнӗ те, кӗлетки те пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ. Вӑл нихӑҫан та чирлемен, ватӑлман тата вилмен пулӗччӗ. Иегова Адама тунӑ, ҫавӑнпа Вӑл унӑн ашшӗ пулнӑ (5. Адама «Турӑ евӗрлӗ» тунӑ тенине мӗнле ӑнланмалла?
5 Адама «Турӑ евӗрлӗ» тунӑ (Пултарни 1:27). Иегова ун ӑшне хӑйӗн лайӑх енӗсене, калӑпӑр, юратӑвне, ӑслӑлӑхне, тӗрӗслӗхне тата вӑйне кӗртсе хунӑ. Турӑ ӑна робот пек туман. Вӑл Адама суйласа илме ирӗк панӑ — Адам хӑех е тӗрӗссине, е тӗрӗс маррине суйласа илме пултарнӑ. Адам Турра итлесе пурӑнма шут тытнӑ пулсан, вӑл райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑ пулӗччӗ.
6. Турра итлеменнипе Адам мӗн ҫухатнӑ? Ҫакӑ пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
6 Анчах Адам Турра итлес темен, ҫакӑн пек итлеменни вара уншӑн питӗ хакла ларнӑ: вӑл хӑйпе Иегова хушшинчи туслӑха аркатнӑ, райри хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне ҫухатнӑ (Пултарни 3:17—19). Турра итлемесӗр пурӑнма шут тытнипе Адампа Ева ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑка та ҫухатнӑ. Адам итлеменнине пула «ҫылӑх тӗнчене... кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗри ҫылӑха кӗнипе пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Ҫылӑха кӗнипе Адам хӑйне те, пире те ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхне «сутнӑ» (Рим 7:14). Апла пулсан, пирӗн мӗнле те пулин шанчӑк пур-ши? Пур.
7, 8. Мӗн вӑл тӳлесе илни?
7 Мӗн вӑл тӳлесе илни? Тӳлесе илни вӑл — кама та пулин чуралӑхран хӑтарас е пӗр-пӗр япалана каялла
тавӑрас тесе панӑ хак. Тӳлесе илмелли хак ҫухатнин хакӗпе пӗр тан пулмалла.8 Адам ҫылӑха кӗнипе мӗн ҫухатнине пӗр ҫын та каялла тӳлесе илме пултараймасть. Анчах Иегова пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтармалли май уҫса панӑ. Айтӑр мӗнле тӳлесе илни ҫинчен тата ҫавӑнтан эпир мӗнле усӑ илме пултарни ҫинчен пӗлер.
МӖНЛЕ ТӲЛЕСЕ ИЛНӖ?
9. Тӳлесе илес тесен мӗн тумалла пулнӑ?
9 Адам ҫухатнӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫа пирӗнтен никам та каялла тӳлесе илме пултараймасть. Мӗншӗн? Пирӗн пурин те ҫитменлӗхсем пур (Псалом 48:8—10). Тӳлесе илес тесен тепӗр пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ кирлӗ пулнӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, «мӗн пур ҫынсене ҫылӑхран тӳлесе илес тесе, Вӑл [Иисус] Хӑйӗн пурӑнӑҫне панӑ» (1 Тимофей 2:6, ҪХ). Иисус Христос парнене панӑ пурнӑҫ Адам ҫухатнӑ пурнӑҫпа пӗр тан пулнӑ.
10. Тӳлесе илес тесе Иегова мӗн тунӑ?
10 Тӳлесе илес тесе Иегова мӗн тунӑ? Иегова хӑйӗн чи хаклӑ Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ. Ҫав Ывӑл, Иисус Христос, Турӑ кама тунӑ, ҫавсенчен чи пӗрремӗшӗ пулнӑ (1 Иоанн 4:9, 10). Иисус хӑйӗн Ашшӗне тата тӳпери килне хӑварма хатӗр пулнӑ (Филиппӑ 2:7). Иегова Иисусӑн пурнӑҫне тӳперен ҫӗр ҫине куҫарнӑ, вара Иисус ҫӗр ҫинче пӗр ҫылӑхсӑр ҫын пулса ҫуралнӑ (Лука 1:35).
11. Пӗр ҫын пур ҫынна та тӳлесе илме пултарнӑ-и?
11 Пӗрремӗш ҫын, Адам, Иеговӑна итлеменнипе хӑйне кӑна мар, ҫынсене пурне те ӗмӗрлӗх пурнӑҫсӑр хӑварнӑ. Адамӑн ӑрӑвне кам та пулин вилӗмрен хӑтарма пултарнӑ-и? Ҫапла. (Рим 5:19 вуласа парӑр.) Нихӑҫан та ҫылӑха кӗмен Иисус хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне ҫынсене тӳлесе илес тесе панӑ (1 Коринф 15:45). Ҫавна пула Адамӑн ӑрӑвӗнчи пур ҫын та вилӗмрен хӑтӑлма пултарать (1 Коринф 15:21, 22).
12. Мӗншӗн Иисусӑн питӗ хытӑ асапланмалла пулнӑ?
12 Библире Иисус Христосӑн вилес умӗн мӗн-мӗн тӳссе ирттерме тивни ҫинчен каласа панӑ: ӑна пушӑпа питӗ хытӑ хӗненӗ, юпа ҫине пӑталаса хунӑ, унта вӑл вӑраххӑн асапланса вилнӗ (Иоанн 19:1, 16—18, 30). Мӗншӗн Иисусӑн ҫавӑн чухлӗ асапланмалла пулнӑ? Сатана ҫынсенчен нихӑшӗ те пысӑк йывӑрлӑхпа тӗл пулсан Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмӗ тенӗ. Пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын, чӑтма ҫук йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине Иисус Христос кӑтартса панӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова мӗн тери мухтаннӑ пуль Иисуспа! (Ытарӑшсем 27:11; 15-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
13. Мӗнле майпа тӳлесе илнӗ?
13 Мӗнле майпа тӳлесе илнӗ? Еврейсен календарӗ тӑрӑх, пирӗн эрӑри 33 ҫулта нисанӑн 14-мӗшӗнче Иисуса вӗлернӗ (Еврейсем 10:10). Ҫавӑн хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен, Иегова Иисуса ҫын кӗлеткине мар, куҫа курӑнман кӗлетке парса вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Анчах та Иисус ҫӗр ҫинче пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулса пурӑнас правӑна нихӑҫан та ҫухатман. Каярахпа, Иисус тӳпене хӑйӗн Ашшӗ патне таврӑнсан, вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулса пурӑнас правӑна Иеговӑна панӑ. Ҫапла майпа тӳлесе илнӗ (Еврейсем 9:24). Тӳлесе илме панӑ парнене Иегова йышӑннӑ, ҫапла вара Адамӑн ӑрӑвӗ валли ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлмалли май уҫӑлнӑ. (Рим 3:23, 24 вуласа парӑр.)
ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ СИРЕ МӖНЛЕ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТЬ?
14, 15. Ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
14 Чӑнах та, тӳлесе илме панӑ парне — Турӑ панӑ чи
хаклӑ парне. Ҫав парнерен эпир халӗ тата пуласлӑхра мӗнле усӑ илме пултарнине пӑхса тухар.15 Пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнаҫҫӗ. Чӑнах та, хамӑра яланах тата пур енчен те тӗрӗс тытма ҫӑмӑл мар. Эпир йӑнӑшсем тӑватпӑр тата хӑш-пӗр чухне япӑххине калама е тума пултаратпӑр (Колоссӑ 1:13, 14). Пире хамӑр йӑнӑшсемшӗн каҫарччӑр тесен пирӗн мӗн тумалла? Эпир хамӑр тунӑ тӗрӗс мар ӗҫшӗн чунтан ӳкӗнетпӗр пулсан тата хамӑра кӗҫӗне хурса Иеговӑран каҫару ыйтатпӑр пулсан, вӑл пирӗн ҫылӑхсене каҫарасса шанма пултаратпӑр (1 Иоанн 1:8, 9).
16. Совесть таса пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?
16 Пирӗн совесть таса пулма пултарать. Эпир мӗн те пулин тӗрӗс мар тусан, пире совесть асаплантарма пуҫлать. Эпир хамӑра айӑплӑ пек туйма пуҫлатпӑр, тӳрленме нимле шанчӑк та ҫук тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та парӑнма кирлӗ мар. Эпир Иеговӑна каҫарсам пире тесе тархаслатпӑр пулсан, вӑл пире итлессе тата каҫарасса шанма пултаратпӑр (Еврейсем 9:13, 14). Иегова пире хамӑрӑн йывӑрлӑхсем тата ҫитменлӗхсем ҫинчен хӑйне каласа пама ыйтать (Еврейсем 4:14—16). Ҫавна пула эпир Турӑпа килӗштерсе пурӑнма пултаратпӑр.
17. Иисус Христос пирӗншӗн вилнине пула мӗнле пиллӗхсем илме пулать?
17 Пирӗн ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма шанчӑк пур. «Ҫылӑхшӑн вилӗмпе тӳлес пулать, Иисус Христосри, хамӑр Хуҫамӑрти ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вара — Турӑ парни» (Рим 6:23, ҪХ). Иисус Христос пирӗншӗн вилни пире ӗмӗр-ӗмӗр тата пӗр чирлемесӗр пурӑнма май парать (Ӳлӗмхине 21:3, 4). Анчах та ҫак пиллӗхсене илес тесен пирӗн мӗн тумалла?
ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕШӖН ЭСИР ПАРХАТАРЛӐ-И?
18. Иегова пире юратнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
18 Сире кам та пулин парне панӑ чухне хӑвӑр мӗн туйнине аса илӗр-ха. Тӳлесе илме панӑ парне чи хаклӑ парне пулнине эпир пӗлтӗмӗр, ҫавӑншӑн Иеговӑна пирӗн питӗ пархатарлӑ пулмалла. Иоанн 3:16-мӗшӗнче каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ». Иегова пире питӗ хытӑ юратать, ҫавӑнпа хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, Иисус Христоса, пирӗншӗн панӑ. Иисус та пире юратнине эпир пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн вилме хатӗр пулнӑ (Иоанн 15:13). Тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑпа Иисус пире юратнине кӑтартса парать (Галати 2:20).
19, 20. а) Иеговӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла? ӑ) Христос тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
19 Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн юратӑвӗ ҫинчен пӗлни пире унӑн тусӗсем пулса тӑма хавхалантарӗ. Анчах та кама эпир пӗлсех каймастпӑр, ҫавӑнпа туслашма пире ҫӑмӑлах мар. Ҫавӑнпа Иоанн 17:3-мӗшӗнче Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла тенӗ. Ун ҫинчен пӗлсе пынипе эпир ӑна хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр, пирӗн ӑна савӑнтарас килсе тӑрӗ, вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир унӑн тусӗсем пулса тӑрӑпӑр. Ҫавӑнпа та Иегова ҫинчен пӗлсе пырас тесе Библие вӗренсех тӑрӑр (1 Иоанн 5:3).
20 Иисус Христос тӳлесе илме панӑ парнене ӗненӗр. Библире «Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать» тенӗ (Иоанн 3:36). Иисус Христоса ӗненмелле тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ вӑл Иисус вӗрентнӗ пек пурӑнмалла тенине пӗлтерет (Иоанн 13:15). Эпир Иисуса ӗненетпӗр тени ҫителӗклӗ мар. Христос тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине пирӗн ӗҫсемпе кӑтартмалла. «Ӗҫсӗр ӗненӳ те вилӗ»,— тесе каланӑ Библире (Иаков 2:26, ҪХ).
21, 22. а) Мӗншӗн Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче кашни ҫул пулмалла? ӑ) Эпир 6-мӗшпе 7-мӗш сыпӑксенче мӗн пӑхса тухӑпӑр?
21 Христосӑн вилӗмне аса илмелли Каҫхи апат уявӗнче пулӑр. Иисус пире хӑйӗн вилӗмне аса илсе тӑма хушнӑ. Ҫакна эпир кашни ҫул Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне паллӑ тунипе кӑтартатпӑр (1 Коринф 11:20; Матфей 26:26—28). Иисус хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне пире тӳлесе илме панине пире асра тытӑр тет. Вӑл каланӑ: «Ҫакна Мана асӑнса тӑвӑр». (Лука 22:19 вуласа парӑр.) Каҫхи апат уявне ҫӳренипе эпир тӳлесе илме панӑ парнене хакланине тата Иеговӑпа Иисус Христос юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. (16-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
22 Тӳлесе илме панӑ парне — ҫынсене панӑ чи хаклӑ парне паллах (2 Коринф 9:14, 15). Ҫак парне вилнӗ ҫынсене те усӑ парӗ. Эпир ҫакӑ мӗнле пулма пултарни ҫинчен 6-мӗшпе 7-мӗш сыпӑксенчен пӗлӗпӗр.