11-МӖШ СЫПӐК
Мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумай?
1, 2. Нумай ҫынна мӗн пӑшӑрхантарать?
ЦУНАМИ пӗтӗм хулана аркатса тухать. Суту-илӳ центрне ҫын пӑшалпа килет те темиҫе ҫынна персе вӗлерет. Пилӗк ачан амӑшӗ ракран вилет.
2 Ҫавӑн пек инкексем сиксе тухсан ҫынсем: «Мӗншӗн?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ҫак тӗнчере курайманлӑх тата хӗн-асап питӗ нумай пулни пӑшӑрхантарать. Эсир хӑҫан та пулин хӑвӑра ҫавӑн пек ыйту панӑ-и?
3, 4. а) Аввакум Иеговӑна мӗнле ыйтусем панӑ? ӑ) Иегова ӑна мӗн каланӑ?
3 Библирен эпир Турра хытӑ ӗненекен ҫынсем те ҫавнашкал ыйтусем панине пӗлетпӗр. Сӑмахран, Аввакум пророк Иеговӑран ҫапла ыйтнӑ: «Мана мӗншӗн усал ӗҫсене курмалла, асап ҫине пӑхса тӑмалла турӑн? Мӗншӗн ман умӑмра — ҫарату та пусмӑр? Мӗншӗн вӑрҫӑ-харҫӑ тухать, хирӗҫӳ пуҫланать?» (Аввакум 1:3, ҪТ.)
4 Аввакум 2:2, 3 сӑвӑ йӗркисенче Турӑ ҫав пророка мӗн хуравланине ҫырса панӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ Аввакума лару-тӑрӑва йӗркелесе ярӑп тесе сӑмах панӑ. Иегова ҫынсене питӗ хытӑ юратать. Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать» (1 Петр 5:7). Турӑ усаллӑхпа хӗн-асапа пирӗнтен те ытларах кураймасть (Исаия 55:8, 9). Апла пулсан, мӗншӗн тӗнчере хӗн-асап ҫав тери нумай? Айтӑр ҫавӑн пирки Библире мӗн каланине пӑхса тухар.
МӖНШӖН ХӖН-АСАП ПИТӖ НУМАЙ?
5. Священниксенчен нумайӑшӗ хӗн-асап пирки мӗн калаҫҫӗ? Библире инкек-синкек пирки мӗн каланӑ?
5 Священниксенчен тата тӗн вӗрентӳҫисенчен нумайӑшӗ Иов 34:10).
ҫынсем Туррӑн ирӗкӗпе хӗн кураҫҫӗ тесе калаҫҫӗ. Теприсем ҫыннӑн пурнӑҫӗнче мӗнле ӗҫсем, ҫав шутрах мӗнле инкексем, пулассине Турӑ малтанах ҫырса хунӑ тата ҫын ҫакӑ хӑйӗнпе мӗншӗн пулса иртнине нихӑҫан та ӑнланса илме пултараймасть теҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем вара ҫынсем, ҫав шутрах пӗчӗк ачасем те, вилеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Турӑ вӗсене хӑй патне тӳпене илет тесе калаҫҫӗ. Анчах ҫаксем пурте — суя. Инкексем Иеговӑран тухмаҫҫӗ. Библире каланӑ: «Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук» (6. Мӗншӗн ҫынсем нумайӑшӗ ҫӗр ҫинче пулса иртекен инкексемшӗн пуриншӗн те Турӑ айӑплӑ теҫҫӗ?
6 Ҫынсем нумайӑшӗ ҫӗр ҫинче пулса иртекен инкексемшӗн пуриншӗн те Турӑ айӑплӑ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑ ҫак тӗнчене тытса тӑрать тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та эпир 3-мӗш сыпӑкран ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ Сатана пулнине пӗлтӗмӗр.
7, 8. Мӗншӗн тӗнчере хӗн-асап ҫав тери нумай?
7 Библире «пӗтӗм тӗнче усал ӑшӗнче [«аллинче», ҪТ]» тенӗ (1 Иоанн 5:19). Ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ, Сатана, питӗ усал та хаяр. Вӑл «пӗтӗм тӗнчене илӗртсе» улталать (Ӳлӗмхине 12:9). Вӑл витӗм кӳнине пула ҫынсем нумайӑшӗ усалланса пыраҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл тӗнчере мӗншӗн суя, курайманлӑх тата пусмӑр питӗ нумай пулнине кӑтартакан пӗр сӑлтав.
8 Урӑх сӑлтавсем те пур. Адампа Ева Турра хирӗҫ кайсан ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ, вара ҫылӑх вӗсен ӑрӑвӗ ҫине куҫнӑ. Ҫылӑх — хӗн-асап пулнине кӑтартакан тепӗр сӑлтав. Ҫылӑхлӑ пулнӑран ҫынсем пӗр-пӗринпе тупӑшаҫҫӗ, влаҫшӑн кӗрешеҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне хӗсӗрлеҫҫӗ (Екклесиаст 4:1; 8:9). Хӑш-пӗр чухне ҫынсем «вӑхӑтран, ӑнсӑртран» пулакан ӗҫсене пула хӗн кураҫҫӗ (Екклесиаст 9:11). Ҫакӑ вӑл ҫын кирлӗ мар вӑхӑтра кирлӗ мар вырӑнта пулнӑран инкеке лекме пултарать тенине пӗлтерет.
9. Мӗншӗн эпир Туррӑн хӗн-асапа пулма памашкӑн витӗмлӗ сӑлтав пур тесе калама пултаратпӑр?
9 Иегова нихӑҫан та ҫынсене усал тумасть. Ҫынсем йӗркесӗр ӗҫсем тунӑшӑн, пӗр-пӗрне хирӗҫ вӑрҫа тухнӑшӑн тата пӗр-пӗрне хӗсӗрленӗшӗн Турӑ айӑплӑ мар. Ҫутҫанталӑк инкекӗсемшӗн те, калӑпӑр, ҫӗр чӗтреннишӗн, ҫил-тӑвӑл тухнишӗн тата ҫӗре шыв илнишӗн вӑл айӑплӑ мар. Ҫав-ҫавах сире, тен, ҫакӑн пек ыйту канӑҫ памасть: «Иегова пурне те тума пултаракан Турӑ пулсан, мӗншӗн вӑл пӗтӗм хӗн-хура пӗтермест?» Библире Турӑ пире питӗ хытӑ юратать тенӗ, апла пулсан, хӗн-асапа пулма памашкӑн унӑн витӗмлӗ сӑлтав пур (1 Иоанн 4:8).
МӖНШӖН ТУРӐ ХӖН-АСАПА ПУЛМА ПАРАТЬ?
10. Сатана Иегова пирки мӗн каланӑ?
10 Эдем пахчинче Шуйттан Адампа Евӑна улталанӑ. Вӑл Турӑ пирки япӑх пуҫлӑх тесе каланӑ. Ҫавӑн пекех Сатана Турӑ Адампа Евӑран темскер лайӑххине пытарса усрать тенӗ. Шуйттан ҫынсене эпӗ Иеговӑран лайӑхрах пуҫлӑх пулнӑ пулӑттӑм, ҫавӑнпа ҫынсене Турӑ кирлӗ мар тесе ӗнентересшӗн пулнӑ (Пултарни 3:2—5; 27-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.)
11. Мӗнле ыйту ҫине пирӗн хурав памалла?
11 Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ кайнӑ та ӑна итлеме пӑрахнӑ. Вӗсем мӗн ыррипе мӗн усаллине хӑйсемех уйӑрса илме пултаратпӑр тесе шутланӑ. Иегова вӗсем тӗрӗс мар шухӑшланине тата пирӗншӗн мӗн лайӑх пулнине вӑл хӑй кӑна пӗлнине мӗнле кӑтартса пама пултарнӑ?
12, 13. а) Мӗншӗн Иегова Адампа Евӑна тӳрех пӗтермен? ӑ) Мӗншӗн Иегова Сатанана ҫак тӗнчен пуҫлӑхӗ пулма тата ҫынсене хӑйсен правительствисене йӗркелесе яма ирӗк панӑ?
12 Иегова Адампа Евӑна тӳрех пӗтермен, мӗншӗн тесен Пултарни 1:28; Исаия 55:10, 11).
вӑл шутласа хунӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫинче пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсен пурӑнмалла. Ҫавӑнпа Турӑ Адампа Евӑна ача-пӑчаллӑ пулма, вӗсен ачисене те кама пӑхӑнса пурӑнассине суйласа илме ирӗк панӑ. Ҫапла вара, Шуйттан Турра тем пек чӑрмантарсан та, Турӑ мӗн тума шутласа хуни пурпӗр пурнӑҫланнӑ пулӗччӗ (13 Сатана миллион-миллион ангел умӗнче Иегова пирки суйса каланӑ (Иов 38:6, 7; Даниил 7:10). Ҫавӑнпа Сатана хӑй тӗрӗс пулнине мӗнпе те пулин ҫирӗплетсе патӑр тесе Иегова ӑна вӑхӑт панӑ. Ҫынсем Сатана тытса тӑракан тӗнчере хӑйсен правительствисене йӗркелесе яччӑр тесе тата хӑйсемех, Турӑсӑрах, ӑнӑҫлӑ пулма пултарнине кӑтартса паччӑр тесе Турӑ ҫынсене те вӑхӑт панӑ.
14. Вӑхӑт мӗн кӑтартса панӑ?
14 Ӗмӗрсем хушши ҫынсем хӑйсене хӑйсем ертсе пыма хӑтланнӑ, анчах та вӗсем ӑнӑҫлӑ пулайман. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Сатана суеҫӗ пулни тата ҫынсем Турӑсӑр ӑнӑҫлӑ пулма пултарайманни уҫӑмлӑн курӑннӑ. Ҫакӑн пирки Иеремия пророк акӑ мӗн ҫырнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, этем ҫулӗ хӑй ирӗкӗнчен килменнине пӗлетӗп, урине ӑҫталла ярса пусасси утаканран хӑйӗнчен килменнине пӗлетӗп» (Иеремия 10:23).
МӖНШӖН ИЕГОВА ҪАВӐН ЧУХЛӖ КӖТНӖ?
15, 16. а) Мӗншӗн Иегова ҫынсене ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт хушши хӗн-асап курса пурӑнма панӑ? ӑ) Сатана витӗм кӳнине пула сиксе тухакан йывӑрлӑхсене Иегова мӗншӗн татса памасть?
15 Мӗншӗн Иегова ҫынсене ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт хушши хӗн-асап курса пурӑнма панӑ? Мӗншӗн вӑл ҫавна чарса лартман? Мӗншӗн тесен Сатанан влаҫӗ ӑнӑҫлӑ пулма пултарайманни пуриншӗн те паллӑ пултӑр тесен вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Ҫынсем тӗрлӗ йышши правительствӑсем
йӗркелесе пӑхрӗҫ, анчах та ӑнӑҫлӑ пулаймарӗҫ. Наукӑпа техникӑра пысӑк ҫитӗнӳсем турӗҫ пулин те, ҫӗр ҫинче тӗрӗсмарлӑх нихҫанхинчен те нумайрах. Эпир чухӑнлӑх, преступность тата вӑрҫӑсем пынине куратпӑр. Ҫынсем хӑйсене хӑйсем Турӑсӑр ертсе пыма пултараймаҫҫӗ.16 Сатана витӗм кӳнине пула сиксе тухакан йывӑрлӑхсене Иегова татса памасть, мӗншӗн тесен ҫакӑ Турӑ Сатанана пулӑшса тӑнине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Иегова ҫакна нихӑҫан та тумӗ. Унсӑр пуҫне, Турӑ пур йывӑрлӑха та татса парса тӑнӑ пулсан, ҫынсем хӑйсене хӑйсем ӑнӑҫлӑ ертсе пыма пултаратпӑр тесе шутланӑ пулӗччӗҫ. Анчах ку вӑл суя, Иегова нимле суяна та тӳрре кӑлармӗ, мӗншӗн тесен вӑл нихӑҫан та суймасть (Еврейсем 6:18).
17, 18. Сатана кӳнӗ пур сиене те Иегова мӗнле пӗтерӗ?
17 Сатана тата ҫынсем ҫӗкленӗ пӑлхава пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене пурне те Иегова татса пама пултарать-и? Ҫапла, мӗншӗн тесен Турӑ пурне те тума пултарать. Сатана мӗн калани пӗтӗмпех тӗрӗс мар пулнине кӑтартса панӑ хыҫҫӑн Иегова ҫав йывӑрлӑхсене пурне те татса парӗ. Вара ҫӗр ҫинче, вӑл шутласа хунӑ пек, каллех рай пулӗ. «Тупӑкра выртакансем» пурте вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Иоанн 5:28, 29). Чир-чӗр те, вилӗм те пулмӗ. Сатана кӳнӗ пур сиене те Иисус пӗтерӗ. Иегова Иисус урлӑ «шуйттан ӗҫне» аркатӗ (1 Иоанн 3:8). Эпир Иегова пирӗнпе тӳсӗмлӗ пулнӑшӑн ӑна питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен ҫавна пула эпир ун ҫинчен пӗлсе пыма пултаратпӑр тата ӑна хамӑр пуҫлӑх вырӑнне суйласа илме пултаратпӑр. (2 Петр 3:9, 10 вуласа парӑр.) Хальлӗхе пирӗн хӗн-хур курма тивет пулин те, вӑл пире вӗсене чӑтса ирттерме пулӑшать. (1 Коринф 10:13 вуласа парӑр.)
18 Иегова пире хӑйне вӑйпах пӑхӑнтарасшӑн мар. Вӑл
ҫынсене хаклӑ парне парнеленӗ — суйласа илме ирӗк панӑ. Айтӑр ҫакӑ мӗн иккенне пӑхса тухар.ЭСИР ХӐВӐРА МӖНЛЕ ТЫТӐР-ШИ?
19. Иегова пире мӗнле чаплӑ парне панӑ? Мӗншӗн пирӗн ҫав парнене хакламалла?
19 Иегова пире чаплӑ парне — суйласа илме ирӗк — панине пула эпир чӗрчунсенчен тӗпрен улшӑнса тӑратпӑр. Чӗрчунсем, тӗпрен илсен, инстинкт тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ, эпир вара мӗнле пурӑнас килнине хамӑр суйласа илме пултаратпӑр. Пирӗн пурнӑҫ Иеговӑна савӑнтарӗ-и е савӑнтармӗ-и — ку веҫех хамӑртан килет. Ҫавӑн пекех эпир роботсем пек мар, мӗншӗн тесен вӗсем мӗн тума пултарнине ҫеҫ тӑваҫҫӗ. Эпир хамӑр мӗнлерех ҫынсем пулас, кампа туслашас тата пурнӑҫра мӗн туса пурӑнас килнине суйласа илме пултаратпӑр. Иегова пире телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн.
20, 21. Мӗнле чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне эпир халӗ суйласа илме пултаратпӑр?
20 Иегова пире хӑйне юратчӑр тет (Матфей 22:37, 38). Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ашшӗне мӗн савӑнтарнӑ пулӗччӗ: ачи чун-чӗререн: «Эпӗ сана юрататӑп»,— тени-и е вӑл ҫав сӑмахсене хӑйне вӑйпа хистенӗрен калани-и? Иегова — пирӗн Атте, анчах вӑл пире хӑйне вӑйпа юраттарасшӑн мар. Уншӑн ӗҫлессипе ӗҫлес маррине эпир хамӑр суйласа илме пултаратпӑр. Сатана, Адам тата Ева Турра итлес мар тенӗ. Эсир мӗн суйласа илӗр-ши?
21 Чи лайӑх пурнӑҫ ҫулне суйласа илӗр — Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлӑр! Миллион-миллион ҫын ҫакна суйласа илнӗ. Турӑ вӗсем Сатанашӑн мар, хӑйӗншӗн ӗҫлеме шут тытнӑшӑн питӗ савӑнать (Ытарӑшсем 27:11). Иегова пуласлӑхра хӗн-асапа пӗтӗмпех пӗтерме сӑмах парать. Ҫакӑ мӗнле пурнӑҫланнине курас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкран пӗлӗпӗр.