Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ СЫПӐК

Пирӗн хамӑр пурнӑҫа Турра халалламалла-и тата шыва кӗмелле-и?

Пирӗн хамӑр пурнӑҫа Турра халалламалла-и тата шыва кӗмелле-и?

1. Сирӗн мӗнле ыйту сиксе тухма пултарать?

ҪАК кӗнекене вӗреннӗ май эсир Библире калакан нумай вӗрентӳ ҫинчен — сӑмахран, Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах пани, вилнисемпе мӗн пулни тата вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен пӗлтӗр (Екклесиаст 9:5; Лука 23:43; Иоанн 5:28, 29; Ӳлӗмхине 21:3, 4). Тен, эсир Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене те ҫӳреме пуҫларӑр тата вӗсем Турра тӗрӗс пуҫҫапаҫҫӗ тесе шутлатӑр (Иоанн 13:35). Тен, сирӗнпе Иегова хушшинче туслӑх та аталанма пуҫланӑ пуль тата сирӗн уншӑн ӗҫлес кӑмӑл та ҫуралчӗ пуль. Ҫавӑнпа та сирӗн ҫакӑн пек ыйту, тен, сиксе тухать: «Халӗ манӑн мӗн тумалла?»

2. Мӗншӗн Эфиоп ҫынни шыва кӗресшӗн пулнӑ?

2 Иисус Христос вӑхӑтӗнче пурӑннӑ пӗр Эфиоп ҫыннине те ҫав ыйту интереслентернӗ. Иисус Христосӑн Филипп ятлӑ вӗренекенӗ ӑна ырӑ хыпар пӗлтернӗ чухне Иисус вӑл Мессия тесе ӑнлантарса панӑ. Ҫакӑ Эфиоп ҫыннин чӗрине питӗ вӑйлӑ хускатнӑ, вара вӑл каланӑ: «Акӑ шыв, тӗне кӗме мана мӗн чарать?» (Апостолсен ӗҫӗсем 8:26—36.)

3. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума хушнӑ? ӑ) Ҫыннӑн мӗнле шыва кӗмелле?

3 Иеговӑшӑн ӗҫлес текен ҫыннӑн шыва кӗмелле тесе Библире тӳррӗн каланӑ. Иисус Христос хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫакна тума хушнӑ: «Пур халӑха та вӗрентсе... тӗне [е шыва] кӗртӗр» (Матфей 28:19). Иисус хӑй те шыва кӗнӗ. Шыва кӗнӗ чухне унӑн пуҫӗ ҫине шыв юхтарман, вӑл пӗтӗм кӗлеткипех шыва кӗнӗ (Матфей 3:16). Хальхи вӑхӑтра та ҫавнашкалах: христиансен шыва кӗнӗ чухне пӗтӗм кӗлеткине шыва чиксе кӑлармалла.

4. Шыва кӗни мӗн кӑтартса парать?

4 Ҫын шыва кӗни вӑл чӑннипех Туррӑн тусӗ пуласшӑн пулнине тата уншӑн чун-чӗререн ӗҫлесшӗн пулнине кӑтартса парать (Псалом 39:8, 9). Ҫавӑнпа та шыва кӗрес умӗн мӗн тумалла?

ПӖЛӲПЕ ӖНЕНӲ КИРЛӖ

5. а) Эсир шыва кӗресшӗн пулсан, чи малтан сирӗн мӗн тумалла? ӑ) Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳремелле?

5 Шыва кӗрес умӗн Иеговӑпа Иисус Христос ҫинчен пӗлӳ илмелле. Библи вӗренме тытӑннипе эсир ҫавна тума пуҫларӑр ӗнтӗ. (Иоанн 17:3 вуласа парӑр.) Анчах та ҫакӑ ҫителӗклӗ мар. Библи пире «Турӑ ирӗкне пӗлсе» ҫитме хавхалантарать (Колоссӑ 1:9). Ҫав тӗлӗшрен сире Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем пулӑшӗҫ. Вӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшни сире Турӑпа ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗ (Еврейсем 10:24, 25).

Шыва кӗрес умӗн Библи вӗренмелле

6. Шыва кӗриччен Библие мӗн таран лайӑх пӗлмелле?

6 Паллах ӗнтӗ, Иегова сирӗнтен шыва кӗриччен Библие тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлессе кӗтмест. Вӑл ҫакна шыва кӗрес текен Эфиоп ҫыннинчен те кӗтмен (Апостолсен ӗҫӗсем 8:30, 31). Эпир Турӑ ҫинчен ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пӗлсе пырӑпӑр (Екклесиаст 3:11). Анчах та, шыва кӗрес тесен, Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлмелле те вӗсене йышӑнмалла (Еврейсем 5:12).

7. Библи вӗренни сире мӗнле пулӑшрӗ?

7 Библире каланӑ: «Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук» (Еврейсем 11:6). Ҫавӑнпа ҫыннӑн шыва кӗричченех ӗненӳ пулмалла. Библире каланӑ тӑрӑх, авалхи Коринф хулинчи хӑш-пӗр ҫынсем Иисусӑн вӗренекенӗсем мӗн ҫинчен вӗрентнине илтсен «ӗненнӗ те тӗне кӗнӗ» (Апостолсен ӗҫӗсем 18:8). Ҫавӑн пекех сире те Библи вӗренни Турӑ мӗн тума сӑмах панине тата Иисус панӑ парне пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма май панине ӗненме пулӑшрӗ (Иисус Навин 23:14; Апостолсен ӗҫӗсем 4:12; 2 Тимофей 3:16, 17).

БИБЛИРИ ЧӐНЛӐХА ЫТТИСЕНЕ КАЛАСА ПАРӐР

8. Хӑвӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама сире мӗн хавхалантарӗ?

8 Библие лайӑхрах пӗлсе пынӑ май тата ҫав пӗлӳсем сире пурнӑҫра мӗнле усӑ панине курса пынӑ май сирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсех пырӗ. Вара сирӗн хӑвӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа парас кӑмӑл ҫуралӗ (Иеремия 20:9; 2 Коринф 4:13).

Ӗненӳ пире ыттисене Библири чӑнлӑхсене каласа пама хавхалантарӗ

9, 10. а) Мӗн пӗлнине эсир кама-кама каласа пама пултаратӑр? ӑ) Пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫлас тесен сирӗн мӗн тумалла?

9 Тен, эсир хӑвӑр мӗн пӗлнине килтисене, кӳршӗсене е пӗрле ӗҫлекенсене каласа парас тейӗр. Анчах та ҫакна ыррӑн та кӑмӑллӑн тума тӑрӑшӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма хатӗрленсе ҫитетӗр. Эсир ҫавна тума хатӗр пулнине ӑнланса илсен, ҫавӑн ҫинчен хӑвӑрпа Библи вӗренекене каласа парӑр. Вӑл эсир хатӗр тесе шутлать пулсан тата эсир Библи принципӗсем тӑрӑх пурӑнатӑр пулсан, вӑл санпа пӗрле пухури икӗ старейшинӑпа тӗл пулма калаҫса татӑлӗ.

10 Старейшинӑсем эсир Библири тӗп вӗрентӳсене ӑнланнине, ӗненнине, ҫав вӗрентӳсемпе эсир килӗшӳллӗн пурӑннине тата эсир чӑннипех Иегова Свидетелӗ пуласшӑн пулнине пӗлес тесе сирӗнпе калаҫса пӑхӗҫ. Ҫакна асра тытӑр: старейшинӑсем пухури ҫынсемшӗн пуриншӗн те тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсемпе калаҫма хӑраса ан тӑрӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 20:28; 1 Петр 5:2, 3). Старейшинӑсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн сире пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма пултарнипе пултарманнине калӗҫ.

11. Мӗншӗн пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарас умӗн кирлӗ улшӑнусем тумалла?

11 Тен, старейшинӑсем сире пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма пуҫлас умӗн сирӗн хӑвӑр пурнӑҫра хӑш-пӗр улшӑнусем тумалла тесе калӗҫ. Мӗншӗн ҫав улшӑнусене тумалла? Эпир ыттисене Турӑ ҫинчен каласа панӑ чухне Иеговӑн представителӗсем пулса тӑратпӑр, ҫавӑнпа та пирӗн Турра юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнмалла (1 Коринф 6:9, 10; Галати 5:19—21).

ӲКӖННИ ТАТА ТУРӐ ПАТНЕ ТАВРӐННИ

12. Мӗншӗн ҫынсен пурин те ӳкӗнмелле?

12 Шыва кӗрес умӗн тата тепӗр кирлӗ утӑм тумалла. Петр апостол каланӑ: «Ӳкӗнӗр, Ун патне таврӑнӑр — сирӗн ҫылӑхӑрсем каҫарӑнччӑр» (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19, 20). Ӳкӗнӗр тенине мӗнле ӑнланмалла? Ӳкӗнни вӑл — унччен тунӑ тӗрӗс мар ӗҫсемшӗн чунтан кулянни. Сӑмахран, эсир унччен аскӑнланса пурӑннӑ пулсан, сирӗн ӳкӗнмелле. Кам мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе тӗрӗс пурӑнма тӑрӑшнӑ, ҫавсен те ӳкӗнмелле, мӗншӗн тесен ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ, ҫавӑнпа пурин те Турӑран каҫару ыйтмалла (Рим 3:23; 5:12).

13. «Турӑ патне таврӑнӑр» тенине мӗнле ӑнланмалла?

13 Хамӑра тӗрӗс мар тытнишӗн кулянни ҫителӗклӗ-ши? Ҫук, ҫителӗклӗ мар. Петр апостол Турӑ патне таврӑнмалла тесе те каланӑ. Ҫакӑ вӑл унчченхи пек тӗрӗс мар пурӑнма пӑрахмалла та ҫӗнӗлле, тӗрӗс, пурӑнма пуҫламалла тенине пӗлтерет. Сӑмахран, эсир пӗр-пӗр хулана пӗрремӗш хут каятӑр тейӗпӗр. Ҫулпа пынӑ май эсир тӗрӗс мар кайнине ӑнланса илетӗр. Ҫавӑн чухне эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Паллах ӗнтӗ, эсир хӑвӑртлӑха чакаратӑр та чарӑнса тӑратӑр, унтан ҫаврӑнатӑр (урӑхла каласан, каялла таврӑнатӑр) та тӗрӗс ҫулпа каятӑр. Ҫавӑн пекех эсир Библи вӗреннӗ май хӑвӑр пурнӑҫра темскер улӑштарма кирлине асӑрхама пултаратӑр. Эсир ҫавна тума — сӑнарлӑ каласан, «таврӑнма» — хатӗр пулӑр-ши тата хӑвӑра тӗрӗс тытма пуҫлӑр-ши?

ХАМӐРА ТУРРА ХАЛАЛЛАНИ

Эсир Иеговӑна уншӑн ӗҫлесе тӑма сӑмах панӑ-и?

14. Мӗнле майпа эпир хамӑра Турра халаллатпӑр?

14 Шыва кӗрес умӗн тумалли тепӗр кирлӗ утӑм вӑл — хамӑра Иеговӑна халаллани. Эпир хамӑра Иеговӑна халалланӑ чухне ӑна ҫеҫ пуҫҫапса пурӑнӑпӑр тесе тата унӑн ирӗкне туса тӑрасси пирӗн пурнӑҫра чи кирли пулать тесе кӗлӗре сӑмах паратпӑр (Матфей 4:10).

15, 16. Ҫынна хӑйне Турра халаллама мӗн хавхалантарать?

15 Иеговӑшӑн кӑна ӗҫлесе пурӑнма сӑмах панине пӗр ҫынпа мӗн виличчен пӗрле пурӑнса ирттерме сӑмах панипе танлаштарма пулать. Ҫакна тӗслӗхпе кӑтартса парар. Пӗр ҫамрӑк каччӑ хӗрпе ҫӳреме тытӑнать. Вӑл ӑна лайӑхрах та лайӑхрах пӗлме пуҫлать, вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӑна юратса пӑрахать те ӑна качча илесшӗн пулать. Мӑшӑрланма шут тытни вӑл питӗ яваплӑ йышӑну пулнине ҫав ҫамрӑк ӑнланать пулин те, вӑл ҫавна тума хатӗр, мӗншӗн тесен хӗре юратать.

16 Иегова ҫинчен пӗлсе пынӑ май эсир ӑна юратма пуҫлатӑр, вара сирӗн уншӑн пӗтӗм чун-чӗререн ӗҫлес кӑмӑл ҫуралать. Ҫакӑ сире кӗлӗре Турра уншӑн ӗҫлеме сӑмах пама хавхалантарӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, кам Иисус хыҫҫӑн пырас тет, ҫавӑн «хӑй ирӗкне» пӑрахмалла (Марк 8:34). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ вӑл Турра яланах итлемелле тенине пӗлтерет, мӗншӗн тесен унӑн ирӗкне тӑвасси хамӑр мӗн тӑвас килнинчен те, хамӑр тӗллевсенчен те кирлӗрех. (1 Петр 4:2 вуласа парӑр.)

МАНРАН ПУЛМАСТЬ ТЕСЕ ХӐРАСА АН ТӐРӐР

17. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене Иеговӑна халалламаҫҫӗ?

17 Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсене Иеговӑна халалламаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем уншӑн ӗҫлеме панӑ сӑмаха тытма пултараймасран хӑраҫҫӗ. Вӗсен Иеговӑна кулянтарас килмест е вӗсем, хамӑра Турра халалламасан, Иегова пире хамӑр ӗҫсемшӗн явап тыттармӗ тесе шутлаҫҫӗ.

18. Эсир Туррӑн шанӑҫне тивӗҫлӗ пулаймасран хӑратӑр пулсан, сире мӗн пулӑшӗ?

18 Эсир Туррӑн шанӑҫне тивӗҫлӗ пулаймасран хӑратӑр пулсан, хӑрама пӑрахма сире Иеговӑна юратни пулӑшӗ. Иеговӑна юратнӑран эсир хӑвӑр панӑ сӑмаха тытас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ пулӑттӑр (Екклесиаст 5:3; Колоссӑ 1:10). Вара эсир Туррӑн ирӗкне туса пурӑнма шутсӑр йывӑр тесе шутламӑр. Иоанн апостол ҫырнӑ: «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса [е тытса] тӑни Ӑна юратни пулать; Унӑн ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫлама йывӑр мар» (1 Иоанн 5:3).

19. Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иеговӑна халаллама хӑраса тӑмалла мар?

19 Эсир хӑвӑра Иеговӑна халаллас тетӗр пулсан, ҫакӑ сирӗн пӗр кӑлтӑксӑр пулмалла тенине пӗлтермест. Вӑл нихӑҫан та пирӗнтен эпир тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест (Псалом 102:14). Вӑл пире хамӑра тӗрӗс тытма пулӑшӗ (Исаия 41:10). Библи пире ҫапла тума чӗнсе калать: «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн... вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытарӑшсем 3:5, 6).

ШЫВА КӖНИ

20. Хӑвӑра Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн сирӗн мӗн тумалла?

20 Хӑвӑра Иеговӑна халалларӑр пулсан, эсир тепӗр утӑм тума хатӗр. Сирӗн шыва кӗмелле.

21, 22. Эсир пурин умӗнче те Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулнине мӗнле пӗлтерме пултаратӑр?

21 Пухури старейшинӑсен совечӗн координаторне эсир хӑвӑра Иеговӑна халаллани ҫинчен тата шыва кӗресшӗн пулни ҫинчен пӗлтерӗр. Унтан вӑл хӑш-пӗр старейшинӑсене Библири тӗп вӗрентӳсене сирӗнпе сӳтсе явма ыйтӗ. Вӗсем эсир хатӗр пулнине курсан сире Иегова Свидетелӗсен ҫывӑх вӑхӑтра пулакан конгресӗнче шыва кӗме сӗнӗҫ. Конгресра шыва кӗнин пӗлтерӗшне ӑнлантарса паракан доклад туса парӗҫ. Унтан доклад тӑвакан шыва кӗрес текенсене икӗ ыйту ҫине хуравлама ыйтӗ. Ҫав ыйтусем ҫине «ҫапла» тесе хуравланипе эсир пурин умӗнче те Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулни ҫинчен пӗлтеретӗр (Рим 10:9, 10).

22 Унтан сире шыва кӗртӗҫ. Сире пӗтӗмпех шыва чиксе кӑларӗҫ. Шыва кӗнипе эсир пурне те хӑвӑра Иеговӑна халалланине тата халӗ вара эсир Иегова Свидетелӗ пулса тӑнине кӑтартатӑр.

МӖН ВӐЛ ШЫВА КӖНИ?

23. «Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе» шыва кӗмелле тенине мӗнле ӑнланмалла?

23 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсен «Ашшӗн, Ывӑлӗн, Таса Сывлӑшӗн ячӗпе» шыва кӗмелле тенӗ. (Матфей 28:19 вуласа парӑр.) Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Ҫакӑ вӑл эпир Иегова мӗнле власть тытса тӑнине, Туррӑн тӗллевӗнче Иисус Христос мӗнле вырӑн йышӑннине тата Турӑ хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлама святой сывлӑшпа усӑ курнине ӑнланнине кӑтартса парать (Псалом 82:19; Матфей 28:18; Галати 5:22, 23; 2 Петр 1:21).

Шыва кӗнипе эсир Туррӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн пулнине кӑтартатӑр

24, 25. а) Мӗн вӑл шыва кӗни? ӑ) Юлашки сыпӑкра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

24 Шыва кӗни питӗ кирлӗ япалана кӑтартса парать. Эсир шыв айне пулнипе унчченхи пек пурӑнас тӗлӗшрен вилнине, шывран тухнипе вара эсир Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланине кӑтартса паратӑр. Ҫакӑ эсир ҫак вӑхӑтран Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланине кӑтартса парать. Ҫакна асра тытӑр: эсир хӑвӑра пӗр-пӗр ҫынна, организацие е ӗҫе халалламастӑр. Эсир хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллатӑр.

25 Эсир хӑвӑра Турра халаллани тата шыва кӗни сире хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме пулӑшӗ (Псалом 24:14). Ҫакӑ вӑл ҫын шыва кӗнипех ҫӑлӑнӑҫ илет тенине пӗлтермест. Павел апостол ҫырнӑ: «Хӑвӑра ҫӑласшӑн хӑраса та чӗтресе тӑрӑшӑр» (Филиппӑ 2:12). Шыва кӗни вӑл — пуҫламӑшӗ кӑна. Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене ҫухатас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Ҫак ыйтӑва эпир юлашки сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.