6-МӖШ СЫПӐК
Ҫын вилсен, унпа мӗн пулать?
1—3. Ҫынсем вилӗм пирки мӗнле ыйтусем параҫҫӗ тата тӗрлӗ тӗнсем ҫав ыйтусем ҫине мӗнле хуравлаҫҫӗ?
БИБЛИ ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитет тесе сӑмах парать: «Текех ӗнтӗ вилӗм... пулмӗ» (Ӳлӗмхине 21:4, ҪХ). Эпир 5-мӗш сыпӑкран тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пурри ҫинчен пӗлтӗмӗр. Анчах та хальлӗхе ҫынсем вилеҫҫӗ (Екклесиаст 9:5). Ҫавӑнпа та пӗр ыйту сиксе тухать: ҫын вилсен, унпа мӗн пулать?
2 Пирӗн юратнӑ ҫын вилнӗ пулсан, пире ҫак ыйтӑвӑн хуравӗ тата ытларах интереслентерӗ. Тен, пирӗн ҫакӑн пек ыйтусем пулӗҫ: «Ӑҫта-ши вӑл халь? Вӑл мана курать-ши? Вӑл мана пулӑшма пултарать-ши? Эпӗ ӑна хӑҫан та пулин курӑп-ши?»
3 Ҫак ыйтусем ҫине тӗрлӗ тӗнре тӗрлӗрен хуравлаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем вӗрентнӗ тӑрӑх, лайӑх ҫын вилсен, вӑл тӳпене каять, япӑх ҫын вилсен, вӑл вутлӑ тамӑкра асапланать. Теприсем ҫын вилсен унӑн чунӗ хӑйӗн вилнӗ тӑванӗсемпе пӗрле малалла пурӑнать теҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем ҫын вилсен ӑна малтан суд тӑваҫҫӗ, унтан вара вӑл тепӗр ҫын е чӗрчун пулса ҫуралать тесе шутлаҫҫӗ.
4. Тӗрлӗ тӗнсем вилӗм пирки калакан мӗнле вӗрентӳ пирки пӗр шухӑшлӑ?
4 Тӗнсем вилӗм пирки тӗрлӗрен вӗрентеҫҫӗ пулин те, вӗсем пурте тенӗ пекех пӗр вӗрентӳ тӗлӗшӗнчен пӗр шухӑшлӑ: вӗсем ҫын вилсен, унӑн чунӗ малалла пурӑнать тесе вӗрентеҫҫӗ. Анчах та ку чӑнах та ҫапла-ши?
ҪЫН ВИЛСЕН, УНПА МӖН ПУЛАТЬ?
5, 6. Ҫын вилсен, унпа мӗн пулать?
5 Ҫын вилсен, унпа мӗн пулнине Иегова пӗлет. Ҫын вилсен, унӑн пурнӑҫӗ вӗҫленет тесе калать Вӑл. Вилӗмпе пурнӑҫ пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ. Апла пулсан, вилнӗ хыҫҫӑн ҫыннӑн туйӑмӗсем тата асаилӗвӗсем таҫта урӑх ҫӗрте малалла пурӑнмаҫҫӗ *. Вилнӗ ҫын курма та, илтме те, шухӑшлама та пултараймасть.
6 Библире ҫапла каланӑ: «Вилнисем... нимӗн те пӗлмеҫҫӗ». Вилнисем юратма та, курайми пулма та пултараймаҫҫӗ тата «ҫӑва шӑтӑкӗнче ӗҫ те, шухӑш та, пӗлӳ те, ӑс та ҫук». (Екклесиаст 9:5, 6, 10 вуласа парӑр.) Псалом 145:4-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, ҫын вилсен, унӑн «шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет».
ИИСУС ХРИСТОС ВИЛӖМ ПИРКИ МӖН КАЛАНӐ?
7. Иисус Христос вилӗм пирки мӗн каланӑ?
7 Лазарь ятлӑ ҫывӑх тусӗ вилсен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать». Иисус ҫак сӑмахсемпе Лазарь канать тесе каласшӑн пулман, мӗншӗн тесен ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл тӳррӗн: «Лазарь вилнӗ»,— тенӗ (Иоанн 11:11—14). Апла пулсан, Иисус вилӗме ыйхӑпа танлаштарнӑ. Вӑл Лазарь тӳпене кайнӑ е хӑйӗн вилнӗ тӑванӗсемпе пӗрле пурӑнать темен. Лазарь тамӑкра асапланать е вӑл тепӗр ҫын е чӗрчун пулса ҫуралнӑ тесе те каламан. Ун вырӑнне Иисус Лазарьшӗн вилӗм вӑл тарӑн ыйха путнӑпа пӗрех тенӗ. Тепрехинче те Иисус вилӗме ыйхӑпа танлаштарнӑ. Иаир хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратас умӗн Иисус «вӑл вилмен, ҫывӑрать» тенӗ (Лука 8:52).
8. Турӑ ҫынсене тунӑ чухне вӗсене вилмелле туманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
Екклесиаст 3:11). Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисем ватӑлса пынине, вилнине курас килнӗ пулӗччӗ-ши? Иегова пирки те ҫавнах калама пулать. Эппин, Турӑ пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалла тунӑ пулсан, мӗншӗн-ха эпир вилетпӗр?
8 Турӑ Адампа Евӑна тунӑ чухне вӗсене вилмелле тунӑ-и? Ҫук! Иегова вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр тата нихӑҫан чирлемесӗр пурӑнмалла тунӑ. Иегова кашни ҫыннӑн чӗри ӑшне ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас кӑмӑл хывнӑ (МӖНШӖН ҪЫНСЕМ ВИЛЕҪҪӖ?
9. Мӗншӗн Иегова Адампа Евӑна ӳкӗт панӑ тата ӑна тытса тӑма йывӑр пулнӑ-и?
9 Эдем садӗнче Иегова Адама ҫапла каланӑ: «Эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмелле пулӑн» (Пултарни 2:9, 16, 17). Иегова ҫакӑн пек ӳкӗт панипе мӗн ыррипе мӗн усаллине хӑй кӑна палӑртса хума пултарнине кӑтартнӑ. Адампа Евӑна Турӑ мӗн тума хушнине тытса тӑма йывӑр пулман. Вӗсем Иеговӑна итленипе унӑн влаҫне хисепленине кӑтартнӑ пулӗччӗҫ. Ҫакӑнпа вӗсем хӑйсене Турӑ мӗн панишӗн питӗ пархатарлӑ пулнине те кӑтартнӑ пулӗччӗҫ.
10, 11. а) Адампа Евӑна Сатана мӗн тесе суйнӑ? ӑ) Мӗншӗн Адампа Ева мӗн тунине тӳрре кӑларма май ҫук?
10 Шел пулин те, Адампа Ева Иеговӑна итлес мар тенӗ. Сатана Евӑран: «Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и?» — тесе ыйтсан, Ева ҫапла хуравланӑ: «Эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр, Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗсене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пултӑр, терӗ» (Пултарни 3:1—3).
11 Сатана малалла каланӑ: «Ҫук, вилместӗр, Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр» (Пултарни 3:4—6). Сатана Евӑна эсӗ хӑвах ыррипе усаллине уйӑрса илме пултаратӑн тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Турра итлемесен эсӗ вилместӗн тесе Евӑна улталанӑ. Ева ҫимӗҫе илнӗ те ҫинӗ, унтан хӑйӗн упӑшкине панӑ, вӑл та ӑна ҫинӗ. Ҫав йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫиме юраманнине Адампа Ева пӗлнӗ. Ҫав ҫимӗҫе ҫинипе вӗсем Турӑ мӗн тума хушнине пӗлсе тӑрсах пӑснӑ. Ҫавӑн пекех ҫапла тунипе вӗсем хӑйсен юратакан Ашшӗне хисеплеменнине кӑтартнӑ. Чӑнах та, вӗсем мӗн тунине тӳрре кӑларма май ҫук!
12. Адампа Ева итлеменни пирки Иегова мӗн туйма пултарнӑ?
12 Пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗ Турра ҫавӑн пек хисеплеменни питӗ хурлантарать. Хӑвӑн ывӑлупа хӗре пӑхса ӳстерес тесе чуна парса тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн вӗсем сире итлеме пӑрахрӗҫ пулсан тата эсир вӗсенчен мӗн ыйтнине тӑвас вырӑнне вӗсем пачах урӑхла тума пуҫларӗҫ пулсан, эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Ҫакӑ сире питӗ хурлантарнӑ пулӗччӗ паллах.
13. Иегова Адама «каллех тӑпра пулӑн» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ?
13 Итлеменнине пула Адампа Ева ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас мая ҫухатнӑ. Иегова Адама каланӑ: «Эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн». (Пултарни 3:19 вуласа парӑр.) Адам каллех тӑпра пулса тӑрӗ тени вӑл — Адам нихӑҫан та пулман тенипе пӗрех (Пултарни 2:7). Ҫылӑха кӗрсен Адам вилнӗ те пурӑнма пӑрахнӑ.
14. Мӗншӗн ҫынсем вилеҫҫӗ?
14 Адампа Ева Турра итленӗ пулсан, халӗ те пурӑннӑ пулӗччӗҫ. Анчах вӗсем ӑна итлемен. Вӗсем ҫылӑх тунӑ та юлашкинчен вилнӗ. Ҫылӑха пирӗн ӑру ашшӗпе амӑшӗнчен, Адампа Евӑран, пур ҫын ҫине те куҫакан хӑрушӑ чирпе танлаштарма пулать. Ҫынсем пурте ҫылӑхлӑ ҫуралаҫҫӗ, ҫавӑнпа вилеҫҫӗ (Рим 5:12). Анчах та Турӑ ҫынсем пирки малтанах ҫавӑн пек шутласа хуман. Турӑ ҫынсем нихӑҫан та ан вилччӗр тет, ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библире вилӗм пирки тӑшман тенӗ (1 Коринф 15:26).
ВИЛӖМ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ЧӐНЛӐХ ИРӖКЕ КӐЛАРАТЬ
15. Мӗншӗн вилӗм ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлмелле?
15 Вилӗм ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлетпӗр пулсан, эпир вилнисем ҫинчен калакан мӗнле вӗрентӳсем тӗрӗс мар пулнине курма пултарӑпӑр. Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, вилнисем ыратнине те туймаҫҫӗ, вӗсен хурланасси те ҫук. Эпир вӗсемпе калаҫма пултараймастпӑр, вӗсем те пирӗнпе калаҫма пултараймаҫҫӗ. Эпир вилнисене пулӑшма пултараймастпӑр, вӗсем те пире пулӑшма пултараймаҫҫӗ. Вӗсем пире сиен тума пултараймаҫҫӗ, апла пулсан, пирӗн вӗсенчен хӑрама кирлӗ мар. Анчах та тӗнсем нумайӑшӗ пачах урӑхла вӗрентеҫҫӗ. Вӗсем ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать тата вилнисене пулӑшма пулать теҫҫӗ, ҫавна тумашкӑн священника укҫа тӳлемелле теҫҫӗ. Анчах та эпир вилӗм ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлетпӗр пулсан, ҫавӑн пек суяпа улталанмӑпӑр.
16. Тӗнсенчен нумайӑшӗнче вилнисем пирки мӗнле суяна вӗрентеҫҫӗ?
16 Сатана ҫынсене улталас тата вилнисем малалла пурӑнаҫҫӗ тесе шутлаттарас тесе суя тӗнсемпе усӑ курать. Сӑмахран, хӑш-пӗр тӗнсенче ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать теҫҫӗ. Сирӗн тӗнре вилнисем пирки мӗн вӗрентеҫҫӗ: Библире каланӑ пек-и? Сатана ҫынсене Иеговӑран пӑрса ярас тесе суяна ӗнентерме хӑтланать.
17. Мӗншӗн ҫынсем вутлӑ тамӑкра асапланаҫҫӗ текен вӗрентӳ Иеговӑна хурлать?
17 Тӗнсенчен нумайӑшӗ мӗне вӗрентни аптратса-сехӗрлентерсе ӳкерет. Сӑмахран, хӑш-пӗр тӗнсем япӑх ҫынсем вилсен вутлӑ тамӑкра ӗмӗр-ӗмӗрӗпе асапланаҫҫӗ тесе вӗрентеҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл — Иеговӑна хурласа каланӑ суя. Вӑл ҫынсене нихӑҫан та ҫавӑн пек асаплантарман пулӗччӗ! (1 Иоанн 4:8 вуласа парӑр.) Хӑйӗн ачине наказани парас тесе унӑн аллине вут-ҫулӑм ӑшне чикекен ҫын пирки эсир мӗн шутланӑ пулӑттӑр? Мӗн тери тискер ҫын тенӗ пулӑттӑр эсир! Ҫавӑн пек ҫынна пӗлес те, курас та килмест тенӗ пулӑттӑр мар-и эсир? Сатана пире Иегова пирки шӑп ҫапла шухӑшлаттарасшӑн та — эпир Иегова пирки хаяр Турӑ тесе шутлама пуҫласан, пирӗн унпа туслашас кӑмӑл та пулмӗ.
18. Мӗншӗн вилнисенчен хӑрама кирлӗ мар?
18 Хӑш-пӗр тӗнсем ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать теҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӗнсем вӗрентнӗ тӑрӑх, вилнӗ ҫынсен чунӗсене хисеплемелле тата ҫиллентермелле мар, мӗншӗн тесен вӗсем е пире хӳтӗлекенсем, е пирӗн тӑшмансем пулса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫак суяна ӗненет. Вӗсем вилнисенчен хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене Турра пуҫҫапнӑ пек пуҫҫапаҫҫӗ. Вилнисем нимӗн те туйманнине пӗлтӗмӗр ӗнтӗ эпир, апла пулсан, пирӗн вӗсенчен хӑрама кирлӗ мар. Иегова — пире Пултаракан тата чӑн Турӑ, ҫавӑнпа пирӗн ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла (Ӳлӗмхине 4:11).
19. Вилнисем ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлни пире мӗнле пулӑшӗ?
19 Эпир вилнисем ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлетпӗр пулсан, тӗнсем вӗрентекен суяна ӗненмӗпӗр тата вилнисенчен хӑрамӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫав чӑнлӑх пире Иегова пирӗн пуласлӑх пирки мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене, сӑмахран, вилнисене вилӗмрен чӗртсе тӑратма сӑмах панине тата хытӑрах ӗненме пулӑшӗ.
20. Тепӗр сыпӑкран эпир мӗн пӗлӗпӗр?
20 Темиҫе ӗмӗр каялла Туррӑн Исаия ятлӑ ӗҫлекенӗ ҫакӑн пек каланӑ: «Санӑн вилнӗ ҫыннусем чӗрӗлӗҫ, вилнӗ ӳтсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!» (Исаия 26:19.) Вилнисем чӑнах та чӗрӗлсе тӑма пултарӗҫ-ши? Библи ҫак ыйту ҫине мӗнле хуравлани сире, тен, тӗлӗнтерӗ те. Ҫак ыйтӑва эпир тепӗр сыпӑкра пӑхса тухӑпӑр.
^ 5 абз. Хӑш-пӗрисем ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать тесе ӗненеҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен нумайрах пӗлес тесе 17-мӗшпе 18-мӗш Хыҫсӑмахсене пӑхӑр.