Умсӑмах
ҪАК кӗнекери калавсенче чӑн пулни ҫинчен ҫырса панӑ. Вӗсене тӗнчери чи аслӑ кӗнекерен, Библирен, илнӗ. Ҫак калавсенче тӗнче историне каласа панӑ: Турӑ ангелсене тата пӗтӗм тӗнчене тума пуҫланӑранпа хальхи вӑхӑтчен. Вӗсенче ҫавӑн пекех Турӑ пуласлӑхра мӗн тума сӑмах пани ҫинчен те каланӑ.
Ҫак кӗнекерен Библи мӗн ҫинчен каланине пӗлме пултаратӑр. Унта Библире ҫырса панӑ ҫынсем ҫинчен тата вӗсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех унта Турӑ паракан питӗ чаплӑ шанчӑка кӑтартса панӑ — ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли шанчӑка.
Ҫак кӗнекере пӗтӗмпе 116 калав. Ҫак калавсене сакӑр пая пайланӑ. Кашни пайӗ умӗн унта мӗн ҫинчен каланине кӗскен пӑхса тухни пур. Историри ӗҫсем мӗнле йӗркепе пулса иртнӗ, калавсем те ҫав йӗркепех пыраҫҫӗ. Ҫакӑ сире лару-тӑрусем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн мӗнле пулса пынине пӗлме пулӑшӗ.
Калавсене ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ. Ачасенчен нумайӑшӗ ҫак кӗнекене хӑйсем тӗллӗн вуласа тухма пултараҫҫӗ. Эсир вара, ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачусене ҫак калавсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен вуланӑ чухне вӗсем хаваспах итленине курма пултарӑр. Ҫак кӗнекере эсир ачасем валли те, аслисем валли те питӗ нумай интереслӗ япаласем тупма пултаратӑр.
Кашни калав вӗҫӗнче Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисем пур. Калавсемпе ҫыхӑннӑ Библири ҫав сӑвӑ йӗркисене вуласан, лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.
Кашни калава вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫавӑн пекех ҫав калав валли хатӗрленӗ вӗренмелли ыйтусене пӑхса тухӑр та мӗнле хуравламаллине аса илме тӑрӑшӑр. Ҫав ыйтусене 116-мӗш калав хыҫҫӑн тупма пулать.