Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

1-МӖШ ПАЙӖ

Пултарнинчен пуҫласа пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен

Пултарнинчен пуҫласа пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен

Ҫӗрпе пӗлӗт ӑҫтан пулса кайнӑ? Ҫавӑн пекех хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем тата ҫӗр ҫинчи нумай япаласем? Библире чӑннине каланӑ: вӗсене Турӑ пултарнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн кӗнеке Турӑ пултарни ҫинчен калакан Библи калавӗсемпе пуҫланать.

Турӑ чи малтан ангелсене пултарни ҫинчен эпир пӗлӗпӗр. Анчах ҫӗре пире валли пултарнӑ — ҫынсем валли. Ҫавӑнпа та Турӑ арҫынпа хӗрарӑма, Адампа́ Евӑна́, тунӑ та вӗсене илемлӗ сада вырнаҫтарнӑ. Анчах Адампа́ Е́ва Турра итлемен, ҫавӑнпа малалла пурӑнмалли ирӗке ҫухатнӑ.

Адама́ пултарнинчен пуҫласа пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен 1656 ҫул иртнӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче тӗнчере нумай усал тӑвакансем пурӑннӑ. Пӗлӗтре куҫа курӑнманнисем — Сатанапа́ унӑн усал ангелӗсем. Ҫӗр ҫинче — Ка́ин тата нумай ытти япӑх ҫынсем, вӗсем хушшинче ҫав тери вӑйлӑ ҫынсем пулнӑ. Анчах ҫӗр ҫинче ырӑ ҫынсем те пурӑннӑ — А́вель, Ено́х тата Ной. ПӖРРЕМӖШ пайӗнче эпир ҫак лару-тӑру ҫинчен тата ҫак ҫынсем ҫинчен вулӑпӑр.

 

ҪАК УЙРӐМРА

1-МӖШ КАЛАВ

Турӑ тума пуҫлать

Пултарни кӗнекерен Турӑ тума пуҫлани ҫинчен калав пӗчӗк ачасемшӗн те ӑнланмалла та интереслӗ пулать.

2-МӖШ КАЛАВ

Илемлӗ сад

Пултарни кӗнеке тӑрӑх, Турӑ ятарлӑ вырӑн туса хунӑ. Ҫав вырӑна вӑл Эдем сачӗ тесе ят панӑ. Турӑ пӗтӗм ҫӗре ҫак сад пекех питӗ илемлӗ тӑвасшӑн.

3-МӖШ КАЛАВ

Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм

Турӑ Адампа Евӑна тунӑ, вӑл вӗсене Эдем садӗнче вырнаҫтарнӑ. Адампа Ева ҫӗр ҫинчи пӗрремӗш мӑшӑр пулнӑ.

4-МӖШ КАЛАВ

Мӗншӗн вӗсем хӑйсен килӗсӗр тӑрса юлнӑ

Библире, Пултарни кӗнекере, пӗрремӗш ҫынсем райра пурӑнас правӑна ҫухатни ҫинчен каласа панӑ.

5-МӖШ КАЛАВ

Йывӑр пурнӑҫ пуҫланать

Адампа Евӑна Эдем садӗнчен хӑваласа ярсан вӗсем нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Вӗсем Турра итленӗ пулсан, вӗсен тата вӗсен ачисен пурнӑҫӗ телейлӗ пулнӑ пулӗччӗ.

6-МӖШ КАЛАВ

Лайӑх ывӑлпа япӑх ывӑл

Пултарни кӗнекере ҫырса хунӑ Каинпа Авелӗн историйӗ пирӗн мӗнле ҫынсем пулмаллине тата мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа кӗрӗшмеллине вӗрентет.

7-МӖШ КАЛАВ

Хӑюллӑ ҫын

Енох тӗслӗхӗ ыттисем хӑйсене япӑх тытсан та эпир хамӑра тӗрӗс тытма пултарнине кӑтартать.

8-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗр ҫинчи улӑпсем

Пултарни кӗнекери 6-мӗш сыпӑкра ытти ҫынсемпе хӑйсене хаяррӑн тытнӑ улӑпсем ҫинчен ҫырнӑ. Улӑпсем пӑлхав ҫӗкленӗ ангелсен ачисем пулнӑ, ҫав ангелсем тӳперен анса ҫынсем хушшинче пурӑнма пуҫланӑ.

9-МӖШ КАЛАВ

Ной ковчег тӑвать

Нойпа унӑн ҫемйи ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Турра итленӗ. Ытти ҫынсем вара Турра итлесшӗн пулман.

10-МӖШ КАЛАВ

Пӗтӗм ҫӗре шыв илни

Ной ҫӗре шыв илесси пирки каласа ҫӳренӗ чухне ҫынсем унран кулнӑ. Анчах та ҫумӑр ҫума пуҫласан вӗсем кулма пӑрахнӑ! Нойпа унӑн ҫемйи тата нумай чӗрчун ковчегра мӗнле ҫӑлӑнса юлни ҫинчен пӗл.