Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ КАЛАВ

Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм

Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм

ҪАК ӳкерчӗк малтанхи ӳкерчӗкрен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Тӗрӗс — ун ҫинче ҫынсем пур. Вӗсем пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм. Анчах вӗсене кам тунӑ? Турӑ. Вӑл мӗн ятлӑ пулнине эсӗ пӗлетӗн-и? Иегова. Арҫынпа хӗрарӑма Ада́м тата Е́ва тесе ят панӑ.

Иегова Турӑ Адама́ акӑ мӗнле тунӑ. Вӑл ҫӗр ҫинчен тусан илнӗ те этем кӗлеткине тунӑ, унра пӗр ҫитменлӗх те пулман. Кайран Турӑ Ада́мӑн сӑмси ӑшне вӗрнӗ те, вара вӑл чӗрӗ пулса тӑнӑ.

Иегова Турӑ Адама́ ӗҫ хушнӑ. Унӑн пур чӗрчуна та ятсем памалла пулнӑ. Вырӑнлӑ ятсем парас тесе Ада́мӑн вӗсене нумай вӑхӑт хушши сӑнама тивнӗ пуль. Анчах ҫак ӗҫе тунӑ чухне вӑл темскер асӑрхама пуҫланӑ. Пӗлетӗн-и мӗн?

Чӗрчунсем пурте мӑшӑрлӑ пурӑннӑ. Кунта слон-ашшӗсемпе слон-амӑшӗсем, арӑслан-ашшӗсемпе арӑслан-амӑшӗсем пулнӑ. Ада́мӑн кӑна мӑшӑр пулман. Ҫавӑнпа Иегова Адама́ тарӑн ыйхӑпа ҫывратса янӑ та унӑн пӗр аяк пӗрчине кӑларса илнӗ. Ҫав аяк пӗрчинчен Иегова Ада́м валли хӗрарӑм тунӑ, вара вӑл унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ.

Мӗн тери телейлӗ пулнӑ ун чухне Ада́м! Шутласа пӑх-ха, Е́ва хӑйне ҫакӑн пек илемлӗ сада вырнаҫтарнӑшӑн, тен, мӗн тери телейлӗ пулнӑ! Халӗ вӗсем ача-пӑчаллӑ тата пӗрле телейлӗ пулма пултарнӑ.

Иегова Адампа́ Е́вӑна ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн пулнӑ. Вӑл вӗсене пӗтӗм ҫӗре Еде́м сачӗ пекех питӗ илемлӗ тутарасшӑн пулнӑ. Адампа́ Е́ва ҫак ӗҫе тӑвасси ҫинчен шутланӑ чухне мӗн тери телейлӗ пулнӑ пулӗ! Санӑн та ҫӗре питӗ илемлӗ сад тӑвас ӗҫе хутшӑнас килет-и? Анчах та Адампа́ Е́вӑн телейӗ нумайлӑха тӑсӑлман. Мӗншӗнне айта пӑхса тухар.

Тухни 33:19; Пултарни 1:26—31; 2:7—25.