Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ КАЛАВ

Хӑюллӑ ҫын

Хӑюллӑ ҫын

ҪӖР ҫинче ҫынсем нумайланса кайсан вӗсенчен нумайӑшӗ, Ка́ин пек, усал ӗҫсем тунӑ. Анчах пӗр ҫын вӗсенчен уйрӑлса тӑнӑ. Акӑ вӑл — ӑна Ено́х тесе чӗнеҫҫӗ. Ено́х хӑюллӑ ҫын пулнӑ. Ун таврашӗнче пурте усал ӗҫсем тунӑ пулин те, Ено́х Турӑшӑн ӗҫлеме чарӑнман.

Ҫав ҫынсем мӗншӗн усал ӗҫсем тунине пӗлетӗн-и? Турӑ ҫиме хушман ҫимӗҫе ҫисе Адампа́ Е́ва Турра итлеме пӑрахчӑр тесе кам хистенине аса ил-ха? Тӗрӗс — усал ангел. Библи ӑна Сатана́ тесе чӗнет. Ҫак ангел кашни ҫынна усал ӗҫсем тутарас тесе тӑрӑшать.

Пӗррехинче Иегова Турӑ Еноха́ ҫынсем патне хыпар калама янӑ, анчах ҫынсем ӑна итлесшӗн пулман. Хыпарӗ ҫакӑн пек пулнӑ: «Турӑ пур усал ҫынна пӗтерме кун палӑртса хунӑ». Ҫынсем ҫак хыпара илтсен питӗ тарӑхса кайнӑ пулас. Тен, вӗсем Еноха́ вӗлерме те хӑтланса пӑхнӑ. Ҫавӑнпа Ено́хӑн Туррӑн шухӑшӗсене ҫынсене пӗлтерме питӗ хӑюллӑ пулмалла пулнӑ.

Турӑ Еноха́ ҫав усал ҫынсем хушшинче нумай пурӑнма ирӗк паман. Вӑл 365 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ. Мӗншӗн эпир «365 ҫул ҫеҫ» тесе калатпӑр? Мӗншӗн тесен вӑл вӑхӑтра ҫынсем чылай вӑйлӑрах пулнӑ тата хальхипе танлаштарсан, чылай нумайтарах пурӑннӑ. Шутласа пӑх кӑна — Ено́х ывӑлӗ Мафуса́л 969 ҫул пурӑннӑ!

Ено́х вилнӗ хыҫҫӑн ҫынсем пӗтӗмпех пӑсӑлса кайнӑ. Библи каланӑ тӑрӑх, «вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ», тата «ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ».

Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче хӗн-хур мӗншӗн анлӑ сарӑлнине кӑтартакан пӗр сӑлтава пӗлетӗн-и? Сатана́ ҫынсене усал ӗҫсем тутарас тесе ҫӗнӗ меслетпе усӑ курнӑ. Ун ҫинчен эпир тепӗр сыпӑкра пӗлӗпӗр.

Пултарни 5:21—24, 27; 6:5, 11—13; Еврейсем 11:5; Иуда 14, 15.