Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

6-МӖШ КАЛАВ

Лайӑх ывӑлпа япӑх ывӑл

Лайӑх ывӑлпа япӑх ывӑл

ХАЛӖ Ка́инпа А́вель ҫине пӑх-ха. Вӗсем иккӗшӗ те ҫитӗнсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Ка́ин ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫлет. Вӑл тырӑ-пулӑ, улма-ҫырла тата пахчаҫимӗҫ ӳстерет.

А́вель вара сурӑхсем пӑхать. Вӑл сурӑх путеккисене пӑхма юратать. Вӗсем ӳссе пынӑҫемӗн сурӑхсем пулса тӑраҫҫӗ, ҫапла вара унӑн кӗҫех пӑхса тӑма пӗр кӗтӳ пухӑнать.

Пӗррехинче Ка́инпа А́вель Турра парнесем кӳреҫҫӗ. Ка́ин хӑй ӳстернӗ ҫимӗҫсене илсе пырать. А́вель вара хӑйӗн чи лайӑх сурӑхӗсене кӳрет. Иеговӑна А́вель тата унӑн парни кӑмӑла каять. Анчах ӑна Ка́ин тата унӑн парни кӑмӑла каймасть. Пӗлетӗн-и мӗншӗн?

А́велӗн парни Ка́инӑн парнинчен лайӑхрах пулнӑшӑн мар. А́вель ырӑ ҫын пулнӑшӑн. Вӑл Иеговӑна тата хӑйӗн пиччӗшне юратать. Ка́ин вара — усал ҫын; вӑл хӑйӗн шӑллӗне юратмасть. Акӑ мӗншӗн Иеговӑна Ка́инӑн парни кӑмӑла каймасть.

Ҫавӑнпа Турӑ Ка́ина улшӑнма ыйтать. Анчах Ка́ин итлемест. Турӑ А́веле ытларах юратнӑшӑн вӑл питӗ хытӑ тарӑхать. Пӗррехинче Ка́ин А́веле: «Айта хире тухар»,— тесе калать. Хирте вӗсем пӗччен тӑрса юлсан, Ка́ин хӑйӗн шӑллӗне ҫапать. Ҫав тери вӑйлӑ ҫапнипе вӑл ӑна вӗлерет. Ка́ин тискер ӗҫ тунӑ, ҫапла мар-и?

А́вель вилнӗ пулин те, Турӑ ӑна малтанхи пекех астӑвать. А́вель ырӑ пулнӑ, Иегова вара ҫавӑн пек ҫынсене нихӑҫан та манса каймасть. Ҫавӑнпа та Иегова Турӑ пӗр-пӗр кун А́веле пурӑнма чӗртсе тӑратать. Ун чухне вара А́велӗн нихӑҫан та вилмелле пулмӗ. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарӗ. А́вель пек ҫынсемпе паллашма ҫав тери аван пулмӗ-и вара?

Анчах Турра Ка́ин пек ҫынсем килӗшмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа Турӑ Ка́ина шӑллӗне вӗлернӗшӗн ҫемйинчен аякка ярса наказани панӑ. Урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ чухне Ка́ин йӑмӑкӗсенчен пӗрне хӑйпе пӗрле илнӗ те, вӑл вара унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ка́инпа арӑмӗн ачасем ҫуралнӑ. Адампа́ Е́вӑн ытти ывӑлӗсем те авланнӑ, хӗрӗсем качча тухнӑ, вӗсен те вара ачасем ҫуралнӑ. Кӗҫех ҫӗр ҫинче ҫынсем нумайланса кайнӑ. Айта вӗсенчен хӑш-пӗрисемпе паллашар.

Пултарни 4:2—26; 1 Иоанн 3:11, 12; Иоанн 11:25.