Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ КАЛАВ

Ной ковчег тӑвать

Ной ковчег тӑвать

НОЙӐН арӑм тата виҫӗ ывӑл пулнӑ. Ной ывӑлӗсене Сим, Хам тата Иафе́т тесе чӗннӗ. Кашни ывӑлӗн арӑмӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Ной ҫемйинче пӗтӗмпе сакӑр ҫын пулнӑ.

Ку хутӗнче Турӑ Ноя тӗлӗнмелле япала тума хушать. Вӑл ӑна пысӑк ковчег тума калать. Ковчег карап пек пысӑк пулнӑ, тулашӗнчен вӑл пысӑк вӑрӑм ещӗк пек курӑнса тӑнӑ. «Ӑна виҫӗ хутлӑ ту,— тесе каланӑ Турӑ,— тата унта пӳлӗмсем ту». Унта Ной валли, унӑн ҫемйи валли, чӗрчунсем валли тата кайран вӗсене кирлӗ пулакан апат-ҫимӗҫ валли пӳлӗмсем пулнӑ.

Ҫавӑн пекех ковчег ӑшне шыв ан кӗтӗр тесе Турӑ Ноя ӑна сӑмалапа сӗрсе тухма хушать. Турӑ каланӑ: «Эпӗ пӗтӗм тӗнчене пӗтермешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп. Ковчега кӗменнисем пурте вилсе пӗтӗҫ».

Нойпа́ унӑн ывӑлӗсем Иеговӑна итленӗ те ковчег тума тытӑннӑ. Ытти ҫынсем вара вӗсенчен кулнӑ кӑна. Вӗсем мӗнле япӑх пулнӑ, ҫаплипех тӑрса юлнӑ. Ной Турӑ мӗн тума шут тытни ҫинчен каланӑ чухне ӑна никам та ӗненмен.

Ковчег питӗ пысӑк пулнӑран ӑна тума нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Юлашкинчен, нумай ҫул иртсен, ковчега туса пӗтернӗ. Халӗ вара Турӑ Ноя ковчега чӗрчунсене илсе кӗме хушнӑ. Хӑш-пӗр чӗрчунсене икшерӗн илсе кӗмелле пулнӑ: аҫипе амине. Теприсене вара — кашни чӗрчуна ҫичӗ штук. Турӑ ҫавӑн пекех тем тӗрлӗ кайӑка та илсе кӗме хушнӑ. Ной ҫапла тунӑ та.

Пуринчен кайран ковчега Нойпа́ унӑн ҫемйи кӗнӗ. Ун хыҫҫӑн Турӑ алӑка хупнӑ. Нойпа́ унӑн ҫемйи ковчег ӑшӗнче кӗтсе тӑнӑ. Шутласа пӑх кӑна: эсӗ те вӗсемпе пӗрле ковчег ӑшӗнче кӗтетӗн. Турӑ каланӑ пек, чӑнах та ҫӗре шыв илӗ-ши?

Пултарни 6:9—22; 7:1—9.