Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-МӖШ КАЛАВ

Илемлӗ сад

Илемлӗ сад

ҪАКӐНТИ ҫӗр ҫине пӑх-ха! Пурте ытарма ҫук хитре! Курӑксем, йывӑҫсем, чечексем тата мӗнпур чӗрчунсем ҫине пӑх-ха. Ҫакӑнта эсӗ слонпа арӑслана тупма пултаратӑн-и?

Ҫак илемлӗ сад мӗнле пулса кайнӑ-ши? Турӑ ҫӗре пире валли мӗнле хатӗрленине айта пӑхса тухар.

Чи малтан вӑл ӑна симӗс курӑкпа витсе хунӑ. Унтан вӑл пӗчӗк ӳсентӑрансем, йывӑҫ тӗмӗсем тата йывӑҫсем тунӑ. Вӗсене пула ҫӗр илемлӗрех пулса тӑнӑ. Анчах вӗсем урӑх енчен те усӑ параҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫинче питӗ тутлӑ ҫимӗҫсем ӳсеҫҫӗ.

Кайран Турӑ шывсене пулӑсемпе тултарнӑ тата пӗлӗтре вӗҫме кайӑксене тунӑ. Вӑл ҫавӑн пекех йытӑсене, кушаксене тата лашасене тунӑ; пысӑк тата пӗчӗк чӗрчунсене. Сан килӳ ҫывӑхӗнче мӗнле чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ? Турӑ ҫаксене пурне те пирӗн валли тунӑшӑн эпир савӑнмастпӑр-и?

Юлашкинчен вара ҫӗрӗн пӗр пайӗнче Турӑ ятарлӑ вырӑн туса хунӑ. Ҫав вырӑна вӑл Еде́м сачӗ тесе ят панӑ. Унта пурте пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ. Пурте питӗ илемлӗ пулнӑ. Турӑ пӗтӗм ҫӗре ҫак сад пекех питӗ илемлӗ тӑвасшӑн пулнӑ.

Сад ӳкерсе хунӑ ӳкерчӗк ҫине тепӗр хут пӑхса ил-ха. Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, ҫакӑнта мӗн ҫитменнине пӗлетӗн-и? Айта пӑхса тухар.

Пултарни 1:11—25; 2:8, 9.