Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-МӖШ КАЛАВ

Иаков Харрана каять

Иаков Харрана каять

ИА́КОВ кампа калаҫнине пӗлетӗн-и? Ҫул ҫинче нумай кун хушши пулнӑ хыҫҫӑн Иа́ков ҫӑл патӗнче ҫак ҫынсене тӗл пулнӑ. Вӗсем сурӑхсем пӑхаҫҫӗ. Иа́ков ыйтнӑ: «Ӑҫтан эсир?»

— Харранта́н,— хуравланӑ вӗсем.

— Эсир Лавана́ пӗлетӗр-и? — ыйтнӑ вӗсенчен Иа́ков.

— Пӗлетпӗр,— хуравланӑ вӗсем.— Ав, унӑн хӗрӗ Рахи́ль сурӑх кӗтӗвӗпе килет. Унта, аякра, Рахи́ль килнине куратӑн-и?

Иа́ков Рахиле́ хӑйӗн Лава́н куккӑшӗн сурӑх кӗтӗвӗпе курсан, вӑл пынӑ та сурӑхсене шыв ӗҫтерес тесе ҫӑл ҫинчи чула йӑвантарса янӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Рахиле́ чуптунӑ, унтан хӑй кам пулнине каланӑ. Рахи́ль питӗ хумханса кайнӑ, вара киле кайса хӑйӗн ашшӗне, Лавана́, пӗтӗмпех каласа панӑ.

Иа́ков ун килӗнче чарӑннӑшӑн Лава́н питӗ савӑннӑ. Иа́ков Лаванра́н Рахиле́ качча пама ыйтсан, вӑл хӗпӗртесе ӳкнӗ. Анчах та вӑл Иакова́ Рахи́льшӗн хӑйӗн уйӗнче ҫичӗ ҫул ӗҫлеме ыйтать. Рахиле́ ҫав тери юратнӑран Иа́ков ҫакна тума килӗшнӗ. Анчах туй вӑхӑчӗ ҫитсен мӗн пулса тухнине пӗлетӗн-и эсӗ?

Рахи́ль вырӑнне Лава́н хӑйӗн аслӑ хӗрне Лийӑна́ качча панӑ. Иа́ков Лава́н патӗнче тата ҫичӗ ҫул ӗҫлеме килӗшсен, Лава́н вара Рахиле́ те ӑна качча панӑ. Вӑл вӑхӑтра Турӑ арҫынсене темиҫе арӑм илме ирӗк панӑ. Анчах халӗ, Библи каланӑ тӑрӑх, арҫыннӑн пӗр арӑм кӑна пулмалла.

Пултарни 29:1—30.