Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

25-МӖШ КАЛАВ

Ҫемье Египета куҫса каять

Ҫемье Египета куҫса каять

ИО́СИФ хӑйӗн туйӑмӗсене урӑх пытарма пултараймасть. Вӑл хӑйӗн пур тарҫине те пӳлӗмрен тухса кайма хушать. Вара пӗртӑванӗсемпе пӗччен тӑрса юлсан йӗме пуҫлать. Унӑн пӗртӑванӗсем ҫав тери тӗлӗнни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӗсем вӑл мӗншӗн йӗнине ӑнланмаҫҫӗ. Юлашкинчен вӑл калать: «Эпӗ Ио́сиф. Манӑн аттем сывӑ-и-ха?»

Унӑн пӗртӑванӗсем шалт тӗлӗнсе каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та калаҫма та пултараймаҫҫӗ. Вӗсем хӑранипе хытса ларнӑ. Анчах Ио́сиф калать: «Тархасшӑн, ҫывӑхарах пырӑр-ха». Вӗсем ҫывӑхарах пырса тӑрсан, вӑл калать: «Эпӗ — эсир Египета́ сутнӑ сирӗн Ио́сиф тӑванӑр».

Кайран вӑл вӗсене ӑшшӑн калать: «Эсир мана кунта сутнӑшӑн хӑвӑра ан айӑплӑр. Ҫынсен пурнӑҫӗсене упраса хӑварас тесе мана Египета́ Турӑ янӑ. Фарао́н мана пӗтӗм ҫӗршыв пуҫлӑхӗ туса лартрӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑртрах ман аттем патне кайӑр та ӑна ҫакӑн ҫинчен каласа парӑр. Вара вӑл килтӗр те кунта пурӑнтӑр».

Ҫавӑн хыҫҫӑн Ио́сиф хӑйӗн тӑванӗсен ытамне ыткӑнать, вӗсене пурне те ыталаса илет те чуптӑвать. Фарао́н Ио́сиф патне пӗртӑванӗсем килнине илтсен, вӑл Иосифа́ калать: «Вӗсем урапасем илччӗр те ашшӗне тата хӑйсен ҫемйисене илме кайччӑр, вара кунта таврӑнччӑр. Эпӗ вӗсене Египетри́ чи лайӑх ҫӗр парӑп».

Вӗсем ҫапла тунӑ та. Ҫак ӳкерчӗкре хӑйӗн ашшӗ пӗтӗм ҫемйипе Египета́ килсен, Ио́сиф ӑна мӗнле кӗтсе илнине кӑтартнӑ.

Ҫак вӑхӑталла Иа́ковӑн пысӑк ҫемье пулнӑ. Иакова́ тата унӑн ывӑлӗсемпе мӑнукӗсене шута илсен, Египета́ 70 ҫын куҫса килнӗ. Унӑн ҫемйинче ҫавӑн пекех нумай арӑм пулнӑ, тата нумай тарҫӑ та пулнӑ пулас. Вӗсем пурте Египетра́ пурӑнма пуҫланӑ. Вӗсене Израиль ҫыннисем тесе чӗннӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Иа́ковӑн ятне Изра́иль ятпа улӑштарнӑ. Изра́иль халӑхӗ Турӑшӑн уйрӑмах хаклӑ пулса тӑнине каярахпа пӑхса тухӑпӑр.

Пултарни 45:1—28; 46:1—27.