Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

24-МӖШ КАЛАВ

Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене тӗрӗслет

Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене тӗрӗслет

ИО́СИФ хӑйӗн пиччӗшӗсем малтанхи пекех путсӗр тата чунсӑр пулнипе пулманнине пӗлесшӗн. Ҫавӑнпа вӑл калать: «Эсир шпионсем. Эсир пирӗн ҫӗршывӑн хӳтӗлемен вырӑнӗсене пӑхса кайма килнӗ».

— Ҫук, эпир шпионсем мар,— хуравланӑ вӗсем.— Эпир тӳрӗ ҫынсем. Эпир пурте — пӗртӑвансем. Эпир вуниккӗнччӗ. Анчах пӗр тӑванӗ урӑх ҫук, чи кӗҫӗнни вара аттепе килте юлчӗ.

Ио́сиф хӑйне вӗсене ӗненмен пек тытать. Вӑл Симео́н ятлӑ пиччӗшне тӗрмере хӑварать, ыттисене вара, апат-ҫимӗҫ парать те киле ярать. Сывпуллашнӑ чух вӑл вӗсене калать: «Тепре килнӗ чухне хӑвӑрпа пӗрле хӑвӑрӑн шӑллуна та илсе килӗр».

Ханаана́ киле таврӑнсан, пӗртӑвансем хӑйсемпе мӗн пулса тухнине пӗтӗмпех Иа́ков ашшӗне каласа параҫҫӗ. Иа́ков вара ҫавӑн пирки питӗ хурланать. «Ио́сиф ҫук,— йӗрет вӑл,— халӗ вара Симео́н та ҫук. Эпӗ хамӑн чи кӗҫӗн ывӑлӑма, Вениамина́, илсе кайма ирӗк памастӑп». Анчах вӗсен апат-ҫимӗҫӗ пӗтӗмпех пӗтсен, ҫемье валли апат-ҫимӗҫ татах та илсе килмешкӗн Иа́ковӑн Вениамина́ Египета́ илсе кайма ирӗк пама тивет.

Халӗ Ио́сиф хӑйӗн патне пӗртӑванӗсем пынине курать. Вӑл хӑйӗн Вениами́н шӑллӗне курма питӗ хавас. Паллах, вӗсенчен нихӑшӗ те ҫак паллӑ ҫын Ио́сиф пулнине тавҫӑрса илеймест. Халӗ Ио́сиф хӑйӗн 10 пӗртӑванне тӗрӗслесе пӑхма пӗр япала тӑвать.

Вӑл тарҫисене вӗсен миххисене апат-ҫимӗҫпе тултарма хушать. Вӗсенчен вӑрттӑн вӑл Вениами́нӑн миххине хӑйӗн ятарлӑ кӗмӗл куркине хурать. Вӗсем кӑштах кайсан, Ио́сиф вӗсем хыҫҫӑн хӑйӗн тарҫисене ярать. Хӑваласа ҫитсен, тарҫӑсем вӗсене калаҫҫӗ: «Мӗншӗн эсир пирӗн хуҫан кӗмӗл куркине вӑрларӑр?»

— Эпир унӑн куркине илмен,— хуравлаҫҫӗ пӗртӑвансем.— Эсир пирӗнте камра та пулин курка тупсан, ҫав ҫынна вара вӗлермелле пултӑр.

Ҫак ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пекех, тарҫӑсем пур миххе те ухтарса тухаҫҫӗ те Вениами́н миххинче курка тупаҫҫӗ. Вӗсем калаҫҫӗ: «Пурте кайма пултаратӑр, анчах Вениами́н пирӗнпе пырать». Халӗ вара 10 пӗртӑван мӗн тӑвӗҫ-ши?

Вӗсем пурте Вениаминпа́ пӗрле Ио́сиф килне таврӑнаҫҫӗ. Ио́сиф хӑйӗн пӗртӑванӗсене калать: «Эсир пурте киле кайма пултаратӑр, анчах Вениами́н манӑн чура вырӑнне кунта юлать».

Вара Иу́да йӑлӑнса ыйтать: «Эпӗ киле арҫын ачасӑр таврӑнсан, манӑн атте вилсе кайӗ, мӗншӗн тесен вӑл ӑна питӗ юратать. Тархасшӑн, чура пулма мана хӑварсам, арҫын ачана киле кайма ирӗк парсам».

Ио́сиф хӑйӗн пӗртӑванӗсем улшӑннине курать. Вӗсем урӑх путсӗр те, чунсӑр та мар. Ио́сиф вара мӗн тунине айта пӑхса тухар.

Пултарни 42:9—38; 43:1—34; 44:1—34.