Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

16-МӖШ КАЛАВ

Исаак лайӑх арӑм илет

Исаак лайӑх арӑм илет

ҪАК хӗрарӑм кам пулнине пӗлетӗн-и? Вӑл Реве́кка. Ӑна хирӗҫ пыракан арҫынна Исаа́к тесе чӗнеҫҫӗ. Реве́ккӑн Исаа́к арӑмӗ пулса тӑмалла. Анчах ҫакӑ мӗнле пулса тухнӑ-ха?

Ак ҫапла: Исаа́к ашшӗ Авраа́м хӑйӗн ывӑлӗ валли лайӑх арӑм тупасшӑн пулнӑ. Вӑл Исаака́ Ханаа́н хӗрарӑмӗсенчен пӗри ҫине те авлантарасшӑн пулман, мӗншӗн тесен Ханаа́н ҫыннисем суя турӑсене пуҫҫапнӑ. Ҫавӑнпа та Авраа́м хӑйӗн тарҫине чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Исаак ывӑлӑм валли арӑм илсе килме эпӗ сана хамӑн хурӑнташсем пурӑнакан Харрана каялла ярасшӑн».

Авраа́м тарҫи тӳрех вунӑ тӗве илнӗ те вӑрӑм ҫула тухнӑ. Авраа́м хурӑнташӗсем пурӑнакан вырӑна ҫитесси кӑшт юлсан, вӑл ҫӑл патӗнче чарӑнса тӑнӑ. Каҫ ҫывхарса килнӗ, ҫак вӑхӑтра хула хӗрарӑмӗсем яланах ҫӑл патне шыв ӑсма ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа та Авраа́м тарҫи Иеговӑна кӗлтунӑ: «Эсӗ Исаа́к валли арӑм пулма суйласа хунӑ хӗрарӑм ман валли тата манӑн тӗвесем валли шыв ӑсса патӑр».

Кӗҫех шыв ӑсма Реве́кка пынӑ. Тарҫӑ унран шыв ӗҫме ыйтсан, вӑл ӑна ӗҫме панӑ. Унтан Реве́кка кайнӑ та тӗвесем валли шыв ӑсса панӑ. Ҫакӑ йывӑр ӗҫ пулнӑ, мӗншӗн тесен тӗвесем питӗ нумай шыв ӗҫеҫҫӗ.

Реве́кка ҫак ӗҫе пӗтерсен, Авраа́м тарҫи унран ашшӗ ятне ыйтнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех вӗсен килӗнче ҫӗр каҫма пулать-ши тесе ыйтнӑ. Реве́кка хуравланӑ: «Манӑн атте Вафуи́л ятлӑ, тата пирӗн сан валли те вырӑн пулать». Вафуи́л Авраа́м шӑллӗн, Нахо́рӑн, ывӑлӗ пулнине Авраа́м тарҫи пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл чӗркуҫленсе ларнӑ та Иеговӑна Авраа́мӑн хурӑнташӗсем патне илсе пынӑшӑн тав тунӑ.

Ҫав каҫах Авраа́м тарҫи Вафуилпа́ Реве́ккӑн пиччӗшне Лавана́ хӑй мӗншӗн килнине каласа панӑ. Вӗсем иккӗшӗ те Реве́кка унпа пӗрле кайтӑр та Исаака́ качча тухтӑр тесе килӗшнӗ. Ревеккӑра́н ыйтсан, вӑл мӗн каланӑ-ши? Вӑл каяс килет тесе каланӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем тепӗр куннех тӗвесем ҫине ларнӑ та каялла Ханаана вӑрӑм ҫула тухнӑ.

Вӗсем каҫ енне таврӑннӑ. Реве́кка уй тӑрӑх утакан арҫынна курнӑ. Вӑл Исаа́к пулнӑ. Ревеккӑна́ курсан, вӑл питӗ савӑнса кайнӑ. Унӑн амӑшӗ Са́рра вилни виҫӗ ҫул кӑна иртнӗ, ҫавӑнпа вӑл халӗ те уншӑн хуйхӑрнӑ. Анчах халӗ Исаа́к Ревеккӑна́ питӗ вӑйлӑ юратса пӑрахнӑ, вара каллех вӑл телейлӗ пулса тӑнӑ.

Пултарни 24:1—67.