Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

33-МӖШ КАЛАВ

Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫни

Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫни

ҪАКӐНТА мӗн пулса тухни ҫине пӑх-ха! Моисе́й хӑйӗн туйине Хӗрлӗ тинӗс енне тӑсать. Унпа пӗрле хӑтӑлса юлнисем тӑраҫҫӗ, вӗсем Израиль ҫыннисем. Анчах фараонпа́ унӑн пӗтӗм ҫарӗ тинӗсе путать. Ҫакӑн ҫинчен айта пӑхса тухар.

Турӑ 10-мӗш асапа янӑ хыҫҫӑн фарао́н Изра́иль халӑхне Египетра́н тухса кайма хушнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 600 000-е яхӑн Изра́иль арҫыннисем тата темӗн чухлӗ хӗрарӑмсемпе ачасем тухнӑ. Ҫавӑн пекех Изра́иль халӑхӗпе пӗрле Иеговӑна ӗненме пуҫланӑ тӗрлӗ халӑх ҫыннисем нумаййӑн тухнӑ. Вӗсенчен кашни хӑйсемпе пӗрле качакасем, сурӑхсем тата ӗнесем илсе тухнӑ.

Тухса каяс умӗн Изра́иль халӑхӗ Еги́пет ҫыннисенчен тумтирсем, ылтӑн тата кӗмӗл япаласем ыйтнӑ. Еги́пет халӑхӗ юлашки асапран питӗ вӑйлӑ хӑраса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та вӗсем Изра́иль ҫыннисене мӗн ыйтнине пурне те панӑ.

Темиҫе кунран Изра́иль халӑхӗ Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитнӗ. Вӗсем унта канма чарӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра фараонпа́ унӑн тарҫисем Изра́иль халӑхне кӑларса янӑшӑн ӳкӗнме пуҫланӑ. «Эпир хамӑр чурасене ятӑмӑр!» — кӑшкӑрнӑ вӗсем.

Ҫавӑнпа та фарао́н хӑйӗн шухӑшне каллех улӑштарнӑ. Вӑл васкасах хӑйӗн ҫар ураписемпе ҫарне пухнӑ. Унтан Египетри ҫар ураписене илнӗ те — вӗсенчен 600-ӗшӗ ятарлӑ ҫар урапи пулнӑ — Израиль ҫыннисене хӑвалама пуҫланӑ.

Изра́иль ҫыннисем ҫывхарса пыракан фарао́н ҫарне курсан питӗ вӑйлӑ хӑраса ӳкнӗ. Ниҫта тарма май пулман. Пӗр енчен Хӗрлӗ тинӗс пулнӑ, тепӗр енчен Еги́пет ҫыннисем ҫывхарса пынӑ. Анчах Иегова хӑйӗн халӑхӗпе Еги́пет ҫыннисем хушшине пӗлӗт тӑратнӑ. Ҫапла вара Еги́пет ҫыннисем Изра́иль халӑхне курма пултарайман пирки вӗсем ҫине тапӑнайман.

Кайран Иегова Моисее́ туйине Хӗрлӗ тинӗс ҫине тӑсма хушать. Моисе́й туйине тӑссан, Иегова тухӑҫ енчен вӑйлӑ ҫил вӗртерме пуҫланӑ. Тинӗс шывӗ уйрӑлнӑ та хире-хирӗҫ тӑнӑ.

Вара Изра́иль халӑхӗ тинӗс урлӑ тип ҫӗр тӑрӑх кайнӑ. Миллионшар ҫынна хӑйсен пур выльӑх-чӗрлӗхӗпе тепӗр енне ӑнӑҫлӑ каҫма темиҫе сехет кирлӗ пулнӑ. Юлашкинчен Еги́пет ҫыннисем каллех Изра́иль ҫыннисене курма пуҫланӑ. Вӗсен чурисем тарнӑ! Ҫавӑнпа та Еги́пет ҫыннисем вӗсем хыҫҫӑн тинӗс варрине ыткӑннӑ.

Вӗсем тинӗс варрине кӗрсе кайсан, Турӑ Еги́пет ҫар ураписен кустӑрмисене тухса ӳкмелле тунӑ. Еги́пет ҫыннисем питӗ вӑйлӑ хӑраса ӳкнӗ те ҫухӑрма пуҫланӑ: «Пире хирӗҫ Иегова ҫапӑҫать. Айтӑр кунтан тухса тарар!» Анчах вӗсем ытла та кая юлнӑ.

Ҫак ӳкерчӗкре шӑпах Иегова Моисее́ туйине Хӗрлӗ тинӗс ҫине тӑсма хушнӑ саманта кӑтартса панӑ. Моисей ҫакна тусан, унччен хӳме пек тӑракан шыв малтанхи вырӑнне таврӑннӑ та Еги́пет ҫыннисемпе вӗсен ҫар ураписене хупласа хунӑ. Изра́иль халӑхӗ хыҫҫӑн пӗтӗм Еги́пет ҫарӗ ыткӑннӑ. Ҫавӑнпа та Еги́пет ҫыннисенчен пӗри те чӗрӗ тӑрса юлман!

Ҫӑлӑннӑшӑн Турӑ халӑхӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑннӑ! Арҫынсем Иеговӑна тав туса юрӑ юрланӑ: «Иегова аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ. Лашасемпе юланутҫӑсене вӑл тинӗсе путарчӗ». Моисе́й аппӑшӗ Мариа́м тата ытти хӗрарӑмсем бубенсемпе тухнӑ. Савӑнӑҫлӑ ташласа вӗсем арҫынсем юрланӑ юррах юрланӑ: «Иегова аслӑ ҫӗнтерӳҫӗ. Лашасемпе юланутҫӑсене вӑл тинӗсе путарчӗ».

Тухни, 12—15 сыпӑксем.