Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ ПАЙӖ

Египетран ирӗке тухнинчен пуҫласа Израилӗн пӗрремӗш патшиччен

Египетран ирӗке тухнинчен пуҫласа Израилӗн пӗрремӗш патшиччен

Еги́пет тыткӑнӗнчен Моисе́й Изра́иль халӑхне Сина́й тӑвӗ патне илсе пынӑ, унта Турӑ вӗсене хӑйӗн законӗсене панӑ. Ун хыҫҫӑн Моисе́й 12 арҫынна Ханаа́н ҫӗрне пӑхса тухма янӑ. Анчах таврӑнсан, вӗсенчен вуннӑшӗ ҫӗр пирки япӑх калаҫнӑ. Ҫавӑнпа та халӑх Египета́ таврӑнасшӑн пулать. Турӑ Изра́иль халӑхне ӗненӳ ҫителӗксӗр пулнӑшӑн наказани панӑ та вӗсене 40 ҫул хушши пушхир тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫӳреттернӗ.

Юлашкинчен Изра́иль халӑхне Ханаа́н ҫӗрне ертсе кӗме Иисус Навина́ суйласа лартнӑ. Ҫӗре ярса илме пулӑшас тесе Иегова тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать. Вӑл Иорда́н шывне юхма чарать, Иерихо́н стенисене ишӗлтерсе антарать тата пӗр кун хушши хӗвеле пӗр вырӑнта тытса тӑрать. Ултӑ ҫул иртсен ҫӗре Ханаа́н ҫыннисенчен ҫӗнтерсе илнӗ.

Иисус Навинра́н пуҫласа 356 ҫул хушши Израиле́ судьясем ертсе пынӑ. Эпир вӗсенчен нумайӑшӗпе паллашӑпӑр, сӑмахран, Варакпа́, Гедеонпа́, Иеффайпа́, Самсонпа́ тата Самуилпа́. Ҫавӑн пекех эпир Раа́в, Дево́ра, Иаи́ль, Руфь, Ноеми́нь тата Дали́да хӗрарӑмсем ҫинчен вуласа тухӑпӑр. Пӗтӗмӗшпе илсен, ВИҪҪӖМӖШ пайне 396 ҫул кӗрет.

 

ҪАК УЙРӐМРА

34-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗнӗ апат

Турӑ тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса парать.

35-МӖШ КАЛАВ

Иегова хӑйӗн законӗсене парать

Мӗнле икӗ саккун вунӑ заповедьрен те аслӑрах?

36-МӖШ КАЛАВ

Ылтӑн пӑру

Мӗншӗн ҫынсем хӑлха ҫаккисенчен тунӑ йӗрӗхе пуҫҫапаҫҫӗ?

37-МӖШ КАЛАВ

Пуҫҫапмалли чатӑр

Чатӑр вӗҫӗнчи пӗчӗк пӳлӗмре халал ковчегӗ пулнӑ.

38-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗр пӑхма кайнӑ 12 ҫын

Вунӑ разведчик пӗр япалана калаҫҫӗ, иккӗшӗ вара урӑххине. Израильтянсем кама ӗненсе лартаҫҫӗ?

39-МӖШ КАЛАВ

Ааронӑн чечеке ларнӑ туйи

Мӗнле майпа йывӑҫ татӑкӗ пӗр каҫрах чечеке ларса ҫимӗҫ пама пултарнӑ?

40-МӖШ КАЛАВ

Моисей чул хысакне ҫапать

Моисей чул хысакӗнчен шыв кӑларнӑ, анчах ун ҫине Иегова ҫилленнӗ.

41-МӖШ КАЛАВ

Пӑхӑр ҫӗлен

Мӗншӗн Турӑ наркӑмӑшлӑ ҫӗленсене израильтянсене сӑхма янӑ?

42-МӖШ КАЛАВ

Калаҫакан ашак ами

Ашак ами Валаамӑн куҫне курӑнман япалана курать.

43-МӖШ КАЛАВ

Иисус Навин ҫулпуҫ пулса тӑрать

Моисейӗн вӑйӗ чакман, мӗншӗн-ха вара ун вырӑнне Иисус Навин ҫулпуҫ пулса тӑрать?

44-МӖШ КАЛАВ

Раав разведчиксене пытарать

Раав икӗ арҫынна мӗнле пулӑшать тата вӑл вӗсене мӗн тума ыйтать?

45-МӖШ КАЛАВ

Иордан юханшывӗ урлӑ каҫни

Священниксем шыва кӗрсе тӑрсан тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртет.

46-МӖШ КАЛАВ

Иерихон стенисем

Хӗрлӗ вӗрене стенасем ишӗлсе анасран мӗнле хӳтӗлеме пултарать?

47-МӖШ КАЛАВ

Израильти вӑрӑ

Пӗр япӑх ҫын пӗтӗм халӑх ҫине инкек яма пултарать-и?

48-МӖШ КАЛАВ

Ӑслӑ Гаваон ҫыннисем

Вӗсем израильтянсене улталаса вӗсемпе килӗшӳ тунӑ пулсан та, израильтянсем хӑйсен сӑмахне тытаҫҫӗ.

49-МӖШ КАЛАВ

Хӗвел чарӑнса тӑрать

Турӑ Иисус Навиншӑн унччен те, каярахпа та нихҫан туман ӗҫе тӑвать.

50-МӖШ КАЛАВ

Икӗ хӑюллӑ хӗрарӑм

Варак хӑйӗн ҫарӗпе вӑрҫӑ вӑрҫма тухать, анчах мӗншӗн пӗтӗм чыс-хисепе Иаиль илет?

51-МӖШ КАЛАВ

Руфь тата Ноеминь

Руфь Ноеминьпе пӗрле юлас тесе тата Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе хӑйӗн килне хӑварать.

52-МӖШ КАЛАВ

Гедеонпа унӑн 300 ҫар ҫынни

Турӑ ҫар ҫыннисене суйласа илнӗ чухне Иегова хӑйне евӗрлӗ майпа усӑ курать.

53-МӖШ КАЛАВ

Иеффай сӑмах пани

Вӑл Иеговӑна сӑмах парсан ҫакӑ ӑнӑ та, унӑн хӗрне те пырса тивнӗ.

54-МӖШ КАЛАВ

Чи вӑйлӑ ҫын

Далида Самсон вӑйӗн вӑрттӑнлӑхне мӗнле пӗлет?

55-МӖШ КАЛАВ

Пӗчӗк арҫын ача Турӑшӑн ӗҫлет

Турӑ чи аслӑ священника Илийӑна пӗчӗк Самуил урлӑ хӑрушӑ хыпар пӗлтерет.