Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

47-МӖШ КАЛАВ

Израильти вӑрӑ

Израильти вӑрӑ

ҪАВ арҫын хӑйӗн чатӑрӗнче ҫӗр айне мӗн пытарни ҫине пӑх-ха! Илемлӗ тумтир, ылтӑн катӑкӗ тата темиҫе кӗмӗл укҫа. Вӑл вӗсене Иерихонра́н илнӗ. Анчах Иерихонри́ пӗтӗм япалапа мӗн тумалла пулнӑ? Астӑватӑн-и?

Вӗсене тӗп тумалла пулнӑ, кӗмӗлпе ылтӑнне вара Иегова чатӑрӗн мул пухмалли вырӑна хумалла пулнӑ. Апла пулсан, ҫак ҫынсем Турра итлемен. Вӗсем Туррӑнне вӑрланӑ. Ҫак ҫынна Аха́н тесе чӗнеҫҫӗ, унпа пӗрле вара — унӑн ҫемйинчи ҫынсем. Малалла мӗн пулассине айта пӑхса тухар.

Ахан ҫак япаласене вӑрланӑ хыҫҫӑн Иисус Нави́н виҫӗ пине яхӑн ҫынна Гай хулипе ҫапӑҫма ярать. Анчах ҫапӑҫура вӗсене ҫӗнтереҫҫӗ. Темиҫе ҫынна вӗлернӗ, ыттисем вара тарнӑ. Иисус питӗ хуйхӑрать. Вӑл пичӗпе ҫӗр ҫине ӳкет те Иеговӑна кӗлтӑвать: «Пирӗнпе ҫапла пулса тухма эсӗ мӗншӗн ирӗк патӑн?»

Иегова хуравлать: «Тӑр! Изра́иль халӑхӗ ҫылӑха кӗнӗ. Вӑл тӗп тумалли е Иегова чатӑрне памалли япаласене илчӗ. Хитре тумтире вӑрланӑ та ӑна пытарса хунӑ. Эсир ҫак япаласене тата вӗсене илекене тӗп тӑвиччен эпӗ сире пиллемӗп». Иегова Иисуса ҫав япӑх ҫынна кӑтартса пама сӑмах парать.

Иисус Нави́н халӑха пуҫтарать, вара Иегова япӑх ҫынна, Ахана́, кӑтартса парать. Аха́н калать: «Ҫылӑха кӗтӗм эпӗ. Эпӗ илемлӗ тумтир, ылтӑн катӑкӗ тата кӗмӗл укҫасем куртӑм. Манӑн ҫак япаласене ҫав тери илес килчӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсене илтӗм. Вӗсене манӑн чатӑрта ҫӗр айне пытарнӑ».

Ҫак япаласене тупса Иисус патне илсе килсен, вӑл Ахана́ калать: «Мӗншӗн эсӗ пирӗн ҫине инкек ятӑн? Ҫавӑншӑн Иегова сан ҫине инкек ярӗ!» Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх Ахана́ тата унӑн ҫемйине чулпа персе вӗлерет. Ют япаласене нихӑҫан та илме юраманнине ҫак пулса иртнӗ ӗҫ кӑтартса памасть-и?

Ҫакӑн хыҫҫӑн Изра́иль каллех Гай хулипе ҫапӑҫма каять. Хальхинче вара Иегова хӑйӗн халӑхне пулӑшать, вара вӑл ҫапӑҫура ҫӗнтерет.

Иисус Навин 7:1—26; 8:1—29.