42-МӖШ КАЛАВ
Калаҫакан ашак ами
ЭСӖ ашак ами калаҫнӑ тенине хӑҫан та пулин илтнӗ-и? «Ҫук,— тесе эсӗ хуравлӑн, паллах.— Чӗрчунсем калаҫма пултараймаҫҫӗ». Анчах пӗр ашак ами калаҫни ҫинчен Библи каласа парать. Ҫакӑ мӗнле пулса тухнине айта пӑхса тухар.
Изра́иль халӑхӗ Ханаа́н ҫӗрне кӗме хатӗр тенӗ пекех. Моа́в патши Вала́к Изра́иль халӑхӗнчен питӗ хӑрать. Ҫавӑнпа та Изра́иль халӑхне ылханмашкӑн вӑл Валаа́м ятлӑ чее ҫынна чӗнсе килме ярать. Вала́к Валаама́ нумай укҫа пама сӑмах парать, ҫавӑнпа та Валаа́м хӑйӗн ашак ами ҫине ларать те Валак патне каять.
Иегова Валаама́ Хӑйӗн халӑхне ылхантарасшӑн мар. Ҫавӑнпа та ҫул ҫине тӑрса Валаама́ чармашкӑн вӑл хӗҫ тытса тӑракан ангела ярать. Валаа́м ангела курмасть, анчах ӑна ашак ами курать. Ҫавӑнпа та вӑл ангелран пӑрӑнасшӑн хӑтланать, юлашкинчен вара ашак ами ҫул ҫине выртать. Валаа́м тарӑхса ҫитет те ашак амине туяпа хӗнет.
Ҫакӑн хыҫҫӑн Иегова ашак амине калаҫакан тӑвать, вара Валаа́м ӑна илтме пултарать. «Эсӗ мана хӗнеме эпӗ сана мӗн турӑм?» — тесе ыйтать ашак ами.
— Эсӗ манран мӑшкӑллатӑн,— тет Валаа́м.— Манӑн хӗҫ пулнӑ пулсан, эпӗ сана халех вӗлернӗ пулӑттӑм!
— Эпӗ хама ҫак таранччен хӑҫан та пулин ҫакӑн пек тытнӑ-и?— ыйтать унран ашак ами.
— Ҫук,— хуравлать Валаа́м.
Ҫав вӑхӑтра Иегова Валаа́мӑн куҫне уҫать, вара вӑл ҫул ҫинче хӗҫ тытса тӑракан ангела курать. Ангел калать: «Эсӗ мӗншӗн хӑвӑн ашак амине хӗнетӗн? Эпӗ санӑн ҫулна пӳлме тухрӑм, мӗншӗн тесен санӑн Израиле́ ылханма каймалла мар. Санӑн ашак ами манран айккинелле пӑрӑнман пулсан, эпӗ сана вӗлернӗ пулӑттӑм, ашак амине вара нимле сиен те туман пулӑттӑм».
Валаа́м калать: «Эпӗ ҫылӑха кӗтӗм. Эсӗ манӑн ҫула пӳлсе тӑнине пӗлмен эпӗ». Ангел Валаама́ кайма ирӗк парать, вара вӑл Вала́к патне каять. Валаа́м малтанхи пекех Израиле́ ылханма хӑтланса пӑхать пулин те, Иегова ӑна виҫӗ хутчен Израиле́ пиллеттерет.
Шутлани 21:21—35; 22:1—40; 23:1—30; 24:1—25.