Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

34-МӖШ КАЛАВ

Ҫӗнӗ апат

Ҫӗнӗ апат

ИЗРАИЛЬ ҫыннисем ҫӗр ҫинчен мӗн пуҫтарнине пӗлетӗн-и? Вӑл пас евӗрлӗ. Шурӑ тӗслӗ, вӗтӗ тата пӗрчӗллӗ-пӗрчӗллӗ. Анчах ҫакӑ пас мар; темскер ҫиме юрӑхлӑскер.

Изра́иль халӑхӗ Египетра́н тухнӑранпа уйӑха яхӑн кӑна вӑхӑт иртнӗ-ха. Халӗ вӗсем пушхирте. Кунта ҫиме юрӑхлӑ ӳсентӑрансем сахал ӳснӗрен халӑх ӳпкелешет: «Эпир Египетра́ чухнех Иегова пире мӗншӗн тӗп тумарӗ. Унта эпир, сахалтан та, хамӑра мӗн килӗшнине пурне те ҫиеттӗмӗрччӗ».

— Эпӗ сире пӗлӗтрен апат ҫутарса тӑрӑп,— тесе сӑмах парать Иегова. Иегова ҫапла тӑвать те. Тепӗр ирхине Изра́иль ҫыннисем шурӑ япалана кураҫҫӗ те тӗлӗнсе каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗринчен: «Мӗн ку?» — тесе ыйтаҫҫӗ.

— Ҫакӑ Иегова сире паракан апат,— ӑнлантарать Моисе́й. Ҫынсем ӑна МА́ННА тесе ят параҫҫӗ. Унӑн тути пыл икерчи пек пулнӑ.

— Кашни мӗн чухлӗ ҫисе яма пултарать, ҫавӑн чухлӗ пухӑр,— хушать халӑха Моисе́й. Ҫакӑн пек вӗсем кашни ир тӑваҫҫӗ. Кайран вара, хӗвел хӗртме пуҫласан, ҫӗр ҫине хӑварнӑ ма́нна ирӗлсе каять.

Моисе́й ҫавӑн пекех калать: «Маннӑна́ тепӗр кунччен ан хӑварӑр». Анчах хӑш-пӗр ҫынсем итлемеҫҫӗ. Вара мӗн пулса тухнине эсӗ пӗлетӗн-и? Тепӗр куна хӑварнӑ ма́нна хуртланса кайнӑ тата унран шӑршӑ кӗре пуҫланӑ!

Анчах эрнен пӗр кунӗнче Иегова халӑха маннӑна́ икӗ хут ытларах пухма хушать. Ҫакӑ улттӑмӗш кун. Иегова ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Израиль ҫыннисен ма́ннӑн пӗр пайне тепӗр кун валли хӑвармалла пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫиччӗмӗш кунне ма́нна пулмасть. Ҫиччӗмӗш кун валли хӑварнӑ ма́нна хуртланман та, шӑршланман та! Ҫакӑ тата тепӗр тӗлӗнмелле ӗҫ!

Изра́иль халӑхӗ пушхирте ирттернӗ пур ҫулӗнче Иегова вӗсене маннӑпа́ тӑрантарса пурӑнать.

Тухни 16:1—36; Шутлани 11:7—9; Иисус Навин 5:10—12.