41-МӖШ КАЛАВ
Пӑхӑр ҫӗлен
ШАЛЧАНА яваласа илнӗ ҫӗлен чӑн-чӑн ҫӗлен евӗрлӗ курӑнса тӑрать-и? Ҫук. Ҫак ҫӗлене пӑхӑртан тунӑ. Ҫынсем ҫӗлен ҫине пӑхчӑр та ан вилччӗр тесе Иегова Моисее́ ҫӗлене юпа ҫине ҫакма хушнӑ. Анчах ҫӗр тӑрӑх шӑвакан ҫӗленсем — чӑн-чӑн ҫӗленсем. Вӗсем сӑхаҫҫӗ те, ҫынсем чирлесе ӳкеҫҫӗ. Мӗншӗн ҫакӑ пулса пынине пӗлетӗн-и?
Мӗншӗн тесен халӑх Турра тата Моисее́ хирӗҫ калаҫать. Вӗсем ӳпкелешеҫҫӗ: «Мӗншӗн эсӗ пире Египетра́н илсе тухрӑн та ҫак пушхире вилме илсе килтӗн? Кунта ҫиме те, ӗҫме те нимӗн те ҫук. Ҫак маннӑна вара эпир ҫисе йӑлӑхрӑмӑр».
Анчах чӑннипе вара манна — тутлӑ апат. Иегова ӑна тӗлӗнмелле майпа парса тӑрать. Вӑл ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле майпа шыв та парса тӑрать. Анчах халӑх ҫакна хакламасть. Ҫавӑнпа та Иегова наказани памашкӑн наркӑмӑшлӑ ҫӗленсене ярать. Ҫӗленсем Израиль ҫыннисене сӑхаҫҫӗ те вӗсенчен нумайӑшӗ вилеҫҫӗ.
Юлашкинчен ҫынсем Моисе́й патне пыраҫҫӗ те ӑна йӑлӑнаҫҫӗ: «Эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, мӗншӗн тесен Иеговӑна тата сана хирӗҫ калаҫрӑмӑр. Иегова ҫӗленсенчен хӑтартӑр тесе ӑна кӗлтусамччӗ».
Ҫавӑнпа та Моисе́й халӑхшӑн кӗлтӑвать. Вара Иегова Моисее́ ҫак пӑхӑр ҫӗлене тума хушать. Вӑл ӑна юпа ҫине ҫак тесе калать, вара ҫӗлен сӑхнӑ кашни ҫынна пӑхӑртан тунӑ ҫӗлен ҫине пӑхма хушать. Турӑ мӗн хушнине Моисе́й тӗп-тӗрӗс тӑвать. Ҫӗлен сӑхнӑ ҫынсем пӑхӑр ҫӗлен ҫине пӑхнипе сывалаҫҫӗ.
Ҫакӑнтан эпир питӗ лайӑх ӑса вӗренетпӗр. Эпир пурте хӑш-пӗр енчен ҫӗленсем сӑхса пӗтернӗ Израиль ҫыннисем евӗрлӗ. Пур ҫын та хӑҫан та пулин вилет. Хӑвӑн тавра пӑхса ҫаврӑн, вара ҫынсем ватӑлнине, чирленине тата вилнине курӑн. Пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑм, Адампа́ Е́ва, Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑран ҫакӑн пек пулса пырать, эпир вара вӗсен ачисем. Анчах Иегова пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май парать.
Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, ҫӗр ҫине янӑ. Иисуса юпа ҫине ҫакнӑ, мӗншӗн тесен нумайӑшӗ ун пирки япӑх ҫын тесе шутланӑ. Анчах Иегова пире ҫӑлас тесе Иисуса вилме панӑ. Эпир ун ҫине пӑхатпӑр тата ун хыҫҫӑн пыратпӑр пулсан, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратпӑр. Анчах эпир ҫакӑн ҫинчен малалли сыпӑксенчен нумайрах пӗлӗпӗр.
Шутлани 21:4—9; Иоанн 3:14, 15.